02 октября 2020 г.
Пуринчен те чăн-чăн ăстаçă пулмастех... Пуринчен те сăвă-калав çыракан та, хут купăс тăсса ярса ташă картине тухакан та... Турă тата, паллах, виçине хак парать çакăнта. Акă, тĕслĕхрен, поэзи лаççине кăна çаврăнса тухар-ха. Шалти чун туртăмĕ, чун-чĕре кăварĕ йăлкăшать çакăнта. Авторне, ятне-хушаматне вуласан пушшех те... Тĕшĕллĕ калăпланă сăнара, тĕрĕссипе, ăсталăхпа, пултарулăхпа тавра курăмлă шăрçаланă йĕркесене. Сăмах çаврăнăшĕ кăçал “Ял пурнăçĕнче” çапăнса тухнă авторсен хăш-пĕр хайлавĕсем тавра сыпăнать манăн. Поэзи лаççинче чăн малтанах Алманчри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Димитриевăпа паллашрăм. Ăçтан-ха Галина Николаевна? Пурнăç урапине çаврăнтартăм та Вăрманкас Чуракасси кинĕ хамăрпа кỹршĕллĕ Çĕрпỹ районĕнчи Паваркасси ялĕнче кун çути курнине пĕлтĕм. Манран та маларах пуль ăна Аслă Чуллă çыравçи Виктор Данилов-Тавкил аванрах пĕлнĕ пек туйăнать. — 30 çул ытла пĕлетĕп ĕнтĕ ăна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех районти радиовещани передачисенчен пĕринче “Поэзи ирĕ” эфира тухрĕ. Унта унăн хăни — Галина Димитриева хăйĕн сăввисене, чăвашла хайланăскерсене, вуласа пачĕ. Çапла паллашрăм вĕренỹ ĕçченĕпе, — аса илет Виктор Михайлович райхаçатри пĕр статьяра. Çỹлерех асăннă çулсенчех Г. Димитриева вĕрентекенĕн сăввисем “Ял пурнăçĕ” хаçатра та вырăн тупрĕç. Автора ытларах туслăхпа юрату, Тăван çĕршыв, тăван тавралăх, Аслă Çĕнтерỹ теми çывăх. Кăçал, акă, райхаçатра Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине халалланă ятарлă страницăсем тата уйрăм сăвăсем çине-çинех çапăнса тухрĕç. Поэзи лаççинче хамăр тăрăхри пултаруллă çынсем хăйсен “çимĕçĕсемпе” савăнтарчĕç тата тупăшрĕç. Çав шутра Супар ялĕнче пурăнакан мал ĕмĕтлĕ Г. Димитриева вĕрентекен-сăвăç та. “Кĕр кĕрлерĕ вăрçă шавĕ” (“Ял пурнăçĕ”, 37 №) сăвăра вăл пирĕн халăх Тăван çĕршыва чун-чĕре ăшшипе юратнине тата хакланине акă еплерех сăнлать. Кар! çĕкленчĕ пĕтĕм халăх Тĕп тумашкăн тăшмана. Чăтаймарĕ, тарчĕ Гитлер Каялла хăй йăвине. Туслăхпа юрату хĕлхемĕ те çывăх сăвăçа. Аса илỹсен хумне путать, лирикăллă кăмăл-шухăшпа пурăнать, сăнать, çырать вăл. Уçса яр кăмăлна, Сирсе яр хуйхăна. Чĕрене ан çунтар, Кулянма васкар мар. Тĕрĕсех, кулянма васкар мар, Галина Николаевна. Умра çутă та савăнăçлă кунсем кăна пулччăр. Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине халалланă сăвăсем çырса Галина Яковлева-Гервасьева та палăрчĕ. Паллаштарам-ха илемлĕ сăн-питлĕ, вăр-вар хĕрарăмпа. Галина Геронтьевна Мăн Çавал юхан шывĕ чавсаланнă çĕрте, Крентейкассинче, çуралнă. 40 киле яхăн пĕчĕк ялта. 35 çул ĕнтĕ культура пурнăçĕн “лавне” туртать вăл. Сăмах май, Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищинче вĕреннĕ. Г. Яковлева-Гервасьевăн сăввисем райхаçатра çеç мар, “Чăваш хĕрарăмĕнче” те çапăнаççĕ. Вĕсенче тăван тăрăх, тăван тавралăх, юрату, туслăх, ытти темăсем тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, "Çĕнтерỹ кунĕ" (“Ял пурнăçĕ”, 23 №) сăвăра автор совет салтакĕн ят-сумне акă еплерех хаклать: Парăнман совет салтакĕ, Хăраман вăл фашистран. Çĕршыва çăлса хăварнă Ирсĕр чунлă тăшманран. Вырăнлă, питĕ вырăнлă йĕркесем кусем. Ирсĕр чунлă тăшманран. “Вилĕмсĕр полк” сăмах çаврăнăшне те чунри ăшă кăмăл-туйăмпа сăвăллă йĕркесемпе чун кĕртнĕ автор. Çавăнпа çынсем упраççĕ Паттăрсен çут сăнарне. Вилĕмсĕр полкра йăтаççĕ Чысласа вĕсен сăнне. Тепĕр пархатарлă, ырми-канми вăй хуракан Галина Макарова сăвăç пирки те шухăшсен хумĕ капланать чунра. Еншик Чуллă ял тăрăхĕнчи Аслă Чуллăран тухнă вăл. Нумай ачаллă çемьере ỹснĕ. Çурма тăлăх çитĕннĕ. “Чи кĕçĕнни пулнă эпĕ. Атте, хаклă çыннăмăр, эпĕ виçĕ çулта чухне çĕре кĕнĕ. Чăвашла çырма та, тасарах калаçма та Петр Ивановпа Тамара Минеева вĕрентекенсем çул уçрĕç мана”, — аса илет Галина. — Турă панă таланта усă куратăп эпĕ”. Çапла. Пурнăç уттипе утать Галина Яковлевна. Малашлăхпа пурăнать. Турă пехилĕпе çывăрма выртать. Вăл вăй-хал панипе вăранать. “Турă пулăштăр”, — тет яланах Нимĕчкасси кинĕ. Поэзи тĕнчипе хăçан пурăннă тата хăçан çывăхланнă Аслă Чуллă сăвăçи? Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче. Эпĕ “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн çырусен пайĕнче ĕçленĕ чухнех алăка хуллен шак! шак! шаккасах ĕç пỹлĕмне кĕнĕччĕ кăмăллăскер. Сенкер тỹпе тĕсне аса илтерекен тетрадьне сĕтел çине хунăччĕ. — Пурнăç пулăмĕсемпе çыхăннăскерсем кусем. Шалтан, чĕререн тухнăскерсем. Çул çинче-и, ĕçре е сад-пахчара пулнă чух хăйсемех пухăнаççĕ, капланаççĕ сăвă йĕркисем, — Турă пулăшать мана... — ыйтуллăн пăхнăччĕ Г. Макарова. — Таланта аталантармаллах. Турă панă талантра пултарулăх лаççин вучахĕ татах хĕрỹллĕрех çав. Райхаçатăн кăçалхи 63 №-е яланхиллех Г. Макаровăн пултарулăхне вырăн панă. Кашни хусканăва тата пулăма куçсемпе сăнама тата фило-софиллĕ йĕркесемпе шăрçалантарма майне пĕлет вăл. Акă, “Чăнлăх” сăвăра темиçе йĕркен шухăшне уçар-ха. Сỹнми ĕмĕт çуталтăр куллен, Таса чун — пурнăçа кирлĕ савăт. Юрату илемпе вăй илсен, Пурнăç пулĕ хĕвеллĕ те савăк. Тата “Ăнтăлу” сăвва тишкерсе пăхар-ха. Таса юрату çăлать, Çитĕ ырлăх. Пурнăç пуянлатать, Пулĕ сывлăх. Кăçал çĕршывра Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ йĕр хывнипе çыхăнчĕ. Нимĕç фашисчĕсене тĕпрен çапса аркатнăранпа 75 çул тултарнине чысланă май манăн Шупашкарта пурăнакан ентешĕмĕр те вăрçă темине кун йĕркинчен кăлармарĕ. Сăмах май, райхаçатăн 65 №-че Еншик Чуллă сăвăçĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă Вархуш Эншей çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалласа “Эншей çăлтăрĕ” сăвă пичетлерĕ. Ырă шанăç хăватлăн çуталнă, Халăхпа кар çĕкленнĕ Эншей. Тăшмана юн тăкса парăнтарнă, Çамрăк яш пире кỹнĕ телей. Тĕрĕсех. Çамрăк яш пире кỹнĕ телей. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 21 çултах нимĕç эшкерне хирĕç çапăçса пуçне хунă ентешĕмĕр. Хĕмленет çулсерен Эншей çăлтăрĕ, Тыткăнлать чĕрене чăннипех... Сăмахăм виçĕ Галина, поэзи лаççинче, шырав ĕçĕ-хĕлĕнче, çĕнĕрен çĕнĕ йĕркесем парнелекен тата вулакансене савăнтаракан патвар хĕрарăмсем тавра ырми çыхăнчĕ манăн. Мухтав, такăр çул вĕсене! Тата чăваш литературинче чăн-чăн чăваш чĕлхипе тап-тасан калаçса-сăмахласа урасем çинче çирĕп тăракан, сăвăсем çыракан икĕ ентеше те сума сăватăп эпĕ. Пĕри Кỹлçырмара çуралнă, Кушкăра тĕпленнĕ Галина Григорьевна Яковлева (ÇуткỸл), теп-ри йăх-несĕлпе Тусай ялĕпе çыхăннă Галина Вячеславовна Зотова. Иккĕшĕ те профессийĕпе вĕрентекен, иккĕшĕ те литература лаççипе сумлă, иккĕшĕ те сăвă-калав, юмах хайлама ăста, пултаруллă, шыравçă тата. Г. Зотова паян Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕнче пурăнать. Унăн ашшĕ Вячеслав Александров Етĕрне районĕнчи Кăкшăмра пурăннă, 16 çул агрономра, 17 çул “Заветы Ильича” колхоз председателĕнче тăрăшнă. Сăмах май, В.А. Александров Чăваш АССР тата РФ тава тивĕçлĕ агрономĕ, Тусай ялĕнче çуралса ỹснĕ, “Хисеп палли” ордена тивĕçнĕ. Сăвăсем те хайланă Вячеслав Александрович. Трак ен, мĕн пытармалли пур, ĕлĕкренех Турă панă пултаруллă çынсемпе пуян. Паян эпĕ хамăр тăрăхри пултарулăх лаççинче хăйсен ят-сумне çĕкленĕ тата Трак ен чапне, çăлтăрсем евĕр, литература лаççинче сỹнме паман пилĕк хĕрарăм пирки каласа кăтартрăм. Пиллĕкĕшĕ те Галина ятлă...
Г. Ефимов-Тусли.