02 октября 2020 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Улатăрти пăравуссене, Канашри вакунсене юсакан, Шупашкарти электроаппарат, Куславккари çуртсем тăвакан заводсем, Çĕмĕрлери йывăçа тирпейлекен комбинат тата ыттисем граждан продукцийĕсем кăларма пуçланă. 1946—1959 çулсенче Шупашкарта пир-авăр комбинатне, трактор запчаçĕсен, электромеханизмсен завочĕсене тунă. Халăх хуçалăхĕн канашĕ (вăл 1957 çулта йĕркеленнĕ) 101 предприятие пĕрлештернĕ. 1959—1965 çулсенче Шупашкарта электровиçе хатĕрĕсен, тимĕр-бетон изделийĕсен, кабель завочĕсем, “Химтекстильмаш” завод, чăлхапа трикотаж фабрики, Çĕнĕ Шупашкарта хими комбиначĕ, Канашра автопогрузчиксен завочĕ, Улатăрта ăшăпа тивĕçтерекен электростанци, Вăрманкасра керамика блокĕсен завочĕ тата ыттисем хута кайнă. Унсăр пуçне çĕнĕ 100 ытла цех ĕçлеме тытăннă. Машина тăвакансен тата электротехника отраслĕсем вăй илнĕ. 1965 çулта ĕçлекенсен йышĕ 115 пин çынна çитнĕ, вĕсенчен 44 проценчĕ — промышленноçра, 57 проценчĕ строительствăра тăрăшнă. 1954—1965 çулсенче 100 пине яхăн çын республика тулашне ĕçлеме тухса кайнă. 1946—1950 çулсенче пĕчĕк хуçалăхсем (1871) колхозсене чăмăртаннă (1242). Кашни колхозăн 500 гектара яхăн çĕр пулнă. 1964 çулта ял канашĕсене пĕрлештернĕ: 612-рен 368 юлнă. Машинăпа трактор станцийĕсене реорганизациленĕ хыççăн пĕтĕм техникăна колхозсене панă. 1963 çулта кашни хуçалăхра вăтамран 200-е яхăн машина тивнĕ. 1954—1965 çулсенче тыр-пул тухăçĕ тăватă хут ỹснĕ. Вăрнар районĕнчи Кульцав кол-хозĕ, Елчĕкри “Победа”, Патăрьелти “Гвардеец”, Улатăрти “Красный луч”, Етĕрнери “Ленинец” хуçалăхсем гектартан 20-25-шер центнер тухăç илнĕ. Вĕсенче ĕçленĕ ертỹçĕсемпе колхозниксем С. Коротков, А. Доманин, В. Зайцев, М. Долгов, Е. Андреев, В. Свеклов тата ыттисем Социализмла Ĕç Паттăрĕн ятне тивĕçнĕ.