16 октября 2020 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев предпринимательлĕх тата инвестици активлăхне аталантарассипе, вĕсене хỹтĕлессипе ĕçлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче мероприятине бизнес тытăмра вăй хуракансем чылайăн пухăннă. Район, хула администрацийĕсен ертỹлĕхĕсем те килсе çитнĕ палăртнă ларăва. Ĕçе пухăннисем инвестици явăçтарассипе хатĕрленĕ наци рейтингĕн кăтартăвĕсене сỹтсе явнă. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче пирĕн регион 2019 çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх 38-мĕш вырăна тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Вĕсене татса парассипе ытларах влаç органĕсенче тăрăшакансен пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă вăл. Ĕç климатне улăштарас тесен, региона инвестици явăçтарас пулсан, çурт-йĕр хăпартса лартма ирĕк паракан процедурăсен тухăçлăхне ỹстерсен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ ларăва пухăннисем. Çĕрсене кадастр учетне илессипе те тепĕр чухне ĕç-пуç вăраха тăсăлса кайнине çирĕплетеççĕ инвесторсем. Йывăрлăх кăларса тăратакан тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри — тăтăшах предпринимательсен ĕçне тĕрĕслесе пыни кал-кал ĕçлеме чăрмав кỹрет тесе палăртаççĕ предпринимательсем. Патшалăх енчен куçакан тĕревсене те анлăлатсан аван пулнă пулĕччĕ теççĕ специалистсем, вĕсене тивĕçмелли условисене çăмăллатсан тем пекех тесе калаççĕ вĕсем. Кун пирки ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрре мар хăй ирттернĕ канашлусенче хускатать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков саккуна кĕртме хатĕрленĕ çăмăллăхсем пирки чарăнса тăнă, налук енпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем çинчен те каласа кăтартнă. “Предпринимательлĕх пайĕнче тепре чухне сахал мар кĕтменлĕхсем сиксе тухаççĕ. Чылай чухне укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те чăрмав кỹрет. Налук каникулĕсем вăй-хăват кỹме витĕм кỹреççĕ. Кун пек пулăшусем пирки регионта ĕç йĕркине 2024 çулчченех йышăнса хăварсан та аван пулнă пулĕччĕ”, — тесе палăртса каланă Михаил Ноздряков. Республикăри аслă шкулсен ректорĕсем хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Студентсем валли уйăрнă общежитисенче налук çăмăллăхĕсене çĕнĕлле пăхса тухма каланă. Пурлăхшăн тỹлемелли налуксене пĕчĕклетме май пуррипе çукки çинчен сăмахланă канашлăва пухăннисем. Пĕтĕмпе Чăваш Республикин Финанс министерстви налук çăмăллăхĕсене 300 млн тенкĕлĕх хакланă. Федерацин Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертỹçи Марина Петрова Республика Правительстви сĕнекен налук çăмăллăхĕсем вырăнлă тесе палăртнă. “Кун пек çĕнĕ йĕркесене эпир нихăçан та бизнес сферинче вăй хуракансем валли йышăнман”, — тенĕ хăйĕн докладĕнче. Налук енĕпе çыхăннă çăмăллăхсене, йĕркеленĕ ĕç хучĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче пăхса тухма тĕллев лартнă, ун чухне саккунри çĕнĕлĕхсене тĕплĕнрех тишкерме плана кĕртнĕ.