13 октября 2020 г.
Иртнĕ эрнере Кỹкеç поселокĕнчи “Улăп” спортпа сывлăх Центрĕн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх фестивалĕпе килĕшỹллĕн аслă ăру çыннисен “Спортивное долголетие” VIII Спартакиадин финалти тапхăрĕ пулса иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа — 75, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Спортсменсене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Н. Малов, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи Р. Кондратьева, тĕрлĕ шайри пуçлăхсем саламланă. Спортра палăрнă ветерансен пĕр ушкăнне Хисеп хучĕсемпе чысланă. “Улăпа” ЧР 18 муниципалитетри сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 180-а яхăн пенси çулĕсенчи ватă пухăннă. Трак ен чысне спортпа сывлăх фестивалĕнче “Раççейри пенсионерсен Союзĕ” организацин районти уйрăмĕн председателĕ А. Дмитриева, Ю. Федоров, Е. Столяренко, А. Борисов, А. Прохорова, В. Егоров, Н. Григорьева, И. Семенов тата В. Ильина ветерансем хỹтĕленĕ. Спортсменсем спортăн виçĕ енĕпе — скандинави уттипе, хутăш эстафетăра тата 200 м инçĕшне чупассипе вăй виçнĕ.