АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Галина Тимофеевна

29 сентября 2020 г.

Галина Тимофеевна

 Тулта сарă кĕр кунĕ хуçаланать. Ĕçлĕ кунта ял урамĕнче çынна сахал тĕл пулатăн халĕ: ăшă çанталăк тăнă май пурте сивĕ кунсем çитиччен хăйсем мĕн палăртнине туса хăварасшăн. Эпĕ çул тăкăрлăкĕнче Галина Тимофеевна Ивановăна ăнсăртран тĕл пултăм. Шупашкарта тĕпленнĕ май Галина Тимофеевна çуралнă тăрăхне те манмасть, çу кунĕсене кунтах ирттерет тесен те йăнăш мар. Ăна ытларах хăй патне Супар вăрманĕ илĕртет. — Ăçтан манăн-ха тăван ене, атте-аннене, кунта манăн кун-çулăн ырă вăхăчĕ иртрĕ вĕт, — тет сакăр вунна çывхаракан кинеми. — Асран тухмаççĕ пире аслă çул çине кăларнă хаклă çыннăмăрсем. Анне — Елена Никифоровна Никифорова — Чумаш хĕрĕ пулнă, çĕр çине 1911 çулхи майăн 14-мĕшĕнче килнĕ. Вăл 2007 çулта яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вĕсем тăватă пĕр тăван çитĕннĕ, пĕр ывăл та виçĕ хĕр — Гриша, Анна, Александра тата пирĕн анне. Аттене Тимофей Аверкиев тесе чĕннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пĕр килтен фронта тăваттăн тухса кайнă — Аверкий, Иван, Ермолай тата Тимофей. Шел, пĕрне те тăван яла сыввăн таврăнма шăпа пỹрмен, вĕсем вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Анне 30 çулта тăватă ачапа тăрса юлнă. Вăрçă ачисем. Çăмăл мар пурнăçпа çитĕннĕ вĕсем, çăкăр хакне, укçа-тенкĕ шутне пĕлсе-туйса ỹснĕ. Чи асли — Мария, 1933 çулта çĕр çине килнĕ вăл. Супар шкулĕн 4 класне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме тỹр килмен ăна. Амăшĕн сылтăм алли пулнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Кĕçĕннисене пăхмалла пулнă. Çамрăклах хуçалăхри фермăна ĕçе вырнаçнă, ĕнесем сума тытăннă. 10 çула яхăн Тюмень тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă. Оля хĕрĕпе тăван яла таврăннă. Оля пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Анчах кун-çулĕ кĕске килнĕ Мария Тимофеевнăн, 55 çултах çĕре кĕнĕ ентешĕм. Кĕçĕн тăхăр мăнукĕпе туллин савăнса кураймарĕ вăл. Çемьере иккĕмĕшĕ — Григорий. Супар шкулĕнче вĕреннĕ. Кĕçех салтак ячĕ тухать каччăн. Çар хĕсметне вăл совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче ирттерет. Питех те шел, 1955 çулта салтак служби вăхăтĕнче пурнăçĕ сарăмсăр татăлать Г. Ананьевăн. Аля 1939 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Супар шкулĕн çичĕ класне вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкарта тĕп-леннĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла хулан пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Кунтанах хăтлă хваттер туяннă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Алевтина Тимофеевна Супара таврăннă. Лена хĕрĕ кун-çулĕн пысăк пайне обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлесе ирттернĕ, повар пулнă. Польшăра виçĕ çул хушши ĕçлесе пурăннă. Мăшăрĕпе — Ярослав Струкпа татуллă пурăнаççĕ, амăшĕ патне тăтăшах килсе çỹреççĕ. Тивĕçлĕ канура. Оля мăнукĕ те пурнăçĕнче хăйĕн вырăнне тупнă. Галина Иванова 1942 çулхи майăн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. — Алла аттестат илнĕ хыççăн шурă Шупашкар хăй патне илĕртрĕ пулас, — тет сăмахне малалла сỹтнĕ май Галина Тимофеевна. — Тĕп хулари профессипе техника училищинче пĕлỹ пухрăм, каменщика вĕрентĕм. Пĕр вăхăт çак профессипе хулари стройкăсенче тăрăшрăм. Каярах прядильщица специальноçне туянтăм. Ултă çул пир-авăр комбинатĕнче тăрăшрăм. Хваттер илес тесе аппа пекех хулари ЖКУра тимлерĕм. Надежда хĕрĕм чун юратнă профессипе тăрăшать. Катя мăнукăм Шупашкарти ỹнер училищинчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ, халĕ И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ỹнерпе графика факультечĕн виççĕмĕш курсĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. Çапла, савăнма тулли сăлтав пур манăн. Тăван ялне килсен аппăшĕн хĕрĕ çĕклесе лартнă кил-çуртра хăйне аван туять Галина Тимофеевна. Супара килсен пушă вăхăчĕн ытларах пайне вăрманта ирттерет вăл. Хĕл валли çут çанталăк ырлăхĕ парнеленĕ çырлине, кăмпине, мăйăрне хатĕрлет. Кăçал та 4 витре мăйăр пуçтарнă. “Кунта ытларах хам вали сывлăх илетĕп, — тет ватă. — Шупашкарта та алă усса лармастăп. Ирсерен скандинави уттине кăмăллатăп. Хам пурăнакан çуртран инçех мар ĕлĕк ача-пăча сачĕ пулнă вырăнта реабилитации центрĕ уçнă. Унăн ертỹçи Татьяна Петровна чĕннипе ватăсен пĕр ушкăнĕпе пуканесем ăсталама вĕренме çỹретпĕр. Пушă вăхăтра сăвăсем çырма юрататăп. Çапла иртет ватлăх вăхăчĕ”. Т. Борисова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика