АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Исмуков: Философи — çăкăр çиме, поэзи — чун валли

02 октября 2020 г.

Чăваш халăх поэчĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Исмуков профессор сакăр теçетке çула çывхарса пырать пулин те, юратнă ĕçне, Шупашкарти коопераци институтне кăмăлтан çỹрет. “Хăваласа кăларса яман-ха”, — тет шỹтлесе. Философи — çăкăр çитерекенни, поэзи — чун апачĕ. Çапларах палăртать Николай Аверкиевич. Унăн сăввисене акăлчанла, французла, итальянла, полякла куçарнă. Николай Исмуковăн проза кĕнекине вара кăçал пуçласа пичетленĕ. Вăл “Кĕл айĕнчи кăвар” ятлă. — Николай Аверкиевич, эсир — Чăваш халăх поэчĕ, философи наукисен докторĕ, аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ... Эпĕ асăнса кайнисенчен хăшне маларах кăларнă пулăттăр? — Поэзи чуна çывăхрах, философи — ăс-тăна. Поэзи — юратнă ĕçĕм, пурнăç тĕллевĕ, философипе укçа ĕçлесе илетĕп. Кайăкăн икĕ çунат. Пĕринпе çеç вăл вĕçеймĕ. Маншăн пĕр çунат — поэзи, тепри — философи. — Эсир пĕрремĕш сăвва 13-ре çырнă тенине илтнĕччĕ... — Çуркуннеччĕ ун чухне. Аслăк çине хунă улăм ылтăн евĕр йăлтăртатса выртатчĕ. Унта хăпарма юрататтăм, ман хыççăн йытă та улăхатчĕ. Çавăнпа çырăнчĕ те пĕрремĕш сăвă. Пĕчĕк аслăк тăрринчен пĕтĕм çут тĕнчене курăннăн туйрăм та хăпартланса йĕркесем шăрçаларăм, ку сăвă Первомайски (халĕ Патăрьел) районĕнчи “Коммунар” хаçатра пичетленнĕччĕ. Ăна эпĕ хамăн çичĕ томлă “Çырнисен пуххин” пĕрремĕш пайне те кĕртнĕччĕ. — Ачалăхăр пĕртте çăмăл пулман. “Ашшĕсем вăрçăран таврăннисен пурнăçĕ йĕркеленсе кайрĕ, пире вара йывăр килчĕ, саплăклă шăлаварпа Шупашкара килтĕм”, — тенĕ эсир пĕр интервьюра. — Шупашкара çиччĕмĕш класс хыççăн ỹнер училищине кĕме хамран пĕр çул аслăрах тусăмпа килнĕччĕ. Малтанхи экзаменсем графикпа тата живопиçпеччĕ. Экзаменатор утса пычĕ те: “Эсир тĕрĕс мар ỹкеретĕр. Сĕтел çинчи турилккере пан улми мар, сухан”, — терĕ. Унтан вăл мана малти рете куçарса лартрĕ. Хитре ỹкереттĕм, шкулта стена хаçачĕн редакторĕ те пулнăччĕ. Училищĕне вĕренме кĕме пултартăм, анчах ялшăн тунсăхлаттăм, питĕ кичемччĕ. Виçĕ уйăхран тухса кайрăм. Ун чухне стипендие хальхи пек пĕр уйăхшăн мар, çур çулшăн тỹлетчĕç. Тавăрса пама тивмĕ-ши тесе хам та хытă хăраса пурăнтăм, анне те питĕ пăшăрханатчĕ. Ыйтса илмерĕç. — Пăрахса кайнăшăн ỹкĕнмен-и? — Çук. Вылямалла тенĕ пек ун хыççăн та ỹкернĕ. Çын сăнĕсем лайăхах пулмастчĕç, пейзажа хитре сăнлатăп. — Эсир, ял ачи, Екатеринбурга çити кайни, унти аслă шкулта вĕренни питĕ тĕлĕнтерчĕ-ха мана... — 10-мĕш класс хыççăн комсомол путевкипе Чита облаçĕнчи Борзя хулине ĕçлеме тухса кайрăм. Тĕрлĕ ĕç тăваканра çулталăк тăрăшрăм, укçа пухрăм. Кайран Свердловск хулинчи Урал патшалăх университечĕн философи факультетне вĕренме кĕтĕм. Шкулта машиноведенипе çеç “виççĕ” пулнă манăн. Ăна вĕрентекенĕ урок вăхăтĕнчех кỹрше кайса эрех сыпса килетчĕ. Эпĕ анне пек пулнă, тỹррĕн калама юратнă. Пĕррехинче ăна: “Сирĕнтен эрех шăрши кĕрет”, — тесе персе янă. Техникăна ним ăнланман хĕрачасене лайăх паллă лартса паратчĕ, мана “виççĕ” лекетчĕ. Çав предмета пула медаль лекмерĕ. Кĕмĕл е ылтăн медальлисен аслă шкула кĕнĕ чухне экзамен тытмалла марччĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕрен университета пĕрех çăмăллăн кĕтĕм. — Философи факультетне епле майпа суйларăр? — Пирĕн пĕр кỹршĕ урлă манран икĕ çул аслăрах Кирук Валери пурăнатчĕ. Вĕсемпе юнашар Смирновсен пỹрчĕччĕ. Кил хуçи крахмал заводĕнче бухгалтерта ĕçлетчĕ. Вĕсен мăкласа туман кĕлет пурччĕ. Çавăнта кĕнеке нумайччĕ. Эпир вĕсене пăралукпа туртса кăлараттăмăр. Вăрлаттăмăр ĕнтĕ. Кашнинчех финанс литератури лекетчĕ. Пĕррехинче мана марксизмпа ленинизм философийĕн словарĕ çакланчĕ. Вăл вырăслаччĕ. Эпĕ хăш сăмахĕсене ăнланнă, хăшне пĕлсех те кайман. 7-мĕш класран пуçласа 10-мĕшĕччен алăран ямарăм çавна. Тĕнче, тавралăх, космос, авалхи грексен вĕрентĕвĕ тата ытти те пурччĕ. Çапла философипе кăсăкланма тытăнтăм. Философи факультечĕсем вăл вăхăтра Мускавра, Ленинградра, Киевра тата Свердловскра çеç пулнă. Дон çинчи Ростоврине эпĕ вĕренсе тухсан тепĕр пилĕк çултан кăна уçрĕç. — Аякра пурăнма йывăр пулмарĕ-и? — Комсомол путевкипе тухса кайса ĕçленĕ чухне Монголипе Китай чиккинчи Бурзя хулине хăнăхнăччĕ. Вĕреннĕ вăхăтра стипенди аван тỹлетчĕç. Аслă шкулта иккĕмĕш курсра пĕлỹ илнĕ чухне тусăмпа физкультура енĕпе техникума куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕмĕр. Батерфляй мелĕпе ишессипе, çỹллĕшне сикессипе, шахматла выляссипе спорт мастерĕн кандидачĕ пултăм. — Халĕ ачасене спортпа туслаштарассишĕн епле комплекссем хăпартаççĕ. Эсир, ав, нимле сооруженисĕрех спортăн миçе енĕпе туслашнă. Батерфляй мелĕпе ишме ăçта вĕреннĕ тата? — Пăла юхан шывĕнче. Унтан тухма пĕлмен. Пĕр-икĕ хутчен путма тăнă, çапах шывран сивĕнмен. Сăввăмсене те Пăлапа мăнаçланса çырнă. — Физкультура енĕпе аталанас килнипе техникума кайнă-и? — Çине тăнă тăк спорт мастерĕ те пулаяттăм, анчах куçăн мар майпа çеç вĕреннĕ те... Алла диплом илсе Патăрьел районне таврăнсан шкулта физика, астрономи, чăваш чĕлхи тата физкультура, Çĕрпỹри техникумра ĕçленĕ чухне ăслăлăх коммунизмĕ, политэкономи тата физкультура вĕрентнĕ. — Эсир Шупашкарти коопераци институтĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлетĕр... — Мускавра аспирантурăран куçăн майпа вĕрентĕм, унтах диссертаци хỹтĕлерĕм. Вăл вăхăтра эпĕ çемьеллĕччĕ, пĕрех мăшăрăм чармарĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ чухне кĕçĕнрех курссене вĕрентме те шанатчĕç. Шкулта, техникумра ĕçлерĕм. Диплом илнĕ хыççăн аслă шкула кайса кĕмен. Опыт пухсан кăна. Чăваш Енре эпĕ философи наукисен докторĕн ятне илнĕ виççĕмĕш çын пултăм. Аспирантурăра лайăх вĕреннĕ май Ленин стипендине тивĕçнĕччĕ. Ахаль стипенди 100 тенкĕччĕ, эпĕ 120 тенкĕ илеттĕм. Ун чухне Мускавран Канаша плацкарт вакунлă пуйăспа килме 12 тенкĕ тỹлемеллеччĕ. — Сирĕн сăвăсенче философи, лирика сĕмĕ, паллах, аван палăрать, анчах кичемлĕх те пур хăшĕсенче. Сăмахран, “Ав çынсем килеççĕ шавлă пасара. — Эпĕ тухнă ĕнтĕ каялла кайма. Мĕн илни-качкийĕ — лавăм çап-çара, Чапĕ те, хисеп те çуккă пуç тайма”. Çара лавлă, чапсăр та хисепсĕр çын пек туйма сирĕн сăлтав çуках пек туйăнать... — Наукăна туллин парăнса нумайрах çырнă тăк çитĕнỹ нумайрах пулатчĕ-и-тен? Тепĕр майлă та шухăшлатăп. Эпĕ сăвăсем те çырнă, ĕçленĕ те вĕреннĕ. Манăн кĕнекесем Мускавра та пичетленнĕ. Этнофилософие эпĕ пуçарнă. Наука докторĕсене тăваттă тата кандидатсене виççĕ хатĕрленĕ. — Этнофилософи тенĕрен, чăвашсен тĕнче курăмĕ тĕлĕнмелле вĕт-ха... — Çапла, чăваш тĕнчене тăваткал курнă. Тăваткал — тĕпленсе те планпа пурăнни. Ытти халăх тĕнчене çавра ăнланнă. Грексем, нимĕçсем, сăмахран, çавăн пек йышăннă. Вĕсем лăпкă пурăнма пĕлмен. — Тăваткалти философи халăхăмăра хур тунă-ши е усăллă пулнă-ши? — Пĕр вăхăтра пулăшнă. Эпир питĕ пысăк йышлă халăх мар. Вăрçма тытăнсан пире час çапса хуçма пултарнă. Чăваш пĕр-пĕринсĕр пурăнайман. Хамăра картара тытни сыхланса юлма май панă. Çав вăхăтрах философие аталантарайман. Марксизм-ленинизмран эпир тĕнче философине вĕренме пуçланă, унтан хамăр философи çине куçнă. — “Çын мĕн калать” тени те маларах каланă тăваткалпа, картапах çыхăнман-ши? Лайăх-ши вăл е начар-ши? — Хăçан мĕнле. Пĕтĕмпех икĕ пайран тăрать. Çав вăхăтрах çав пайсем пĕр-пĕринсĕр пулаймаççĕ. Философи категорийĕсене чăвашла эпĕ ыттисенчен малтан каланă. Сăмахран, хирĕç тăру, ăнсăртлăх, пиртен килмен пулăм, астăвăм. Пуç мимин сулахай тата сылтăм енĕсем, сăмахран, анатоми тĕлĕшĕнчен пĕр пек, анчах вĕсен функцийĕ расна. Сулахай ен малашлăха пăхать, лайăххишĕн савăнма пĕлет, сылтăмми кулянаканни, начар пулăмсене аса илтерекенни. Ватă çын каялла çаврăнса пăхма юратать, çамрăкăн аса илмелли çук, вăл малалла талпăнать. — Хăвăр çемйĕрпе кăштах паллаштарсамăр. — Манăн икĕ ача: ывăлăм Коля тата хĕрĕм Марина. Халĕ 5 мăнук, мăнукăн ачи пур. Пĕри те сăвă çырмасть. Мăнуксенчен пĕри Чăваш патшалăх университетĕнче электромеханика енĕпе шĕкĕр “пиллĕкпе” вĕренчĕ. Халĕ преподаватель. Тепĕр мăнука Мускав патшалăх университетне, мехмата, “пиллĕк” паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн унтах ĕçлеме хăварчĕç. Тата тепĕр мăнук Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультетĕнчен “пиллĕксемпе” вĕренсе тухрĕ. Çемьепе савăнса пурăнатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика