13 октября 2020 г.
С. Есенин — Раççейĕн XX ĕмĕрти поэчĕсенчен чи палли тата чи юратни. Сергей Александрович хăйĕн кĕске пурнăçĕнче паян кун та кивелмен тата халăх килĕштерекен, асра юлакан сăвăсемпе поэмăсем хайланă. “Моя лирика жива, одной большой любовью к Родине, чувство к Родине — основное в моем творчестве”, — çырнă С. Есенин. “Отговорила роща золотая, Березовым, веселым языком. И журавли, печально пролетая, Уж не жалеют больше ни о ком”, — сăвă йĕркисене пĕлмен çын çук та пулĕ. С. Есенина халалласа районти вулавăшсенче савăк мероприятисем иртрĕç, вĕсенче кĕнекесен выставкисене йĕркелерĕç.