АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхансан “иккĕмĕш хум” пулмĕ

09 октября 2020 г.

 Коронавирус теми каллех нумай калаçтарать— ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитет ертỹçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва çак ыйтуран пуçлани ăнсăртран мар. Социаллă сетьсенче пандемипе çыхăннă ыйтусем нумаййин сăлтавĕ паллă: чылай регионта лару-тăру çивĕчленни сисĕнет — çынсем чирлесси палăрмаллах ỹснĕ. Çавна май Чăваш Енре пурăнакансен хушшинче те иккĕленỹ сисĕнет — каллех карантин пулмĕ-и? О. Николаев çирĕплетрĕ: республикăра ку енĕпе хальлĕхе тăнăçлăх пур. Чирленисен шучĕ нумай ỹсни туйăнмасть — талăксерен 25-28 çын чухлĕ хушăнса пырать. Регион ертỹçин шучĕпе, республикăра ĕç-пуç тăруках йывăрланманнин сăлтавĕ — хăрушсăрлăх мерисене пăхăнас тĕлĕшпе пурнăçлакан профилактика ĕçĕн кăтартăвĕ. Çапах лăпланма юрамасть — сыхă пулмалла. — Муниципалитетсен пуçлăхĕсене чĕнсе калатăп: ытти регионтан килекен çынсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсем хăйсене япăх туйсан пĕр тăхтамасăр медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтмалла, тĕрĕсленмелле. Çакă инфекцие чирĕн малтанхи тапхăрĕнчех пỹлме, вăл сарăласран сыхланма май парĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В. Степанов çакна палăртрĕ: “республикăра тăнăçлăх пур. Çакна чирлисене тупса палăртнин шутĕнче те, госпитализациленисен, тĕрĕсленĕ çынсен йышĕнче те куратпăр. Унтан та ытла: тестланă çынсен шучĕ пысăкланнă, çав вăхăтрах чирлисене тупса палăртасси унчченхи шайрах”. Апла пулин те, асăрхаттарчĕ министр: “ансат правилăсене манмалла мар, маска режимĕ, алăсене дезинфекцилесси, дистанци тытасси. Çак йĕркесене пăхăнсан эпидемин иккĕмĕш хумĕ пулмĕ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика