АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель кунĕ

02 октября 2020 г.

 Çитес тунтикун, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, эпир сирĕнпе Учитель кунне паллă тăватпăр. Совет çĕршывĕнче Вĕрентекенĕн професси уявне СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе 1965 çулта паллă тума тытăннă. Праçнике юпа уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче уявлама çирĕплетнĕ. Учитель кунĕ — шкулсенче пĕлỹ паракансен професси уявĕ, анчах та ăна педагогсем çеç мар, вĕренекенсем те паллă тăваççĕ. Çав кун каччăсемпе хĕрсем хăйсен юратнă учителĕсене чĕрĕ чечексем тыттараççĕ. Учитель кунне тĕнчери вун-вун çĕршывра паллă тăваççĕ. Официаллă майпа чи кирлĕ професси çыннисен уявне Пĕрлехи Нацисен Организацийĕ (ООН) 1994 çулта çирĕплетнĕ. Вăл юпа уйăхĕн 5-мĕшне ахаль лекмен, мĕншĕн тесен çав кун 1965 çулта Парижра ЮНЕСКОпа Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн пĕрлехи конференцийĕ иртнĕ. Унта “О положении учителей” постановлени йышăннă. Асăннă документра пирвайхи хут “учитель” ăнлава палăртнă. Асăннă категорие пуçламăш тата вăтам шкулсенче ачасене вĕрентсе воспитани паракан педагогсем кĕнĕ. Çавăн пекех унта вĕрентỹ тытăмĕн тĕллевĕпе политикине, учительсене вĕрентсе хатĕрлес йĕркене тата вĕсен професси пĕлтерĕшне палăртнă. Пĕтĕм тĕнчери Учитель кунне 172 çĕршыври вĕрентекенсен профсоюзĕн 400 ытла организацийĕнче палăртаççĕ. Çулленех асăннă уяв уйрăм лозунгпа иртет. Акă, сăмахран, 2013 çулта вăл çакăн пек янăранă: "Пире учительсем кирлĕ!". Вăрттăнлăх мар, халĕ иртнĕ ĕмĕрти пек учитель профессийĕн ячĕпе сумĕ чакса пырать. Ытти çĕршыври пекех Раççейре те педагог кадрĕсем ватăлса пыраççĕ, вĕсем çитмеççĕ. Ку чăн-чăн проблема пулса тăчĕ. Тĕнчери шкулсенче 5 миллион ытла учитель çитмест. Ăна татса памасан çитес вăхăтра пирĕн ачасен ачисене кам вĕрентĕ? Трак енре те вĕрентỹ ĕçĕнче палăрнă педагогсем вуншарăн. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăраскалне тупнă. С. Самсонов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика