02 октября 2020 г.
1966 çулта хуçалăх реформи пурнăçа кĕме тытăннă. Предприятисене механизацилеме-автоматизацилеме, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме, оборудование модернизацилеме тытăннă. 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче 220 предприяти çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăрта Çĕнĕ Шупашкар хулине, Шупашкар ГЭСне, Промышленноç тракторĕсен заводне тума пуçланă. Чăваш Енри предприятисем 1500 япала туса кăларнă. Вĕсене 80 çĕршыва ăсатнă. 1975 çулта предприятисенче 176 пин çын ĕçленĕ. 25 çул хушшинче промышленноç производствин калăпăшĕ 10 хут ỹснĕ. Шупашкарти машина тăвакан, Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура, Улатăрти электроприбор, Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен, Канашри техника завочĕсем аван ĕçлесе пынă. 1985 çулта 180 колхозпа 109 совхоз уйĕсенче 15400 трактор, пахча çимĕç, тыр-пул, силос пуçтаракан 5070 комбайн ĕçленĕ. Хуçалăхсенче продукции туса илесси 1,7 процент ỹснĕ. Çĕршыври хăмла плантацийĕсен 80 проценчĕ пирĕн республикăра вырнаçнă пулнă. 1985 çулта республикăра 119 больница, 1068 клуб, 343 библиотека, 739 шкул, 31 училище, 25 техникум, 3 аслă шкул, наукăпа тĕпчев институчĕсемпе вĕсен филиалĕсем пулнă. 1967 çулта Чăваш патшалăх университечĕ, 1985 çулта ỹнер музейĕпе музыка театрĕн çĕнĕ çурчĕсем уçăлнă. 1970 çулта Федор Васильевăн "Сарпике" оперине лартнă. Çав çулах Чăваш Ене Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, 1972 çулта Туслăх орденĕсемпе наградăланă.