06 октября 2020 г.
Район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн организацийĕсемпе çыхăну тытас тата экологи секторĕн оперативлă даннăйĕсем тăрăх, авăн уйăхĕн вĕçĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер-хресчен хуçалăхĕсенче тĕш тырă пухса кĕртес ĕçе вĕçленĕ. 15266 гектар тырра çапса илнĕ, 56132,7 тонна тырă тĕшĕленĕ, вăтам тухăç 36,8 центнер. Кăçал иртнĕ çулхинчен 38 процент ытларах тĕш тырă пухса илнĕ. Кăтартусем савăнтараççĕ. Кăçал 4647 гектар кĕрхи культурăсем (4577 гектар кĕрхи тулă, 70 гектар ыраш) акса хăварнă, плана 102,8 процент тултарнă. Çĕр улмие юлашки гектарсем çинчен пухса кĕртеççĕ. Вăтам тухăç 251 центнер. Пахча çимĕç 13,5 гектар çинчен 356 тонна пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 259 центнер. Ку таранччен кашни условнăй выльăх пуçне 23 апат единици хатĕрленĕ.