06 октября 2020 г.
![О. Николаев Д. Хатуовпа тĕл пулнă О. Николаев Д. Хатуовпа тĕл пулнă](../Content2020/news/20201006/hd_000_Preview.jpg)
Тĕл пулăва хутшăннисем регионăн агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн стратегине сỹтсе явнă. Д. Хатуов ăна пысăк хак панă. Мускав хăни кăçалах регионта ку енĕпе ырă улшăнусем пулнине палăртнă. Вăл О. Николаев сĕнĕвĕпе тавар туса илекенсем витĕмлĕ пулăшу илнине асăннă. Акă, сăмахран, ял хуçалăх техники туянма субсиди пулăшăвне 15 процентран 40 процента çити хăпартнă. “Кăçал Чăваш Енре ял хуçалăх техникине юлашки виçĕ çулта туяннă чухлĕ илнĕ”, — тенĕ вăл. Мускав хăни çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çинче те ырă улшăнусем палăрнине асăннă. Кăçал пирвайхи хут яллă вырăнта ĕне тытакансене республика бюджетĕнчен субсиди парса пулăшнă. Тĕл пулура çавăн пекех ял хуçалăх продукчĕсене туса илес, тăпра пулăхне ỹстерес, çĕнĕ сорт-семпе ĕçлес, пулăх тăварĕсене усă курас, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйтусене сỹтсе явнă.