АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енре Воспитатель тата Учитель кунĕсене савăнăçлăн паллă турĕç

06 октября 2020 г.

Иртнĕ эрнекун Трак енре Шкул çулне çитменнисен ĕçченĕн тата Учитель кунĕсене савăнăçлăн паллă турĕç. Красноармейски вăтам шкулне учительсем, воспитательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пухăнчĕç. Уявпа саламлама вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн ертỹçи С. Григорьева, РФ вĕрентỹпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕсен председателĕ С. Суховетрюк, вĕрентỹ организацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Светлана Анатольевна ĕçтешĕсене уявсем ячĕпе ăшшăн саламларĕ, “пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн, çутă ĕмĕт-тĕллевсемпе хавхаланса утмалла пултăр сирĕн, çывăх çыннусен тимлĕхĕпе ăшшийĕ вăй-хал кỹрсе тăтăр, Турă панă кашни кун савăнăç парнелетĕр, умри тĕллевсем, ĕмĕтленнисем яланах пурнăçланччăр”, — терĕ. Вăл Трак енсен вĕрентỹ тытăмĕнче уйрăм çитĕнỹсем пуррине палăртрĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Н. Маловăн Учитель кунĕ ячĕпе янă салам сăмахĕсене вуласа пачĕ. Çавăн пекех уявсен ячĕпе С. Суховетрюкăн та ăшă сăмахсем тупăнчĕç. Вĕсем чыслă ĕçшĕн, вĕрентỹ ĕçĕнче палăртнă педагогсен пысăк ушкăнне тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Вĕрентекенсене праçник ячĕпе чăваш эстрада çăлтăрĕ Сергей Петров çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика