АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раиса Михайловна

29 сентября 2020 г.

Раиса Михайловна

 Аслă ăру çыннисен уявĕ умĕн пултăм эпĕ çуралнă ялта — Супарта. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ панă заданипе ватăсене халалланă материалсем хатĕрлерĕм. Супар ялĕнче хĕрарăмсенчен çулĕпе чи аслисенчен пĕри Раиса Михайловна Михайлова, 90 çулпа пырать. Йышлă çемьере кун çути курнă вăл. Ашшĕ, Михаил Григорьевич, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шел, кун-çулĕ кĕске килнĕ унăн. Пĕр тан мар çапăçура пуçне хунă кил хуçи арçынĕ. Унăн хушамачĕ паян Супар ялĕнчен вăрçă хирне тухса кайса пуç хунă паттăрсен йышĕнче, “Астăвăм” кĕнекене кĕрсе юлнă. Çапла вара 5 ача ашшĕсĕр, арăмĕ юратнă упăшкисĕр тăрса юлнă. Арăмĕ, Серафима Дмитриевна, мĕн виличченех Михаил Григорьевич фронтра пуç хунине ĕненмен. Вăрçă хирне ăсанакан вакун эшелонĕсене мĕн чухлĕ тухса пăхман пулĕ вăл Трак разъездне? Çемье тĕрекĕ пулнă-çке упăшки. Чи кĕçĕнни те, Гена, сăпкара юлнă ун чух. Пĕтĕм йывăрлăхĕ амăшĕпе аслă хĕрĕ çине тиеннĕ. Çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ 15 çулхи Раисăн малалла пĕлỹ илес тĕллев пулнă-ха. Анчах та çемьере çав тапхăрти лару-тăру пурнăç çине урăхларах пăхма хистенĕ. “Вăрçă вăхăтĕнче пурнăç калама çук йывăрччĕ, уйрăмах пирĕн çемьешĕн, килте манран кĕçĕннисем тата тăваттăн пулнă-çке: Галя, Толя, Ваня тата Гена”, — тет Раис аппа паян. 1947 çулта ăна ашшĕн шăллĕ — Захар Григорьевич Бардасов чукун çул çине ĕçлеме йыхравлать. Уншăн чукун çул ĕçченĕн профессийĕ ютах пулман, мĕншĕн тесен Трак чукун çул станцийĕ Супар ялĕпе юнашарах-çке. Кĕçех ăна ĕçе илнĕ. Пирвайхи икĕ çулне Çĕрпỹ чукун çул станцийĕнче тăрăшнă вăл. Ĕçĕ вара пĕртте çăмăл пулман хĕршĕн. Хĕллехи тапхăрта çирĕплетсе панă участокăн 7 çухрăмри çулне юрпа пăртан тасатма тивнĕ. Çавăнпа алăран лумпа кĕреçе кайман. Мĕн пирвайхи кунсенченех вăл мастер хушăвĕсене туллин пурнăçлама тăрăшнă. Раис аппа Çĕрпỹ станцийĕнче тата 47 çухрăмри разъездра ĕçленĕ çулсенче тăван яла мĕн чухлĕ çуран çỹремен-ши? Сăмах май, çав тапхăрта ахаль рабочисене пуйăс çинче тỹлевсĕр çỹретмен. Пултарулăхĕпе хастарлăхне кура ăна часах путевой профессийĕпе Трак станцине куçараççĕ. Вăл тапхăрта Трак станцийĕ чукун çул урлă каçмалли 5 вырăна (переезда) пăхса тăнă. Р. Михайловăн чукун çулăн Санькассине каякан переездран пуçласа 70-мĕш çухрăмĕнчи инçĕшне, ытти вырăнсене пăхса тăма, тасатма тивнĕ. Паян кун та Раис аппа Василий Егоров мастера ăшшăн аса илет. Чукун çул транспорчĕ ăна пăхса тăракан каши ĕçченрен çирĕп яваплăх ыйтать. Йывăрлăхсем сахал мар пулнă. Кашни ĕç кунĕнчех хутаçа мăлатук, болтсем, кĕреçе, петарда чикнĕ, тепĕр чух кувалда та çĕклеме тивнĕ. Килĕштернĕ ĕçĕнче вăл чăн телейнех тупнă пулнă. Çулсем иртнĕ май коллективра хисеп çĕнсе илнĕ. Çакна халĕ килĕнче упранакан Хисеп, Тав хучĕсемпе Дипломсем аван каласа параççĕ. Анчах ватă “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Ĕç ветеранĕ” медальсене уйрăммăн упрать. Пĕтĕмпе 45 çула яхăн тăрăшнă Раиса Михайловна чукун çул тытăмĕнче. Халĕ ватлăх кунĕсене пĕчченех ирттерет вăл. Шăллĕсемпе йăмăкĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Урасем сурнипе ятарлă хатĕрпе утса çỹрет. Чăваш наци радиовне итлет. Çĕнĕ хыпарсемпе кỹршисене паллаштарать. Çавăн пек çын вăл Супарти Раис аппа. Т. Борисова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика