АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кỹлхĕррисем стела та, Асăну хăми те уçрĕç

09 октября 2020 г.

Кỹлхĕррисем стела та, Асăну хăми те уçрĕç

Ял çынни уй-хирти ĕçе вĕçлесе пырать ĕнтĕ. Унăн кăшт канса илсе сывлăш çавăрма та вăхăт тупăнать ку чухне. Анчах ялти ытти ĕçсем пирки те манмасть вăл. Кỹлхĕрри Карайсем вара юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче стела та, Асăну хăми те уçрĕç. 1. Стела Кăçал Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Пысăк инкек кỹчĕ хаяр вăрçă. Миллионшар çын пуçне хучĕ унта. Çавна май вĕсене сума суса ял-хуласенче çĕкленĕ палăк-обелисксемпе стелăсене çĕнетрĕç, çĕннисем те хăпартрĕç. Авă, Кỹлхĕрри Карайран та иртнĕ вăрçа сахалăн мар хутшăннă, вĕсенчен çурри тăван яла таврăнайман, килнисем те çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Ялта ку таранччен вĕсене асăнса лартнă палăк таврашĕ пулман. Çавăнпах ялти лавккапа юнашар стела çĕклес шухăша Кỹлхĕрри Карайсем пур кăмăлтан ырласа йышăннă — хĕрỹ ĕçе кỹлĕннĕ. Пуçлăхсен сатурлăхне тата ял çыннисен маттурлăхне кура стелăна хатĕрлесе те çитернĕ. Раççей Гимнĕ мăнаçлăн янăранă хыççăн ку ятпа йĕркелесе ирттернĕ митинга Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева уçрĕ, ырă ку ĕç çак тăрăхри ветерансен канашĕн ертỹçи Г. Егорова тата ял-йыш çине тăнипе пурнăçа кĕнине палăртрĕ. Унтан пухăннисем вилнĕ ентешĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. “Эпир вăрçăра пуç хунисем умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Пирĕн вĕсене нихăçан та манма юрамасть” — тĕп çак шухăша палăртрĕç хăйсен сăмахĕсенче район пуçлăхĕ В. Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Иванов. Стела патĕнчи хĕрлĕ хăйăва вĕсем тата хастар ял çыннисен ушкăнĕ касрĕç, ун умне чечексем хучĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева маттуррисен ушкăнне Тав хучĕсем пачĕ. Карай тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертỹçи Г. Егорова вара “Пĕрлĕхре — вăй”, терĕ, пĕр пулсан çитĕнỹ туптама пулнине, çак стела яла пуянлатнине, ун çывăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртессине палăртрĕ, юбилейсен çулталăкĕнчи ырă та пархатарлă ĕçшĕн ял халăхне тав турĕ, чылайăшне Тав хучĕсемпе чысларĕ. Митингра тыл ĕçĕн ветеранне М. Герасимовăна сăмах пачĕç. Мария Герасимовна 1936 çулта çуралнă. — Йывăр килчĕç вăрçă çулĕсем. Çĕрĕк çĕр улми пуçтарса çиеттĕмĕр. Эпĕ 6 çулта чухне аттене — Герасим Евграфович Евграфова фронта илсе кайрĕç. Каялла таврăнаймарĕ, вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтĕмĕр, — хумханса сăмахларĕ митинга ятарлă тумпа килнĕ, урине çăпата сырнă хĕрарăм. Кỹлхĕрри Карайсене паллă пулăмпа ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов, канашăн президиумĕн членĕсем — К. Васильева (сăвă вуларĕ), С. Мефодьева (стела тума хастар хутшăннисене кедр йывăçĕн хунавĕсене парнелерĕ), çак ялта çуралнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан С. Марьина (Светлана Степановна ашшĕпе амăшĕн йывăр шăпи çинчен каласа пачĕ, вĕсем пирки хăй çырнă сăвва пăхмасăр вуларĕ) саламларĕç. “Вăрçă урăх ан пултăр” тесе, Кỹлхĕрри Карайсем мухтавлă “Катюша” юрра “Карай ен” пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле (илемлĕх ертỹçи — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев) юрларĕç. 2. Асăну хăми Çак кунах ял çыннисемшĕн асра юлмалли тепĕр самант та пулчĕ. Вĕсем Кỹлхĕрри Карайра 1955 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă, 2018 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче куçĕсене вăхăтсăр хупнă В. Платонова сума суса вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми уçрĕç. Виталий Николаевич 1991—2010 çулсенче “Россия” колхозпа “Караево” ял хуçалăх производство кооперативне, каярахпа хресчен фермер хуçалăхне ертсе пынă. Ăна Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне панă. Вăл — Карай ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ те. Асăну хăми çинче çакăн пек сăвă йĕркисем пур: С присущим тебе только упорством Решил ты большие дела... За смелость, за ум, за терпенье Почет тебе, и честь, и хвала... Асăну хăмине уçнă ятпа иртнĕ митингра Виталий Николаевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р. Малинина пур кăмăлтан та туллин каласа пачĕ. Вăл çынсемпе яланах вашават пулнине уйрăммăн палăртрĕ Римма Изосимовна. В. Платонов çинчен митингра çавăн пекех район пуçлăхĕ В. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Иванов, Карайри шкул директорĕ И. Кириллова, хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ В. Степанова нумай ыррине каларĕç. Платоновсем усрава илнĕ йĕкĕрешсем — Иринăпа Кристина Асăну хăми çинчи шурă пустава антарчĕç. В. Платоновăн йăмăкĕ — М.Н. Иванова пухăннисене пурне те тав сăмахĕ каларĕ. Ылтăн кĕркунне кунĕсем тăраççĕ. Ял çынни уй-хирти ĕçе вĕçлесе пырать ĕнтĕ. Унăн кăшт канса илсе сывлăш çавăрма та вăхăт тупăнать ку чухне. Анчах ялти ытти ĕçсем пирки те манмасть вăл. Кỹлхĕрри Карайсем вара юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче стела та, Асăну хăми те уçрĕç. 1. Стела Кăçал Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Пысăк инкек кỹчĕ хаяр вăрçă. Миллионшар çын пуçне хучĕ унта. Çавна май вĕсене сума суса ял-хуласенче çĕкленĕ палăк-обелисксемпе стелăсене çĕнетрĕç, çĕннисем те хăпартрĕç. Авă, Кỹлхĕрри Карайран та иртнĕ вăрçа сахалăн мар хутшăннă, вĕсенчен çурри тăван яла таврăнайман, килнисем те çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Ялта ку таранччен вĕсене асăнса лартнă палăк таврашĕ пулман. Çавăнпах ялти лавккапа юнашар стела çĕклес шухăша Кỹлхĕрри Карайсем пур кăмăлтан ырласа йышăннă — хĕрỹ ĕçе кỹлĕннĕ. Пуçлăхсен сатурлăхне тата ял çыннисен маттурлăхне кура стелăна хатĕрлесе те çитернĕ. Раççей Гимнĕ мăнаçлăн янăранă хыççăн ку ятпа йĕркелесе ирттернĕ митинга Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева уçрĕ, ырă ку ĕç çак тăрăхри ветерансен канашĕн ертỹçи Г. Егорова тата ял-йыш çине тăнипе пурнăçа кĕнине палăртрĕ. Унтан пухăннисем вилнĕ ентешĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. “Эпир вăрçăра пуç хунисем умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Пирĕн вĕсене нихăçан та манма юрамасть” — тĕп çак шухăша палăртрĕç хăйсен сăмахĕсенче район пуçлăхĕ В. Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Иванов. Стела патĕнчи хĕрлĕ хăйăва вĕсем тата хастар ял çыннисен ушкăнĕ касрĕç, ун умне чечексем хучĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева маттуррисен ушкăнне Тав хучĕсем пачĕ. Карай тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертỹçи Г. Егорова вара “Пĕрлĕхре — вăй”, терĕ, пĕр пулсан çитĕнỹ туптама пулнине, çак стела яла пуянлатнине, ун çывăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртессине палăртрĕ, юбилейсен çулталăкĕнчи ырă та пархатарлă ĕçшĕн ял халăхне тав турĕ, чылайăшне Тав хучĕсемпе чысларĕ. Митингра тыл ĕçĕн ветеранне М. Герасимовăна сăмах пачĕç. Мария Герасимовна 1936 çулта çуралнă. — Йывăр килчĕç вăрçă çулĕсем. Çĕрĕк çĕр улми пуçтарса çиеттĕмĕр. Эпĕ 6 çулта чухне аттене — Герасим Евграфович Евграфова фронта илсе кайрĕç. Каялла таврăнаймарĕ, вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтĕмĕр, — хумханса сăмахларĕ митинга ятарлă тумпа килнĕ, урине çăпата сырнă хĕрарăм. Кỹлхĕрри Карайсене паллă пулăмпа ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов, канашăн президиумĕн членĕсем — К. Васильева (сăвă вуларĕ), С. Мефодьева (стела тума хастар хутшăннисене кедр йывăçĕн хунавĕсене парнелерĕ), çак ялта çуралнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан С. Марьина (Светлана Степановна ашшĕпе амăшĕн йывăр шăпи çинчен каласа пачĕ, вĕсем пирки хăй çырнă сăвва пăхмасăр вуларĕ) саламларĕç. “Вăрçă урăх ан пултăр” тесе, Кỹлхĕрри Карайсем мухтавлă “Катюша” юрра “Карай ен” пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле (илемлĕх ертỹçи — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев) юрларĕç. 2. Асăну хăми Çак кунах ял çыннисемшĕн асра юлмалли тепĕр самант та пулчĕ. Вĕсем Кỹлхĕрри Карайра 1955 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă, 2018 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче куçĕсене вăхăтсăр хупнă В. Платонова сума суса вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми уçрĕç. Виталий Николаевич 1991—2010 çулсенче “Россия” колхозпа “Караево” ял хуçалăх производство кооперативне, каярахпа хресчен фермер хуçалăхне ертсе пынă. Ăна Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне панă. Вăл — Карай ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ те. Асăну хăми çинче çакăн пек сăвă йĕркисем пур: С присущим тебе только упорством Решил ты большие дела... За смелость, за ум, за терпенье Почет тебе, и честь, и хвала... Асăну хăмине уçнă ятпа иртнĕ митингра Виталий Николаевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р. Малинина пур кăмăлтан та туллин каласа пачĕ. Вăл çынсемпе яланах вашават пулнине уйрăммăн палăртрĕ Римма Изосимовна. В. Платонов çинчен митингра çавăн пекех район пуçлăхĕ В. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Иванов, Карайри шкул директорĕ И. Кириллова, хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ В. Степанова нумай ыррине каларĕç. Платоновсем усрава илнĕ йĕкĕрешсем — Иринăпа Кристина Асăну хăми çинчи шурă пустава антарчĕç. В. Платоновăн йăмăкĕ — М.Н. Иванова пухăннисене пурне те тав сăмахĕ каларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика