09 октября 2020 г.
Шупашкарта коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. — Çĕршывра та, республикăра та лару-тăру кăткăсланса пырать. Чирлисен йышĕ ỹсме тытăнчĕ. Тест тăвакансен шучĕ иртнĕ эрнерипе танлаштарсан икĕ хут ỹснĕ — 2920 çын анализ панă. Республикăра 235 пин çынна грипран прививка тунă. Вакцина çителĕклех. Коронавирусран тумалли вакцинăсен иккĕмĕш партийĕ килсе çитнĕ. Хальлĕхе медиксене кăна прививка тăваççĕ, — тенĕ В. Степанов министр. Вăл палăртнă тăрăх, 214 çын реабилитаци витĕр тухнă, санаторисенче сипленме тепĕр 333 çын кăмăл тунă. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин çумĕ Е. Прокопьева каланă тăрăх, Шупашкарти икĕ садикре, 6 шкулта, Канаш, Пăрачкав, Элĕк районĕсенчи пĕлỹ çурчĕсенче, Патăрьелти техникумра чирлекенсем тупăннă. Йĕпреç районĕнчи психоневрологи интерначĕн Упири филиалĕнче пневмонипе аптăракан 8 çынна тупса палăртнă. Пĕрин коронавирус “амаланнă”. “Чирлекенсен йышĕ ỹссе кайнин сăлтавĕ — пациентсене больницăна вăхăтра ăсатманни”, — тенĕ Елена Геннадьевна. Республикăра ОРВИпе чирлĕ çын нумайланнă, уйрăмах Шупашкарта йышлă: 69 процент. Ачасем хушшинче те чирлекенсем пур. Телее, карантина хупнă классем çук. Юпа уйăхĕнче Чăваш Ене ют çĕршывран 100 ытла çамрăк вĕренме килмелле. Вĕсене 14 кунлăх изоляцие хупмалли вырăн палăртмалла. “Хĕрỹ линие” транспортра, суту-илỹ вырăнĕсенче маскăсăрах çỹрекен йышланни, вĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнманни пирки шăнкăравласа пĕлтереççĕ.