АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янмурçинсем — маттур çынсем!

06 октября 2020 г.

Янмурçинти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ юлашки вăхăтра хăйĕн ĕçне палăрмаллах лайăхлатрĕ. Çакăнта Ю. Леонидова председателĕн тỹпи те сумлă. Юлия Константиновна вырăнти ватă активистсен ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пырать, вĕсене çĕнĕ утăмсем тума йыхравлать. Янмурçинсен ỹсĕмĕсене шута илсе, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕ хăйĕн анлă ларăвне шăпах кунта ирттерме тĕллев тытрĕ те ĕнтĕ. Унăн ĕçне канаш президиумĕн членĕсемпе пĕрлех ветерансен вырăнсенчи канашĕсен ертỹçисем, çавăн пекех Янмурçинти ветеран-активистсен пĕр ушкăнĕ те хутшăнчĕç. Янмурçинсем ларăва килнисене ялти этнографи çĕнĕ музейĕнче чăвашсен ырă йăлипе çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Ку çурт — çĕнĕ мар, ăна 1959 çулта туса пĕтернĕ. 1961 çултан унта фельдшерпа акушер пункчĕ вырнаçнă. “Фельдшерпа акушер пунктĕнче эпĕ 1970 çулта ĕçлеме тытăнтăм, хам килĕштернĕ ĕçре чылай çул вăй хутăм. Ку ялти А. Иванова вара 14 çулта чухнех фермăра тимлеме пуçланă. Çирĕм тăваттăра Апполинария Яковлевнăна ферма заведующине лартнă. 32 çул хушши коллектива ăнăçлă ертсе пынăшăн маттур хĕрарăма Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. 2008 çултан унпа пĕрле ялти паллă çынсем пирки материалсем пухма тытăнтăмăр”, — каласа пачĕ Юлия Константиновна. Каярахпа, авă, экспонатсем нумайлансах пынăран ку музее те уçма шутланă. Вĕсене ялти актив сумлă пулăшу кỹнĕ. Ларăва пухăннисем музей пỹлĕмĕсене пĕрин хыççăн теприне кĕре-кĕре тухрĕç. Ю. Леонидова вĕсене кунти стендсемпе тата экспонатсемпе туллин паллаштарма çине тăчĕ. Акă, Янмурçинтан тухнă паллă çынсем çинчен каласа паракан стендсем сăн ỹкер-чĕксенчен те пуян. Вĕсем пирки Ю. Леонидова тата А. Иванова çине тăнипе районти “Ял пурнăçĕ” хаçат ĕçченĕ Ю. Борисов 2016 çулта “Манăçми ялăм, Янмурçин” кĕнеке те пичетлесе кăларма пултарнă. Экспонатсем тенĕрен чылай вĕсем кунта. Пĕр кĕтесре, сăмахран, ял çыннисен кивелнĕ ĕç хатĕрĕсене пухнă, савасем, пăчкăсем, пăрасем, катка-пичке тата темĕн те пĕр пур. Тепĕр пỹлĕмре кĕпе-тумтир тĕслĕхĕсене курма пулать. Виççĕмĕш стенана ялти хĕрарăмсем хатĕрленĕ ал ĕçĕсем йышăнаççĕ. Сĕтелсем çинче — тĕрлĕ альбомсем. Вĕсенчен ял историне, кунти çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, Янмурçинсем Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине хăюллăн хутшăннине, хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем тылра хăйсене хĕрхенмесĕр тар тăкнине, каярахпа пурте пĕрле вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăха ура çине тăратма кар тăрса хутшăннине яр уççăн пĕлме пулать. Пĕчĕк библиотека та пур. Кĕр кунĕсем пынă май, капăр чечексен куравне те йĕркеленĕ. Этнографи музейĕпе паллашнă хыççăн ларăва хутшăннисем кивĕ культура учрежденийĕ пулнă çурт çывăхне çитрĕç. Кунта Янмурçинсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа уçнă Мир аллейинче Красноармейскинчи Светланăпа Валерий Мефодьевсем пулăшу кỹнипе кедр йывăçĕсем лартса хăварчĕç. Пархатарлă ку ĕçе Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Димитриева та хутшăнчĕ. Маларах ялта ырă ĕçпе палăрнисем, мухтавлă çемьесем сахал маррине каласа хăвартăм ĕнтĕ. Вĕсем пирки нумай калама, çырма пулать. Ларура пулнисем вĕсенчен пĕрисем патне çитсе курчĕç. Октябрь 50 çул тултарнă ятпа хисепленекен урамри Дария Васильевна Васильевăпа Егор Михайлович Михайлов, авă, пĕрле пурăнма пуçланăранпа 65 çул çитнине кĕтсе илеççĕ (вĕсем пирки темиçе çул каялла район хаçатĕнче пичетленнĕ статьяра та çырса кăтартнăччĕ эпĕ — АВТ.). Ĕçре ялан хастарлăхпа палăрнă вĕсем, тăрăшуллă та ĕçчен ачасем ура çине тăратнă, халĕ çитĕнỹсем патне туртăнакан мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе тивĕçлипех мухтанма_савăнма пултараççĕ. Ырă çемье патĕнче пулнисем хисеплĕ ватăсене паллă пулăмпа пур кăмăлтан саламласа вăй-хăватпа пархатар тата çирĕп сывлăх сунчĕç. Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Димитриева Дария Васильевнăпа Егор Михайловича Хисеп хучĕ-пе чысларĕ. Кăтартусене пĕтĕмлетме пурте пĕрле этнографи музейне пухăнчĕç. Кашниех лару усăллă та ĕçлĕ шайра иртнине палăртма çине тăчĕ. Вĕсемпе ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов та килĕшнине пĕлтерчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа ирттернĕ “Ветерансен канашĕн тăрăшуллă председателĕ” районти виççĕмĕш конкурс çĕнтерỹçисене асăннă конкурс председателĕ С. Мефодьева ăшшăн саламларĕ, Дипломсемпе чысларĕ тата кедр йывăçĕсем парнелерĕ, малашне татах та сумлăрах çитĕнỹ-ăнăçусем сунчĕ. Георгий Леонидович вара вырăнти ветерансен юхăмĕн хастарне А.Я. Ивановăна район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ. Ку чысах О.В. Клементьевăпа Л.В. Егорова та тивĕçнĕ. А.С. Кузьмин Тав хутне илчĕ. Ытти наградăсем те пулчĕç. Анлă лару хаваслă пĕчĕк концертпа вĕçленчĕ. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика