09 октября 2020 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев “Российские автомобильные дороги” Патшалăх компанийĕн техника политикин правленийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Борисовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Уçă калаçу вăхăтĕнче ертỹçĕсем Чăваш Ен территорийĕ урлă иртекен “Строительство автомобильной дороги М-12 Москва — Нижний Новгород — Казань” проекта пурнăçа кĕртесси пирки ыйтăва тĕплĕн сỹтсе явнă. Асăннă объект Чăваш Енре 98 çухрăм тăсăлать. “Автодор” Патшалăх компанийĕ проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçе кỹлĕннине хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Алексей Борисов. Конкурс йĕркине туса ирттернĕ. Объектăн тĕп подрядчикĕ ДСК “АВТОБАН” АО шутланать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. “Дирекци йĕркеленĕ, проектпа кам ĕçлессине палăртнă. Асăннă лаптăксен планне тăвассипе хĕрỹ ĕç пырать. Вĕçне- хĕрне тухса пыратпăр. Ку ĕçе кăçал чỹк уйăхĕн вĕçнелле пĕтерме плана кĕртнĕ”, — тесе хушса каланă сумлă хăна. “Союздорпроект” АО объектсене валли межевани ĕçне хатĕрленĕ, палăртнă лаптăксенче епле строительство ĕçне тытăнмаллине те палăртса хунă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе мĕнпур ĕçсене пĕрле килĕшсе пурнăçласа пыратпăр тесе каласа хăварнă вăл. Регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем те витĕм кỹреççĕ, пĕр сăмахпа каласан, пĕр-пĕрин хушшинче çирĕп ăнлану пур тесе асăннă вăл сăмаха çавăрса. Пур çавăн пек лаптăксем, вăрман урлă та иртеççĕ. Апла пулсан, ку ыйтусене те ятарлă служба ĕçченĕсемпе пĕрре мар сỹтсе явнă.