АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Правительство Председателĕ М. Мишустин — Чăваш

02 октября 2020 г.

РФ Правительство Председателĕ М. Мишустин — Чăваш

 Енре Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче РФ Правительство Председателĕ М. Мишустин ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Енре пулнă. Вăл “Техмашхолдинг” компанисен ушкăнне кĕрекен “Текстильмаш” предприятине тата Ростех Госкорпорацин “Технодинамика” холдингĕн “В.И. Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕ” АОна çитсе курнă, вĕсенчи ĕçченсемпе курнăçнă. Çĕршывăн премьер-министрĕпе пĕрле предприятисенче РФ промышленноçпа суту-илỹ тата финанс министрĕсем Д. Мантуровпа А. Силуанов пулса курнă. Правительство делегацийĕ “Текстильмаш” предприятинче пир-авăр тĕртекен станоксен производствипе, компанин сериллĕ производствине кĕмен опытлă тата хăй туса хатĕрленĕ тĕслĕхĕсемпе паллашнă. “В. Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕ” АОра премьер министр кимĕ-карап тăвакан предприятисем валли хатĕрлекен резина техпластинĕсен цехне çитсе курнă, вăл çавăн пекех предприяти туса кăларакан продукци ассортименчĕпе паллашнă. Икĕ енлĕ ĕçлĕ тĕл пулура РФ премьер-министрĕ Чăваш Ен Пуçлăхне О. Николаева иртнĕ суйлавра витĕмлĕ çĕнтерỹ тунă ятпа саламланă, сасăлав кăтартăвĕсем республикăра пурăнакансем регион аталанăвĕн стратегине ырланине пĕлтереççĕ, тенĕ. О. Николаев çакна палăртнă: республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи Чăваш Енĕн çитес 5 çулхи аталанăвĕн комплекслă программине кĕрет, унта ытти программăсем те вырăн тупнă. О. Николаев М. Мишустинпа çавăн пекех республика умĕнче тăракан ытти çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика