09 октября 2020 г.
![Ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç Ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç](../Content2020/news/20201009/dscn8593_Preview.jpg)
Красноармейскинчи тĕп библиотекăн вулав залĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн ларăвĕ пулчĕ. Унта кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, çитес çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Ку ыйтупа пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев тухса каларĕ. Иван Афанасьевич палăртнă тăрăх, кăçал сахал мар ĕç ирттернĕ. Чи малтанах Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн пайташĕсене çĕнĕрен регистрацилесе билетсемпе значоксем парасси малалла пырать, паянхи куна вĕсене 30 çынна панă. Кунпа пĕрлех коллективлă пайташсен йышĕ те пысăкланать, вĕсене свидетельствăсемпе тивĕçтереççĕ. Районти “Янкас вулавĕсем” виççĕмĕш ăслăлăхпа тавра пĕлỹ конференцийĕ ăнăçлă иртнĕ. Пĕрлĕх гимнĕпе усă курма пуçланă, ăна диск çине çырса илнĕ. Анастасия тата Мария Даниловăсене хăйсен ỹкерчĕкĕсен куравне уçнă ятпа ыр суннă. Красноармейскинчи Г. Сергеева “Пурнăç кĕнекине” кăларма пулăшнă. Пĕрлĕх ертỹçисем аслă çулсенчи пултарулăх çыннисем патне кайса çỹресси ырă йăлара. Акă, Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Упаçырмари Петĕр Яккусен сăвăçа çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейĕпе саламланă. Пĕрлĕх ертỹçи И. Прокопьев, Чăваш Республикинчи Профессионал çыравçăсен пайташĕ пулнă май, авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР Профессионал çыравçăсен пĕрлĕхĕ — 85, кулăш ăсти — Иван Мучи çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Чăваш наци библиотекинче ирттернĕ ларăва хутшăннă, сăмах каланă. Ку евĕр ырă ĕçсене татах та татах илсе кăтартма пулать. Çитес çулхи тĕллевсем те пысăк. Иван Афансьевич каланă тăрăх, нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче районти “Янкас вулавĕсем” тăваттăмĕш ăслăлăхпа тавра пĕлỹ конференцине ирттермелле. Ырă йăлапа Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсене чысламалла. “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль, тĕрлĕ ытти мероприятисем йĕркелемелле, юбилярсене чыслассине малалла туса пымалла. Ларура кунпа пĕрлех пĕрлĕх председателĕн çумĕ В. Михайлов пĕрлĕхĕн финанс тĕлĕ-шĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. В. Данилов.