13 октября 2020 г.
Ман алăра — “Кун-çул таппи” çĕнĕ кĕнеке. Ăна О.А. Архипова, В.С. Архипова тата М.Ю. Севастьянов пухса-çырса хатĕрленĕ. Кĕнекене çырасси ăнсăртран сиксе тухман ĕнтĕ. Ольга Архипова хăйĕн аса илĕвĕсене, тăван тавралăх историйĕпе Куççа йăхĕн кун-çулĕ çинчен хавхаланса каласа пани ачипе мăнукне, Верăпа Максимилиана, кĕнеке çырма хистенĕ. Вĕсем ум сăмахра, “Кĕнеке халăхпа тăванлăх туйăмĕ хĕтĕртсе тăнипе çырăннă. Кунта кĕртнĕ хайлавсем тăван халăхăн историне, юратнă ял-йышăм кун-çулне хушса пуянлатма пулăшĕç. Несĕллĕх кĕнекин тĕп тĕллевĕ — Куççа йăхĕнчи çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, йăли-йĕрки, ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕ, тĕрлĕ вăхăтра пулса иртнĕ пулăмсем урлă чăваш халăхĕн чăн-чăн пурнăçне, унăн историне кăтартса парасси. Аталанса пыракан çамрăк ăрăва чăнлăхпа тĕрĕслĕхшĕн çунма, умри ырă ĕçе таса чунпа вăй хурса тума, çĕршыва, тăван чĕлхене хаклама, упрама тата малалла аталантарма вĕрентесси”, — тенĕ. Иртнине пĕлни паянхи пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме пулăшать, шанчăк парать. Çапла вара “Кун-çул таппин” малтанхи страници çине чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн “Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр...” сăмахĕсене ахальтен çырса хуман. Пысăк ĕмĕт-шухăшпа пархатарлă ĕç хамăр пурнăç урапине мĕнле çавăрнинчен чылай килет. Авторсем кĕнекере Чăваш Республикин Красноармейски районĕн, Тусай ялĕн авалхи, хальхи кун-çулне, Куççа йăхĕн тата вĕренỹпе ĕç ветеранĕн, вăрçă ачин Ольга Архиповăн пурнăçне тулли çутатса панă. Тĕрĕссипе, Ольга Архиповăн кун-çул уттинчи ырă са-манчĕсем кĕнекен пĕтĕм пайĕсене çыхăнтарса тăраççĕ. Çав çыхăну истори докуменчĕсене, О.А. Архиповăн аса илĕвĕсемпе ĕç хучĕ-сене, сăн ỹкерчĕкĕсене, çырăвĕсемпе сăввисене тата хаçат-журналта тухнă ĕçсене тĕплĕ тишкернинче палăрать. Вĕсене пĕр тĕвве çыхса илемлĕ текст туса кĕнекене кĕртнĕ. Хайлавсене вулама çăмăл, вĕсем чуна хумхантараççĕ. Чĕлхепе сăнарлăх енчен илсен те вĕсем питĕ паха. Ольга Александровнăн чылай сăввине пирĕн ят-лă-сумлă композиторсем юрра хывнă. Вĕсене пĕтĕм халăх юратакан юрăç-сем тĕрлĕ концертра шăрантараççĕ, итлесе ларакансене савăнтараççĕ. Кĕнеке ячĕ те питех пĕлтерĕшлĕ. “Кун-çул таппи” ят Куççа йăхĕн, Ольга Архиповăн пур-нăçĕ тапса тăнине, тĕп ĕçсем вĕсемпе çыхăннине кăтартать. Хайлавсенче пулса иртекен тĕрлĕ ĕçпе юнашар юрату та курăнса пырать. Çут тĕнчере пурнăçа юратусăр мĕнле пурăнса ирттерĕн-ха? Çав пархатарлă туйăма Ольга Александровна хăйĕн хаклă ачисене, çамрăк тусĕсене пехилленĕ халалта уйрăмах уççăн палăрать. “Пурнăç пĕрре килет. Ăна таса чунпа, ырă кăмăлпа пурăнса ирттернине мĕн çитет. Хамăрăн ăшра чи паха та вăйлă туйăмсене аталантарма тăрăшăр. Çынна пурăнма, ĕçлеме хавхалантаракан чи хăватлă туйăм — юрату! Этемĕн çулăмлă чĕри юратупа тултăр. Пурнăç — юрату! Темĕнле йывăрлăх умне çитсе тăрсан та, пуçна ан ус! Мĕн ачаран, пĕчĕкрен хăйран, туптан, çивĕчлен. Мĕн пур йывăрлăхра чăтма, тỹсме, ăна çĕнтерме хатĕр пул. Юратăр! Çамрăкки, яшши, ватти-вĕтти — пурте юратăр! Çынна, халăха юратăр. Тăван çĕре, çут çанталăка, пурнăçа юра-тăр. Çемьере тату та килĕшỹ хуçалантăр. Аш-шĕпе амăшĕн ырă е усал тĕслĕхĕ ачасем çине куçать. Туслăх, пĕртан-лăх, юрату, хисеп хĕм-лентĕр çемьере. Сывлăх — çыннăн чи хаклă тупри, çутă тĕнче ытамĕнче тытакан асамлă вăй-хăват. Сывлăха упрăр. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытăр. Çукшăн ан кулянăр. Сывлăх пулсан, çукран пур пулать. Чăваш пулнипе мăнаç-ланăр, чăвашла калаçма манса ан кайăр, нумай чĕлхе пĕлекенсем — ăслă çынсем... Чăвашăн юрри-ташши те калама çук илемлĕ, чĕлхи те çивĕч... Юрлăр, ташлăр чăвашла, калаçăр, кулăр, савăнăр чăвашла. Чăваш çĕршывĕ çийĕн кайăкĕсем те юрлаччăр чăвашлах. Авă самолет çинчи летчик те хăй чăваш пулнишĕн савăнса мăнаçлăн юрлать чăвашла”. Хисеплĕ вулакан! Халĕ санăн аллунта “Кун-çул таппи” çĕнĕ кĕнеке. Пурнăç кĕнеки вăл. Ăна алла илсен çакна асăрхатăн, кунта чăваш халăхĕн, Тусай ялĕн авалхи кун-çулĕ. Куççа йăхĕн, йăх-несĕле тăсакансен, О.А. Архиповăн пурнăçĕ, сăвви-юрри кĕнĕ. Вĕсене тимлĕ вуласа ăша хывăр, кăмăл ытамĕ таранах хаклăр. Ольга Александровна Архиповăна вара çĕр çула пурăнса çитме сывлăх сунатпăр. Вăй çиттĕр сире, Ольга Александровна, юбилея кĕтсе илме! Г. Никифоров