02 октября 2020 г.
Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе йĕркеленĕ оперштабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев ертсе пынă. Усал çак чир сарăлас енĕпе республикăра лару-тăру пĕрешкелтерех тăрать. Чирлекенсем ытларах — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче, Шупашкар, Етĕрне, Комсомольски районĕсенче. Чир ытларах малтанхи пекех аслă ăрурисемпе ватăсене аптăратать. Ачасем шкула кайнăранпа уйăх хыçа юлать. Виççĕмĕш эрнере республикăри 5 шкулта тата пĕр садикре коронавируспа чирлисене тупса палăртнă. Çавăн пекех Шупашкарти “Малютка” ача çуртĕнче çак чирпе чирлекене шута илнĕ. Иртнĕ эрнере те тĕрĕслекен ятарлă ушкăнсем халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Калăпăр, Шупашкарта “Волжский” кинотеатрта пулнă. Телее, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. Вăрнар районĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пуçламăш классене вĕренекенсене хальлĕхе совхоз-техникумăн столовăйĕнче апатлантараççĕ. Анчах кунта вирус инфекцийĕ лекесрен сыхланмалли йĕркесене пăхăнмаççĕ-мĕн. Поварсем перчеткесемсĕрех ĕçлеççĕ, дезинфекци тумаççĕ... ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В. Степанов палăртнă тăрăх, Чăваш Енре халĕ коронавирус инфекцийĕпе куллен 24-28 çын чирлет. Авăн уйăхĕнче эрнесерен 200-шер çын чирленĕ. О. Николаев палăртнă тăрăх, статистика кăтартăвĕсем начар мар пулин те, инфекци сарăлассине чарма пулăшакан мĕн пур мерăсене çирĕппĕн, туллин пăхăнмалла, социаллă дистанцие, маска режимне тытса пымалла, ирсерен ĕçе кĕнĕ чухне температура виçмелле, антисептиксемпе усă курмалла. “Усал çак чирпе кĕрешме чылай инструмент пур пирĕн. Шăпах кĕркунне, ОРВИ тата грипп сарăлма пуçланă тапхăрта, сыхăлăх тенине чакармалла мар”, — тенĕ Олег Алексеевич. Кунсăр пуçне çитес вăхăтра республикăра тест тăвакансен йышне ỹстерме палăртнă. “Чир паллисем пур çынсен тата контактра пулнисен тест тумаллах. Хăрушлăх кăларса тăратакан ушкăна кĕрекенсен те анализ памаллах. Вĕсем — преподавательсем, медицина ĕçченĕсем. Вĕсене бюджет шутĕнчен тест тума ирĕк паратпăр”, — палăртнă О. Николаев. Сире пĕлме: коронавирус инфекцийĕ ан ертĕр тесен, ерес пулсан та ăна çăмăлрах ирттерес тесен тухтăрсем аскорбин йỹçекне, пулă çăвне, Д витамин, каçсерен кардиомагнил е курантил ĕçме сĕнеççĕ. Çавăн пекех иммунитета çирĕплетекен, вируспа кĕрешекен (нобазит), витаминсемпе микроэлементсен препарачĕсемпе усă курма хушаççĕ. Шурă халатлисем палăртнă тăрăх, ỹпкене çуллă апатсем кирлĕ. Коронавирус шăпах организмри белока пĕтерет. Çавăнпа та çĕнĕ вирус сарăлнă вăхăтра ирсерен çăкăр çине услам çу сĕрсе, сало çиме калаççĕ. Р. Власова, "Хыпар".