29 сентября 2020 г.
Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче общество ĕçĕн хастарĕ А.И. Димитриева йĕркелесе пынипе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен пысăк ушкăнĕ Тутар Республикинчи Атăл çи Пăлхар тăрăхĕнче экскурсире пулчĕ. Ушкăн 42 çынна пĕрлештерчĕ. Альбина Ильинична тăрăшнипех ĕнтĕ Шупашкартан “Спутник” тураненствăран килсе çитнĕ пысăк автобуспа вăрăм çула ирех тухрăмăр. Шупашкартан килсе çитнĕ экскурсие ертсе пыракан Галина Ген-надьевна çула тухнă-тухманах малтан хамăр район çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Унтан çул Çĕрпỹ хулине тăсăлнă май, ку хула çинчен те нумай каласа кăтартрĕ. Çапла вара, çул тăрш-шĕпех Чăваш Енри хула-сем çинчен, республикăн çитĕнĕвĕсем, пултаруллă çыннисем çинчен калаçу тăсăлчĕ. Тутар Республи-кин çĕрĕсем çине каçсан вара кỹршĕсен хулисен, тутар халăхĕн паттăр ывăл-хĕрĕ çинчен, рес-публикăн паллă вырăнĕ-семпе паллаштарчĕ. Эпир вара хамăр та автобус чỹречисенчен пирĕн кỹршĕсем еплерех пурăннине сăнарăмăр. Ĕçчен халăх пурăнни палăрчĕ. Ял хуçалăх ку тăрăхра вăйлă аталаннăн туйăнчĕ. Уйсенче ахаль выртакан, çум курăк ỹсекен çĕрсем куç умне ỹкмерĕç. Çул хĕррипе вара питĕ нумай мăйракаллă шултра выльăх усракан витесем тăсăлаççĕ. Ишĕлсе ларакан витесем курăнмарĕç. Ĕлĕк, совет саманинче, тунă фермă-сем халь те тăн-тăн лараççĕ. Кăнтăрла тĕлне Атăл çи Пăлхар хулине çитрĕмĕр. Кунта пире икĕ ушкăна уйăрса музей-заповедника илсе çитерчĕç. Кунта экскрусоводсем кĕтсе илчĕç. Экскурси 2 сехет çурăна тăсăлчĕ. Питĕ тĕп-лĕн каласа пачĕç вĕсем. Атăл çи Пăлхар — вăтам ĕмĕрсенчи VII-XIII патшалăх. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хули Пăлхар пулнă. Пăлхар йăхĕсем Атăлпа Кама тăрăхне VII ĕмĕр вĕçĕнчех куçса килме пуçланă. Атăл çи Пăлхар патшалăхĕ 10-13 ĕмĕрсенче тытăнса тăнă. 922 çулта ислам тĕнне йышăннă. Вырăс-сем Пăлхар çине тапăн-нине, пăлхарсем хăйсем те тăтăшах вырăссен хулисене, XIII ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче Атăл çи Пăлхар патшалăхне тутар-монголсем тапăннине, вĕсем епле кĕрешнине экскурсоводсем питĕ тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Вĕсем мĕнпе çапăçнине, ĕç хатĕрĕсене хамăр куçпа куртăмăр. Хамăра валли нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Музей-заповедник 89 гектар лаптăк йышăнать. Чи малтан пире 6 хутлă музей çуртĕнчи экспо-натсемпе паллаштарчĕç. Музей-заповедника 10 çул хушши йĕркене кĕртнĕ. Малтан вăл вырăнта çын-сем хăйсен çурчĕсенче пурăннă. Хальхи вăхăтра та пурте куçса кайман. Питĕ нумай музей-мечетре пултăмăр. Кашнин хăйĕн историйĕ. Кунта хăй вăхăтĕнче вырăссен патши I Петĕр пулнă. Вăл çав вырăнта православи чир-кĕвĕсем уçма хушса хăварнă, монахсене килсе яни çинчен те пĕлтĕмĕр. Пăлхар хулинче эк-скурсире çỹренĕ май ма-на унти мунчасен макечĕ-семпе, тахçан 14-мĕш ĕмĕрте хăпартнă мун-чан никĕсĕпе, ишĕлчĕ-кĕпе паллашма кăсăклă пулчĕ. Мунчасем питĕ пысăк пулнă. Вĕсене ондоль кăмакапа ăшăтнă, вĕри пăрăхсем тăрăх пынă, мунча урайне те ăшăтнă. Мунчара çăвăннă, унтах каннă, пỹлĕмсем нумай пулнă. Тĕрлĕрен мечетре пулса вĕсен йăли-йĕркисем çинчен пĕлтĕ-мĕр. Экскурсине ертсе пыракансем питĕ ăн-ланмалла чĕлхепе каласа пачĕç. Юлаш-кинчен çăкăр музейĕнче пултăмăр. Çăкăр вăл вăхăтра епле пĕçернине куртăмăр. Кăмаки питĕ пысăк пулнă. Çавăнпах çилпе шыв арманĕсем епле ĕçленине сăнарăмăр. Халь ĕçлекен мечетре те пулса куртăмăр. Паян-хи кун та çак вырăнта ар-хеологсем шырав ĕçĕсем ирттереççĕ, эпир те вĕсемпе тĕл пултăмăр. Усăллă çул çỹреврен çĕрле тин çаврăнса çитрĕмĕр. Хамăр тăван тăрăха çитсен Альбина Димитриева экскур-совода тата автобус водителĕсене пурин ячĕпе те тав сăмахĕ каларĕ. Эпир вара çак çул çỹревре пулнисем пурте Альбина Ильиничнăна пире çак инçе çула йĕркелесе пырса такăр çулпа илсе кайса килнĕшĕн чун-чĕререн ăшă сăмахсемпе тав тăватпăр.
Р. Малинина.