АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăл вучахĕ

16 октября 2020 г.

Ăс-хакăл вучахĕ

 Трак шкулĕн историйĕ пуян та нумай енлĕ. Кунта ĕçлекенсем Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем вĕрентсе хатĕрлессине яланах хăйсен пĕрремĕш тивĕçĕ тесе шутланă. Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн вара кашни учитель пĕлĕвĕпе ăсталăхне, чун-чĕре ăшшипе вăхăтне нихăçан та шеллемен, паян та çаплах. Малти Тракри чиркỹпе прихут шкулĕнче те (1890-1918 ç.ç.), пĕр сыпăклă шкулта та (1919-1933), пуçламăш шкулта та (1934-1937), вăтам шкулта та (1937 ç.) хăй вăхăтĕнче тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ, хушнă вырăнта яваплăха туйса тăракан çынсем вăй хунă. 1937 çулта Красноармейски вăтам шкулĕ пирвайхи хут хăй ытамне çамрăксене йышăннă. Трак тăрăхĕнчи, Çĕрпỹ, Канаш, Вăрнар, Элĕк, Шупашкар районĕсенчи ялсенчен каччăсемпе хĕрсем çỹренĕ кунта. Вăл вăхăтра выртса тăма интернат пулман. Çавăнпа хваттер шырама тивнĕ. Вĕренме кирлĕ хатĕрсем — хут-кĕнеке тивĕçмен. Апла пулин те яш-кĕрĕм, мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе, вăтам пĕлỹ хыççăн кирлĕ профессие суйласа илме, Тăван çĕршывшăн юрăхлă çын пулма тăрăшнă. Хăйсен тавракурăмне тĕрлĕ кружоксемпе секцисенче анлăлатнă, ỹт-пĕве физкультурăпа спортра пиçĕхтернĕ. 1939-1948 çулсенче шкултан пурĕ 187 çамрăк вăтам пĕлỹ илсе тухнă. Вĕсенчен 86-шĕ — хĕр. Яш-кĕрĕмрен 64-шĕ хăйсем килĕштернĕ учительсен профессине юратнă тата кăмăлланă. Пирвайхи вунă çул хушшинче 18-шĕ шут ĕçченĕ пулса тăнă, 15-шĕ ял хуçалăх специальнăçне парăннă. Асăннă пĕлỹ керменĕ 1940-1988 çулсенче Красноармейски вăтам, каярахпа пĕрремĕш вăтам шкул (1988-1993), Трак чăвашла-нимĕçле шкул-гимнази (1993-2011) ятпа çỹренĕ. Паянхи кун пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Трак вăтам шкул сукмакне 565 вĕренекен такăрлать. Шкул коллективĕ “Вĕрентỹ тытăмне çĕнетсе улăштарас” проекта пурнăçлас тĕллевпе республикăра тухăçлă ĕçлесе пырать. Акă, 1999 çулта республикăри “Çулталăк шкулĕ” конкурсăн “Шкул — ял управçи” ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăннă. “Вĕренỹ” наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе шкул яланах ăнăçлă ĕçлесе пынă. 2016-2017 вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсемпе Траксем “Раççейри ялти чи лайăх 300 шкул” шутне кĕме пултарнă. Унăн директорĕ “Эффективлă ĕçлекен пуçлăх—2017” ята тивĕçнĕ. Çав çулах учительсен районти хор коллективĕн смотр-конкурсĕнче мала тухнă, республикăри IV конкурсĕнче лауреат ята тивĕçнĕ. 2018 çулта сывлăхпа спортăн республикăри смотр-конкурсĕнче “Чи лайăх вĕрентỹ организацийĕ” номинацире мала тухнă. 2019 çулта кунти туслă педагогсен коллективĕ ĕç сыхлавĕн республикăри смотр-конкурсĕнче (50 çынран пуçласа 100 çынна çитекен ушкăн хушшинче) çĕнтернĕ. Трак шкулĕнче темиçе çул ĕнтĕ республикăри аграги университечĕн ятарлă класĕ ăнăçлă ĕçлет. Кунта пулас ял хуçалăх специалисчĕсен никĕсне хатĕрлеççĕ. Пĕлỹ пахалăхĕ ỹссе пыни уйрăмах савăнтарать. 2015-2016 вĕренỹ çулĕнче 37 çамрăкран 6 медалист тухнă. 2017-2018 вĕренỹ çулĕнче 32 яш-кĕрĕмрен 3-шĕ чи лайăх паллăллă аттестат алла илнĕ. Тепĕр çулхине 34 çамрăкран 11-шĕ шкула медальпе вĕçленĕ. Пĕлтĕр 30 çынран 6-шĕ чи лайăх кăтартупа палăрнă. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче республикăри олимпиадăн тĕрлĕ этапне 15 çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен Иванова Карина химипе (9 “в” — ертỹçи С.Н. Дмитриева) çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Технологи предмечĕпе Замков Дмитрий (10 “а” — Н.В. Кривошеев), географипе Леонтьев Дмитрий (11 “а” — И.А. Николаева), Иванова Наталья (11 “а” класс, хими, С.Н. Дмитриева) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Районти ăмăртусенче Д. Мульдюков, Е. Семенова, А. Ракова, А. Николаева, Д. Павлова, И. Михайлов, У. Сергеева, Н. Иванова, А. Николаева, Ю. Филиппова, А. Андреев, Д. Леонтьев, Н. Иванова, В. Иванова, И. Михайлов, А. Киселева, К. Козлова вĕренĕвĕн тĕрлĕ енĕпе палăрнă. Шкулта вĕренекенсене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес тесе А. Сидоров (вăл кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен ĕçлеме пăрахнă), В. Чаховский, Ю. Арманов тата “Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем” предмета вĕрентекен М. Голубев сахал мар тимлеççĕ. Кунта çуран чупасси, йĕлтĕр спорчĕ, баскетбол, шашка-шахмат (А. Васильев) япăх мар аталаннă. Трак ен шкулĕн вĕренекенĕсем спортăн ку енĕсемпе район тата республика шайĕнчи ăмăртусенче тăтăшах палăраççĕ. Кунти çамрăк армеецсем “Зарница” тата “Орленок” вăйăсен районти финалĕнче çĕнтерсе тăтăшах район чысне республика шайĕнче хỹтĕлеççĕ. Шкул хăйĕн пĕрремĕш тивĕçне — Тăван çĕршыва чунтан юратакан тата ăна кирек хăçан та хỹтĕлеме хатĕр тăракан вĕреннĕ çынсем хатĕрлессине яланах ăнăçлă пурнăçласа пынă, пырать те. Кунта ачасене пиçĕхтерсе çирĕп сывлăхлă ỹстересси, юрă-ташăпа туслаштарасси, тỹрĕ чунлă пулма, пурнăç йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса тăрасси çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. Апла пулсан ватă шкулăн çăл куç пек тапса тăракан вăй-хăвачĕ иксĕлмест-ха. Туслă та пуçаруллă коллектив “Вĕрентỹ” наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн малашне те çанă тавăрса ĕçлĕ, ыттисене ырă тĕслĕхпе хавхалантарĕ. И. Федорова, В. Константинов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика