29 сентября 2020 г.
ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев Правительствăн çĕнĕ тытăмне çирĕплетнĕ, министрсене уйăрса лартасси çинчен калакан указсене алă пуснă. В. Борисова ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçине уйăрса лартнă. Пĕрремĕш виçе-премьер çавах: финанс министрĕн пуканĕ çинче — Михаил Ноздряков. Вице-премьерсем — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов. Республикăн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Петр Чекмарев. Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов, строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов, ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова, физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров должноçсене упраса хăварнă. Алла Салаева — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ. Светлана Каликова — культура, националь-ноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ.