09 октября 2020 г.
“Эмаль плиткăпа ĕçленĕ май унăн пĕрчи куçа кĕчĕ. Вырăнти больницăра сиплев процедурисем ирттерчĕç. Медсестра медкарта çырма ларчĕ те: “Аннĕр мĕн ятлă?” — тесе ыйтрĕ. Официаллă документсене Венгрире амăшĕн ячĕпе хатĕрлеççĕ иккен. “Праски”, — пĕлтертĕм çывăх çыннăм ятне. “Хăвăра мĕнле чĕнеççĕ?” — терĕç те: “Витти, — хуравларăм эпĕ. — Праски Витти”. Мана ялта та çапла чĕннĕ те... Тепĕртакран хамăн картинăсен айне çак ята çырма тытăнтăм”, — Венгрире пулса иртнĕ самантран калаçăва пуçларĕ çĕр-çĕр хайлав авторĕ Праски Витти. Праски Витти (Виталий Петрович Петров) 1936 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Малти Ишекре хресчен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕне Петр Евсеевича вăрçăра пĕчĕклех çухатнăскер, амăшĕпе Прасковья Ананьевнăпа çитĕннĕ. Калинино шкулĕнчен вĕренсе тухсан пулас художник 1954 çулта Шупашкарти ỹнер училищине кĕнĕ. Çулталăкранах ăна хĕсмете илсе кайнă. 1961 çулта Виталий Петрович Ленинградри В.И. Мухина ячĕллĕ ỹнерпе промышленноçăн аслă училищинче пĕлỹ илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варринчен пуçласа эмаль ăсти Германире, Болгарире, Венгрире, Польшăра, Испанире, АПШра, Индире, Турцире, Грецире, Испанире куравсем йĕркеленĕ. Праски Витти — РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕ, РФ Президенчĕн литература тата искусство енĕпе паракан премине тивĕçнĕ. — Виталий Петрович, эсир мĕншĕн çавнашкал хушма ят илнипе нумайăшĕ кăсăкланать ахăртнех. — Ку ют çĕршывра ытларах палăрать. Тепĕр чухне ăнланманлăхсем пулаççĕ. Сăмахран, Турцире мана “Праски” тесе чĕнме хăтланчĕç. Ку аннен ячĕ пулнине тăнлантарма тиврĕ. — Телефонпа калаçнă чухне эсир: “Хĕрарăма хирĕç нихăçан та кайман”, — терĕр. Этемлĕхĕн черчен çуррине питĕ хисепленĕрен çапла каларăр-и? — Тĕрĕссине каларăм. Манăн картинăсенче те арçын сăнарĕ çукпа пĕрех, ытларахăшĕнче — хĕрарăм. Ăна пысăк савăнăçпа танлаштаратăп, вăл чи хакли, асли, унра асамлăх пытаннă. Арçыншăн кăна мар, Турăшăн та, тĕнчешĕн те. Мăшăрăмпа Лидия Михайловнăпа пурăннине пысăк телей вырăнне хуратăп. 60 çул хушшинче вăл мана пĕр сивĕ сăмах та каласа курман, эпĕ мĕн чухлĕ шалу ĕçлесе илнине ыйтса тĕпчемен. Ỹнер çулĕ çине тăрсанах 7-8 çул кĕсьене вуçех укçа кĕмерĕ. Ирĕклĕ художник-ха та... Çĕрле икĕ сехетре таврăнни те пулкаланă. Лида мана ỹпкелемен. Çемье çавăрсан эпĕ хама сăмах патăм: пĕрре авланнă тăк нихăçан уйрăлмăп. Хĕрарăм вăл кăткăс чун. Аннене ачаран хĕрхенеттĕм: çамрăклах, 21 çулта, фронтра упăшкине çухатнă. Манăн шăллăм Коля ултă уйăхра чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Анне ферма ертỹçинче ĕçлетчĕ, ирхи 4 сехетре тухса кайса каçхи 11-те киле таврăнатчĕ, кайран нумай çул медсестрара тăрăшрĕ. Пỹртре сивĕччĕ, кăмака хутма вутă çукчĕ. Витрери шыв пăрланса каятчĕ, ăна куркапа шăтарса шыв ĕçеттĕм. — Аннĕр сирĕнтен тракторист тăвасшăн пулнă, эсир вара искусство енне туртăннă. — Ача чухне эпĕ çав тери хытканччĕ, лутраччĕ. Апат çителĕклĕ çимен, йывăр ĕçленĕ. Тантăшсемпе пĕр шайра ỹсеймен эпĕ. “Çынсен ачисем лаша кỹлеççĕ ĕнтĕ. Кур-ха, тислĕк турттараççĕ ав. Санăн лаша тытма та вăй-халу çук”, — тетчĕ анне. Хам ырханкка пулнăран вăтанаттăм, анне те çын умĕнче аванмарланнă пулĕ. Уя çум çумлама çỹренĕ-ха, касу пăхнă... Пĕррехинче вĕрентекен ачасем хĕлле тăвайккинчен йĕлтĕрпе ярăннине ỹкерме хушрĕ. Хут çук, кăранташ татки çеç. Ялтан инçех мар шахта пурччĕ, унта цемент миххисен юлашкисем выртатчĕç. Манпа юнашар парта хушшинче ларакан ачан михĕ татки тупăнчĕ. Унран ыйтса илтĕм. Вăл хутăн пĕр сийне чĕрсе тыттарчĕ. Çав татăк çине ỹкертĕм. Вĕрентекен ăна тытрĕ те: “Пирĕн Витя художник пулатех”, — терĕ. Эпĕ ун чухне художник камне те пĕлмен, 2-мĕш класс ачи çеç-çке. Çак самант пурнăçра чи пĕлтерĕшли пулчĕ. Художник пулса тăрсан çын куçĕнчен пăхма тивмĕ, манран тăрăхлаймĕç тесе шухăшларăм. — Чаплă çын пулма ĕмĕтлентĕр апла? — Хам шухăшламан. Анне хистенĕрен кăна. “Витя, санăн çын пулмалла”, — тетчĕ вăл. Çавăнпа тракториста ярасшăнччĕ. 7-мĕш класс пĕтерсен художника вĕренме каясшăн пултăм, ямарĕ. “Санăн трактористра ĕçлемелле. Тен, аçу пек трактористсен бригадирĕ пулăн”, — аса илтеретчĕ анне. Калинино салинчи шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ пулас мăшăрпа Лидăпа паллашрăм. Унтанпа пĕр çулпа утатпăр. — Çемьери йывăрлăхсене пăхмасăр тĕллевĕре эсир çавах пурнăçланă: Шупашкарти ỹнер училищинче вĕреннĕ хыççăн Ленинградра пĕлỹ илнĕ. Унта епле кĕме пултартăр, укçа-тенкĕ мĕнле тупса çитертĕр? — Шăпа тени ахаль сăмах мар. Мана çул кăтартса пыракан çутă çăлтăр пĕлĕве туптама пĕртен-пĕр май туса пачĕ тейĕн. Эпĕ ун чухне çемьеллĕччĕ, Шупашкарта пĕчĕк пỹлĕмре пурăнаттăмăр. Кинотеатрта реклама плакачĕсем ỹкертĕм. Пĕррехинче директор пычĕ те кĕсйинчен укçа кăларчĕ: Виталий, пирус кайса ил-ха”, — терĕ. Эпĕ тухрăм та самантрах каялла кĕтĕм. “Сирĕн валли пирус туянма чупса çỹреместĕпех. Ỹлĕмрен сирĕнпе ĕçлемĕп те”, — çапла каласа пуçлăха укçине каялла тăсса патăм. Кайран çеç сехĕрленсе ỹкрĕм. Килĕшĕве пăсрăм-çке! Укçа-тенкĕ енчен те хĕсĕкрехчĕ, манăн вара çемьене тăрантармалла. Шухăшламасăр каланă сăмахшăн ỹкĕнтĕм. Айăплăн Культура министерствине утрăм. Ятлас вырăнне вырăнтисем мана хапăлласа кĕтсе илчĕç. Чăвашран Ленинграда çамрăксене вĕренме яма ыйтнă-мĕн. “Эсĕ паянах çула тухмасан “çỹлтисемпе” пирĕн кăмăлсăр калаçу пулĕ, — çапла пĕлтерсе направлени пачĕç. — Экзаменсене лайăх тытсан стипенди тỹлĕç, тытаймасан республика тỹлесе вĕрентĕ”. Çав кунах пуйăспа Ленинграда вĕçтертĕм. Мăшăрпа ача ялта юлчĕç. Вĕренỹ çурчĕ патне çитсе тăтăм. Пуçра шухăшсем явăнаççĕ: “Эпĕ направленипе вĕренме кĕрсен кайран: “Паллах, эсĕ патшалăх укçипе вĕреннĕ-ха та”, — тейĕç çынсем. Эпĕ япăх вĕрентĕм тĕк Культура министерствинчен ỹпкев сăмахĕ лекĕ: “Эсĕ пирĕн шанчăка тỹрре кăлараймарăн. Саншăн пустуй тăкаклантăмăр”, — тейĕç”. Ахалех пăшăрхантăм, вĕренỹ пĕр пысăк уяв пек иртрĕ. — Ача чухне тантăшăрсем сире “вĕлтрен ачи” тесе тăрăхланине, комсомола та кĕме чарнине, ыттисенчен уйăрнине эсир пытармастăр. Ахăртнех, сире ку кỹрентернĕ. Паянхи кун çав туйăмсем манăçнă-и? — Халĕ эпĕ пачах урăх шайра. Ăс-тăнпа та, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен те. Кỹренĕве чунра тытса пурăнмастăп. “Вĕлтрен ачи” тени вăл тĕшмĕш. Анне кĕтнĕ пек Çын пултăм, профессионал пек çитĕнтĕм, мана тĕнче шайĕнчи художник пек те пĕлеççĕ. Вăй-хал пухнă эпĕ. Кĕлеткепе патвар мар пулин те чунпа çирĕп. — Аттесĕр ỹсни витĕм кỹчĕ-и? — Эпĕ аннерен тĕслĕх илнĕ, вăл çирĕп чунлăччĕ. Кукамайпа кукаçи питĕ лайăх çынсем пулнă. Вĕсен çичĕ ачаччĕ, саккăрмĕшĕ — эпĕ. Мана нумай пăхнă вĕсем. Çав тери чухăн пурăннă пулин те пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каланине, ял-йыш пирки япăх калаçнине илтмен. Унашкал çын сахал тесе шухăшлатăп. Кукамайпа кукаçин ачисемпе çитĕннĕрен шкула кайичченех вулама-çырма вĕрентĕм. Анне вĕрентнĕ пек пурăнма тăрăшатăп: çын куçĕнчен пăхмастăп, нихăçан та кивçен илместĕп тата... пирĕн çемьере парне йышăнасси йăлара çук. Мăшăр çакна çирĕп пăхăнать. Ĕçлесе илмен укçана е япалана илмест вăл. Пĕрре лотерейăпа çĕвĕ машини выляса илтĕм. Лида куçран тинкерчĕ те: “Витали, ку машина пире кирлĕ мар”, — терĕ. Унтанпа эпĕ лотерея билечĕ туянман. — Вăхăт сиплет теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшетĕр-и? — Пурнăçра вăхăт сиплеймен япаласем те пур. — Чикĕ леш енче сирĕн пултарулăхăра мĕнле йышăнаççĕ? — Пĕр самант аса килчĕ. Америкăна ĕçпе кайсан пулса иртрĕ ку. Шăпах çав тапхăрта Совет Союзĕ арканчĕ, самолетсем вăхăтлăха вĕçме чарăнчĕç. Манăн вара пурăнмашкăн укçа пĕтсе çитрĕ. Тара тытакан хваттер хуçинчен кăштах кивçен илсе сăрă, киçтĕксем, пир туянтăм. Хырăм выççи инке мар теççĕ вырăссем. Кăнтăрла тĕлне виçĕ картина хатĕрлерĕм те урамра кĕвĕ калакана сутмашкăн хăвартăм. Пĕрне сутнă вăл. Çирĕм çул та иртнĕччĕ пулĕ унтанпа... Чăвашри пĕр библиотекăна АПШран çыру çитнĕ, унта мана шырани пирки пĕлтернĕ. Хайхи картинăна туяннă çыннăн ывăлĕ çыхăнăва тухрĕ. Ашшĕ ĕçĕме 99 долларпа туяннă пулнă. “Нью-Йоркра тата ăçта тупма май пур сирĕн картинăсене?” — кăсăкланчĕ хайхискер. Темиçе ĕç асăннă хулари еврейсен пĕрлĕхĕнче упранни пирки хыпраларăм. Кун хыççăн аякри пĕлĕшпе çыхăну тăрук татăлчĕ. Пĕлтĕр Çурçĕр Кипрта ĕçлерĕм. Пĕр пуян çын йыхравларĕ те... Тĕрĕссипе, унта ăнсăртран лекрĕм. Хайхискер тутар художникне, манăн тусăма, чĕннĕ, анчах вăл хăйĕн кайма май çукран мана сĕннĕ. Çапла эпĕ Кипрта пурăнакан, уйрăм çыннăн тĕнчери чи пысăк ỹнер музейне йĕркелеме шутланă миллиардерпа тĕл пултăм. Вăл тĕрĕк халăхĕсен тата Европăри ỹнерçĕсене хăй патне икĕ эрнелĕхе йыхравлать. Тăкаксене пĕтĕмпех хăй саплаштарать. Художниксем ĕçлеççĕ, унтан курав уçăлать. Эпĕ 50 куна яхăн Кипрта ĕçлерĕм. Миллиардерпа сыв пуллашнă тĕле унăн коллекцийĕнче 15 пин ытла картина пухăннăччĕ. Тĕнчери хăш-пĕр музейре те ун чухлĕ экспонат çук пулĕ. — Эсир тĕнче курнă çын. Тăван тăрăхран куçса каяс шухăш çуралман-и? — Ют çĕрте тĕпленме эпĕ халĕ те хирĕç мар. Хăй вăхăтĕнче Америкăра пурăнма сĕнчĕç. Вĕсем аннене те океан урлă куçаратпăр терĕç. Эпĕ тỹрех хама çитĕнтерсе этем тунă çывăх çыннăма куç умне кăлартăм: ялти пĕчĕк çуртăн пĕренисем — унăн кĕлетки, куçĕ — çуртăн кантăкĕсем, мăрйи — сăмси. Çав пỹртрен аннене илсе тухсан вăл тỹрех пĕтме пуçлать. Самолетра хавшамасан Америкăна вĕçсе çитсен мана ылханатех. Çавăнпа хирĕçлерĕм. Венгрире те çурт илмешкĕн сĕннĕ. Хаклă та марччĕ, кĕсьери укçа çурт туянмашкăн ним мар çитĕччĕ. Çук, хăяймарăм эпĕ. Венгрсем чăвашсем Аттила тапхăрĕнчен хăйсен культурине упраса хăварнă пĕртен-пĕр халăх тесе шутлаççĕ. Мана вĕсем питĕ кăмăллă йышăннă. — Хăвăр пирки эсир “ирĕклĕ çын” тетĕр. Мĕн вăл сирĕншĕн ирĕклĕх? Ун патне мĕнле çитмелле? — Ирĕклĕх сăмахăн ăнлавĕ анлă. Этем çут çанталăкпа, обществăра та шайлашура пурăнни, юратнă ĕçре вăй хуни, кăмăл туртăмне тивĕçтерни вăл — ирĕклĕх. Чи малтан çак туйăм чунра пулмалла. — Май пулнă тăк паллă ỹнерçĕсенчен хăшĕнпе тĕл пулăттăр? — Унашкал шухăш пулман. Эпĕ хама хавхалантарма пĕлетĕп. Çурма тăлăх ỹснĕрен ачаранах хама çеç шанма вĕреннĕ. — Сирĕн шухăшпа, пултарулăхăн хакĕ пур-и? Ăна кам палăртать: автор е унăн ĕçне хаклакансем, туянакансем? Сирĕн алă витĕр тухнă картинăшăн тỹленĕ чи пысăк хака аса илĕр-ха. — Пурин те хакĕ пур. Чылай чухне художник хăйĕн пултарулăхне хăйех хаклать, тĕрĕссипе вара чăн-чăн ăстан ĕçĕн хакĕ çук. Анчах, уйрăмах пирĕн тăрăхра, ỹнерçĕ картинăна самай йỹнетсе сутать. Эпĕ Пермьре, Тольяттире пĕр вăхăт ĕçлесе пурăннă хыççăн Шупашкара таврăнтăм. Пурнăç пыл та çу пулман. Ĕç çукчĕ. Картинăпа, живопиçпе, графикăпа пурăнма хăнăхман чăваш çынни кăшт укçа тупăнсан искусство произведенийĕ вырăнне иккĕмĕш е виççĕмĕш телевизор илсе лартать. Çавăнпа пирĕн тăрăхра ỹнер рынокĕ çук. Чăвашра манăн картинăшăн сĕннĕ чи пысăк хак — 75 пин тенкĕ. Ăна пĕр министр туяннăччĕ. Ют çĕршывра ỹнер искусствине пысăкрах хак параççĕ. — Йывăр пулин те халăхра ят çĕнсе илме пултарнă эсир... — Ку йăлтах манăн кăмăл-туйăмран килекен япала. Тем тесен те эпĕ пуринчен лайăхрах пулнине пĕлнĕ. Картина хайласси вăл спорт мар, ỹнерте яланах пĕрремĕш тухни пĕлтерĕшсĕр. Ĕмĕре профессионал художник пек ирттересси — акă мĕн чи кирли. “Хыпар” хаçатран.