АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТРАК ШКУЛĔ — 130 ÇУЛТА

13 октября 2020 г.

ТРАК ШКУЛĔ — 130 ÇУЛТА

 Трак шкулĕ ку тăрăхри çынсен пурнăçĕнче ĕлĕкренпех калама çук пысăк вырăн йышăннă. Ватă та тăрăшуллă вĕренỹ учрежденийĕ Чăваш Республикинче паян та сумлă хисепре тăрать. Тĕрлĕ çулсенче кунта тарăн пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани илсе малашлăхра ăста специалист никĕсне хывма пулăшнăшăн çамрăксем хăйсен вĕрентекенĕсене яланах ырăпа асăнаççĕ. Паянхи корреспонденцире эпир вулакансене Трак шкулĕн историйĕпе кĕскен паллаштарасшăн. Упи вулăсне кĕнĕ малти Тракри чиркỹ-прихут шкулне 1890 çулхи юпа уйăхĕн (октябрĕн) 14-мĕшĕнче уçнă. Районти ватă ăс-хакăл вучахĕ вăл. 130 çул каялла Васнарти (ун чухне ăна Кайри Трак тенĕ) Фома Спиридонов хресчен хăй килĕнче вулама-çырма ирĕк панă. Ĕç условийĕсем тивĕçтермен: тăвăр, пăчă, çутă çитмен. Кил хуçисем сивĕ вăхăтра пỹртĕнче путек-сурăх та усранă. Ял çамрăкĕсен вара вĕренес туртăм пысăк пулнă. Пирвайхи çулсенчех шкула 28 арçын ачапа 2 хĕр ача (кĕçĕн класри 8 çулхи Екатерина Алексеевăпа Мария Волкова) çỹренĕ. Виçĕ ушкăнри вĕренекенсене Упи пачăшки Петр Сартов тата ăна пулăшакан учитель-псаломщик Алексей Беловошев пĕлỹ пама чун-чĕререн тăрăшнă. Трак шкулĕн пĕрремĕш кăларăмĕнчен 1894 çулта 8 ача пĕлỹ илсе тухнă. Афанасий Васильевпа Степан Михайлов турă саккунĕпе, вырăс тата чиркỹ славян чĕлхисемпе, арифметикăпа, таса çырассипе уйрăмах тăрăшулăх кăтартнă. Вĕсем пуçлăмăш пĕлỹ паракан Малти Трак чиркỹ-прихут шкулĕнчен Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнă пĕрремĕш çамрăксем шутланнă. Çутта тухас шухăшлă ачасем Малти тата Кайри Карăк, Малтипе Вăтам, Кайри Трак, Вутлан ялĕсенче йышлă пулнă. Анчах йывăр пурнăçа пула (çỹреме инçе, тăхăнмалли, çимели çук) пĕр çултанах нумайăшĕн пĕлỹ çулне манма тивнĕ. Трак шкулĕн пирвайхи вĕрентекенĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă, ачасене юратнă. “П. Сартов — тỹрĕ кăмăллă, ĕçе тăрăшса тăвакан çын. Ачасене арифметикăпа, таса çырма хăнăхтарассипе çине тăрса ĕçлет. Вăл вĕрентекен предметсемпе çамрăксен пĕлĕвĕ лайăх, вăтам, арифметикăпа уйрăмах аван, — çырнă уесри училищĕсен ĕçне пăхса тăракан Павел Бывалов. — Ĕçе çине тăрса туса пыма, педагогика вĕрентĕвĕсене шута илсе тăрăшма ăна “Учитель” журнал вулани пулăшать”. Алексей Филаретович Беловошев _ Упи чиркĕвĕн псаломщикĕ. Вăл Шупашкар хулин 3 класлă училищинче пĕлỹ илнĕ, учитель ятне тивĕçнĕ. П. Сартовпа А. Беловошев тăрăшнипех 1895 çулта Малти Тракра шкулăн ятарлă çуртне туса лартнă. Çамрăксене вĕрентес ĕçе чун-чĕререн пурнăçласа пынă. А. Беловошев сывлăхĕ хавшанипе каярахпа шкула çỹреймен. 1898 çултан пуçласа 1902 çулччен Малти Тракри пуçламăш шкулта Упи чиркĕвĕн дьяконĕ Ф. Ляпидовский тата унти пачăшкă Всеволод Кедров ĕçленĕ. 1899 çулта Тракри чиркỹ-прихут шкулне вĕсене сăнаса тăракан Етĕрне уесĕнчи Владимир Громов тĕрĕсленĕ. "Шкулта 2 хĕр ачапа 25 арçын ача вĕренеççĕ, вăтам кăтартупа палăраççĕ. Вырăс чĕлхипе тата чăвашла калаçассипе хуравсем çине лайăх ответленĕ. В. Кедров кунсерен 8 çухрăмран çỹресе çамрăксене вĕрентессишĕн тăрăшнине уйрăмах палăртмалла. Кунашкалах пулсан, çитес çул вăл вĕрентỹпе воспитани парас ĕçре тĕслĕхлĕ шкул пулма пултарать", — тесе хыпарланă. Ефим Николаевич Соловьев — чиркỹпе çыхăнман пĕрремĕш учитель. Вăл Малти Тракра 1902-1907 çулсенче ĕçленĕ. Е. Соловьев çине тăнипех 1905 çулта икĕ класлă стандартлă çурт туса лартнă. Пĕр пỹлĕмĕнче ачасене вулама-çырма вĕрентнĕ. Тепринче учитель хваттерĕ пулнă. Вăл районти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн малтанхи кантурипе ĕлĕкхи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн гаражĕ хушшинче вырнаçнă пулнă. Тракри чиркỹ-прихут шкулĕнче 1909 çултанпа Антонин Пятницкий священникпа Кондратий Трофимов юрă учителĕ ĕçленĕ. К. Трофимов ячĕ халăхра аван сыхланса юлнă. Вăл 1909-1914 çулсенче çамрăксене пĕлỹ панă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, сылтăм ураран йывăр аманнă. Кайран вара тăван шкулнех таврăннă. Фронтри арçынсене хĕрарăмсем улăштарнă. Малти Тракри чиркỹ-прихут шкулĕнче 1915 çулта З. Коняева учительница ĕçленĕ. Вăл тĕрлĕ ỹсĕмри 55 çамрăка (вĕсенчен 10-шĕ хĕр ача) вулама-çырма хăнăхтарнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче учительсемпе юнашар вĕсен вĕренекенĕсем те Тăван çĕршыва хăюллăн хỹтĕленĕ. Юнлă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Акă, ку шкулта ăс пухнă Васнарти Тимофей Васильев, Тракри Федор Куликовпа Илларион Козлов, Вутланти Егор Коротковпа Иван Игнатьев унтер-офицер ятне тивĕçнĕ, Георги хĕресĕн кавалерĕсем пулса тăнă. Сăмах май, районти Егор Коротков кавалеристпа Йĕпремри Иван Кузьмин артиллериста кăна Георгин IV, III, II степеньлĕ хĕресĕпе тата тĕрлĕ медальпе наградăланă. Пурăна киле вĕсен мăнукĕсем те кунти вăтам шкултах пĕлỹ илнĕ. Шкул аталанăвĕн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетсен çапла калама пулать: 1890—1917 çулсенче Малти Тракри чиркỹ-прихут шкулĕнче 91 çамрăк пуçламăш пĕлỹ илсе тухнă.10-шар вĕренекенĕн пĕлỹ керменне пĕр-ик çул çỹренипех çырлахма тивнĕ. Крентейкассинчи земство училищине 1916 çулхи сентябрьте уçнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ — И. Яковлев шкулĕнче пĕлỹ илнĕ Упи хĕрĕ Варвара Иванова. Каярахпа вăл Хусанти медицина институтĕнче вĕреннĕ. Паллă куç врачĕ пулса тăнă. Пĕтĕм çĕршыври офтальмологсен съездне (Ленинград, 1936) хутшăннă. 1917 çулхи февральти революци хыççăн чиркỹ-прихут шкулĕсене çĕршывăн Çут ĕç министерствин аллине панă. Çĕршыври улшăнусем шкулран пăрăнса иртмен. Ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме тăрăшнă. Учительсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма та майсем туса панă. Кадрсене вырăнти çынсенчен лартма тимленĕ. Мĕншĕн тесен вулăсри вĕрентỹ пайĕ шкулсене пысăк тавра курăмлă, ĕçре Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ырă йăли-йĕркине анлă усă куракан çынсене вырнаçтарма тăрăшнă. Телейлисем хушшинче Данил Семенов та пулнă. Тăван ялта чиркỹ-прихут шкулне уçнă хыççăн шăпах 5 çултан çут тĕнчене килнĕ çак ача. Ĕлĕкхи Трак ял канашĕн çурчĕн урамĕнче пурăннă ашшĕ — Семен Тихонов. Пилĕк стеналлă пỹртĕн пĕр пỹлĕмĕнче трактир тытнă вăл. Паллах, ашшĕ пулас тĕпкĕчне вĕрентмех тăрăшнă, ывăлĕн те ку енĕпе туртăм пулнă. 1910-1915 çулсенче Д. Семенов Чĕмпĕрти И. Яковлев уçнă чăваш шкулĕнче вĕренет. Хăйсен класĕнчи çамрăксем пекех пĕрремĕш тĕнче вăрçине кайма хатĕрленет. Анчах сывлăхне кура ăна çара илмеççĕ. Ытти районти шкулсенче ĕçленĕ пирки Данил тăван тăрăха 1922 çулта çеç таврăнать. Вăл пĕрремĕш сыпăклă шкулăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки 1923 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Çĕрпỹ уесĕн халăха вĕрентес ĕç уйрăмне çапла хыпарланă: “Шкула 1905 çулта тунă. Унта пĕр класс тата учитель валли хваттер пур. Класс пỹлĕмне каланка, учитель патĕнче вырăс кăмаки вырнаçтарнă. Урай хăмисене, çĕрсе кайнă пирки, пĕтĕмпех улăштармалла. Алăкпа кантăк суллисем çĕрнĕ. Чỹрече рамисем кивелсе çитнĕ, кантăксем çил вĕрнипех çĕмĕрлеççĕ. Пĕренесем хушшинче мăк пачах юлман. Çурта пысăклатсан тата туалет туса парсан лайăхчĕ. Класс хăмисем çурмалла йăтăнса аннă, икĕ парта, пĕр сĕтелпе пукан пур. Шкул библиотеки ячĕшĕн кăна. Вырăсла 35 учебник, чăвашли — 45, класс тулашĕнче вуламалли 51 (6-шĕ — чăвашли), методика литературинчен ултă кĕнеке пур. Хресченсен пăлхавĕ (Чаппан вăрçинче) вăхăтĕнче инвентарь тата библиотека кĕнекисене çухатса пĕтернĕ. Эпĕ 1922 çулхи августăн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕнĕ чухне "мĕн пур пурлăха тĕрĕслесе йышăнтăм”. Отчетра 1921 çулта 6 ача пуçламăш пĕлỹ илсе тухнине палăртнă. Шел пулин те, сывлăхĕ начарланнă Д. Семенов тăван шкулĕнче нумай ĕçлеймен. 1924 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче туберкулезпа чирлесе вилет. Вĕренỹ çулне унăн мăшăрĕ — З. Семенова вĕçлет. Зоя Ванифатьевна Упи хĕрĕ пулнă, хутла пĕлнĕ. Тепĕр çулĕнче те вăлах учительницăра тăрăшнă. Пирĕн шкулта пултаруллă учительсем сахал мар ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри — Павел Ласкеев. Çамрăклах вĕрентме ирĕк илнĕскере пĕлỹ пама Трака янă. 1925-1926 вĕренỹ çулĕнче Малти Тракри шкула пурĕ 58 арçын ачапа 5 хĕр ача çỹренĕ. Вĕсенчен 23 çамрăкĕ виççĕмĕш класа, ыттисем — иккĕмĕшне. П. Ласкеева çак пысăк йышпа ĕçлеме çăмăлах пулман. Хор йĕркеленĕ, ачасене фисгармонипе тăватă сасăпа юрлама хăнăхтарнă. Ĕçлеме ỹркенменни тата çирĕп сывлăх пулăшнă та Вăрнар каччине малашнехи пархатарлă çула утса тухма. Пурăна киле П. Ласкеев 1929-1937 çулсенче Ленинградри (халĕ Санкт-Петербург) вăрман техникин академийĕнче ăс пухнă. 1944 çулта техника наукисен кандидачĕ пулса тăнă. “Производство древесной массы” монографипе П. Ласкеев доктор диссертацине хỹтĕленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл академин йывăç пластиксемпе плитасен кафедрин профессорĕ пулнă. Трак учителĕ пулнăскер 80 ытла наука ĕçĕ çырнă. Вăл вăхăтра Малти Тракри пуçламăш шкула кунти, Васнарти, Вăтакас Тракри, Малти тата Кайри Карăкри, Вутланти ачасем çỹренĕ. Вĕренес кăмăллисем нумай пулнă, пỹлĕмсем тата учительсем çитменнипе пĕр вĕрентекенĕнех икĕ класпа ĕçлеме тивнĕ. Вутланти 1929-1930 вĕренỹ çулĕнче уçăлнă шкула та ăста педагог ярса панă. Вăл — Вăрманкас Шупуç ялĕнче çуралнă Анастасия Иванова. Кĕçĕн Шетмĕри чиркỹ-прихут шкулĕнче хутла хăнăхнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 1912-1915 çулсенче педагогика курсĕнче ăс пухнă. Питĕ лайăх пĕлỹпе палăрнă, пĕрремĕш курсранах хысна шучĕпе стипенди илсе тăнă. 1918 çултанпа шкулсенче ĕçленĕ. Хăй пĕлỹ пухнă Кĕçĕн Шетмĕре вăй хунă. 1929-1932 çулсенче Вутланти пуçламăш (ăна ун чухне пĕрремĕш сыпăклă тенĕ-авт.) шкулта ĕçленĕ. Сăмах май каласан, А. Иванова-Мясникова кайран Супарта, Кĕçĕн Шетмĕре ĕçленĕ. Вера, Софья тата Фаина хĕрĕсене педагога вĕрентсе кăларнă. Вĕсем виççĕшĕ те кун-çулне хамăр тăрăхри шкулсемпе çыхăнтарнă, халăха вĕрентес енĕпе 30-40-шер çул вăй хунă. Вера — Янкасра, Софья Кĕçĕн Шетмĕпе Ванюшкассинче ачасене пĕлỹ панă. Фаина вара Трак шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ.В. Константинов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика