АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Кузнецов: “Эпĕ уççăн, тỹрĕ кăмăлпа тата халăха парăнса ĕçлерĕм”

29 сентября 2020 г.

Контракт полномочийĕсен срокĕ вĕçленнĕ май иртнĕ эрнере А. Кузнецов район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахрĕ. Александр Николаевич район депутачĕсен Пухăвĕн çиччĕмĕш созыври организациллĕ пĕрремĕш ларăвĕнче тухса калаçрĕ. Паянхи номерте çав сăмаха пичетлетпĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне кĕнĕ чухне эпĕ уççăн, тỹрĕ кăмăлпа, халăха парăнса ĕçлеме сăмах патăм. Паян хамăн сăмаха тытрăм пулĕ тесе шутлатăп. Эпĕ Трак енре пурăнакансене, депутат корпусне, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисене пĕр-пĕрне ăнланса, ăнăçлă тата усăллă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каласшăн. “Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кỹлĕ пулать” текен ваттисен сăмахĕ пур чăвашсен. Çак тапхăрта эпир пĕрле вăй хурса Трак ене малалла аталантарма çирĕп никĕс хывса хăвартăмăр. Район центрĕнче бассейн тума проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех, 2021 çулта ăна çĕклесе лартма палăртаççĕ. Виçĕ хутлă, 300 вырăнлă çĕнĕ Культура çурчĕ валли проектпа смета документацине хатĕрлеççĕ. Нумай хваттерлĕ тата обществăлла çуртсене автономлă майпа хутса ăшăтас тĕллевпе райцентрта газпа тивĕçтерес тытăма çĕнетсе улăштарас ĕç пырать (13 млн тенкĕ). Райцентрти Механизаторсен урамĕнчи стадионта искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйĕ тăвас тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ (32 млн). Райцентрта КОС-1400 тасатмалли сооруженине çĕнетес тĕлĕшпе проектпа смета документацине хатĕрлеççĕ. Вĕрентỹ тытăмĕнче Трак вăтам шкулĕн, “Колосок” ача сачĕн тăррине тĕпрен, “Звездочка” ача сачĕн канализаци тытăмне, “Чебурашкăн” çурт виткĕчне, Трак вăтам шкулĕн тата 5 ача сачĕн чỹречисене улăштарнă. Кĕçĕн Шетмĕ, Пикшик, Упи, Карай шкулĕсенче, “Звездочка” ача садĕнче çĕнĕ котельнăйсем (4248 пин тенкĕлĕх) вырнаçтарнă. 2019 çулта бюджет тытăмĕнче перекетлĕх 1534,5 пин тенкĕ пулнă. Культура учрежде-нийĕсене уйрăммăн хутса ăшăтас енĕпе те чылай ĕç тунă (1388,4 пин тенкĕ, Пикшик — 1021,4 пин тенкĕ, Красноармейски — 367 пин). Çавна май Пикшикри кану центрĕ 2019 çулта бюджет укçине 143,9 пин тенкĕ перекетлеме май панă. Районти юсавпа техника предприятийĕ пулнă территоринче çĕнĕ котельнăй ĕçе яма пăхаççĕ. Çакă ку микрорайонти çуртсене ăшăпа тивĕçтерес ĕçе лайăхлатма май парĕ. Вырăнти бюджет шучĕпе райцентрти Механизаторсен тата Çĕнтерĕве 30 çул урамсенчи икĕ шыв башнине юсама (1790 пин) май килнĕ. 2018 тата 2019 çулсенче энергие перекетлес тата энергорессурсен эффективлăхне ỹстерес тĕлĕшпе ялсенче энерги перекетлекен 3233, вĕрентỹпе культура учрежденийĕсенче 1104 лампа улăштарнă. Бюджет перекетлĕхĕ виçĕм çул 3614 пин, пĕлтĕр 882 пин тенкĕ пулнă. Çакна пăхмасăр кашни юпа çине светильниксем лартнă. Райцентрта икĕ фонтан ĕçе кĕртнĕ. Сквера 10 ялав (9-шĕ — ял тăрăхĕсен, пĕри — районăн) илем кỹрет. Пĕлтĕр районта 178 контейнер лапамĕ (2658,328 пин) ĕçе кĕртнĕ ( пĕр контейнер лапамĕ 14934,43 тенке ларнă). Ял хуçалăх çыравне хатĕрленнĕ май çуртсен (7755 шт.) тата урамсен (613) номерĕсене (465,2 пин тенкĕ) туса хатĕрленĕ. Пĕлтĕр райцентрти рынока тĕпрен юсама май килнĕ. Ленин урамĕнче 2 чарăну вырăнне ĕçе янă, тенкелсем вырнаçтарнă. Çĕнтерỹ паркĕнче ача-пăчан вăйă модульне лартма май килнĕ. Красноармейски ялĕнче ятарлă пĕлтерỹ вырăнĕсем туса лартнă (6263 пин тенкĕлĕх). Район администарцийĕн хуçалăх пайĕ валли çĕнĕ трактор туяннă, кунти гаражра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. 2018 çулта Красноармейски ялĕнче транспорт хатĕрĕсем валли 14 лапам (6854,7 тăваткал метр) ĕçе кĕртнĕ. 2019 çулта Çĕнтерỹ паркĕнче тротуарсем (1114 тăв. м., 2525 пин тен.), Çĕнтерĕве 30 çул урамра тротуарсене (1294 тăв. м., 3038 пин тен.) юсанă. Чылай çĕрте нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи лапамсене юсаса ĕçе кĕртнĕ. 2018 çулта обществăлла инфратытăма малалла аталантарас енĕпе вырăнти сĕнỹсен 8 проектне (7172 пин тенкĕ) ĕç кĕртнĕ, вăл шутран чылайăшне автоçулсемпе тротуарсене юсама (8472 тăв. м., 2824 м, 6938 пин тенкĕ) янă. 2019 çулта ку енĕпе 16 проект ĕçе янă (11609 пин тенкĕлĕх). 2020 çул вали 17 проект (10834 пин тенкĕлĕх) пăхнă, вăл шутран автоçулсем тума 5556 пин тенкĕ (4120 метр тăршшĕ). 2019 çулта республика бюджечĕн шучĕпе Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анаткас ялĕнчи Чапаев, Ельниково тата Туслăх урамĕсене асфальт сарнă (31900 пин тенкĕ). 2020 çулта ДЮСШ çуртне тĕпрен юсанă (1,5 млн), райцентрти Чапаев урамĕнчи стадиона юсама проектпа смета докуменчĕсем хатĕрленĕ. Анаткасри, Упири тата райцентрти кану çурчĕсене юсанă. Районти 18 шыв башнине (19 млн тенкĕлĕх) юсаса çĕнетнĕ. Финсен поселокне юсаса çĕнетес, райцентрти Ленин тата Г. Степанов урамĕсенче, ял тăрăхĕсенче тротурсем тăвас ĕç малалла пырать. Райцентрти Механизаторсен тата Васильев урамĕсене пĕрлештерекен çула, райпо çывăхĕнче (К. Маркс урамне тухаканскере), Шкул тăкăрлăкне юсанă. Вырăнти бюджет укçипе “Мерседес” тата “Форт Транзит” автобуссем туяннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика