25 сентября 2020 г.
Ĕнер район депутачĕсен Пухăвĕн çиччĕмĕш созыври организациллĕ пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртрĕ. Ларăва авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчи суйлавра суйланнă 19 депутатран 17-шĕ хутшăнчĕ. Ăна депутатсенчен çулĕсемпе чи асли район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне 3-мĕш номерлĕ округпа суйланнă А. Дмитриева уçса йĕркелесе пычĕ. Ларура районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ А. Петрова Трак енре авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ сасăлав кăтартă-вĕсемпе паллаштарчĕ, çĕнĕрен суйланнă район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене удостоверенисем пачĕ. Депутатсем, уççăн сасăласа, район пуçлăхĕ пулма Валерий Иванович Петрова çирĕплетрĕç. Ларура район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ пулма И.А. Федоровăна суйларĕç, икĕ çынтан район депутачĕсен Пухăвĕн секретариатне çирĕплетрĕç. Контракт полномочийĕсен срокĕ вĕçленнĕ май А. Кузнецов район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахрĕ. Контракт мелĕпе район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне суйласа лартиччен çак тивĕçе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ял хуçалăх тата экологи пайĕсен ертỹçи С. Григорьев пурнăçласа пырĕ. Александр Николаевич депутатсен корпусне икĕ çул хушши район пуласлăхĕшĕн пĕрле ĕçленĕшĕн тав турĕ. Депутатсем район администрацийĕн пуçлăхне суйлама конкурс комиссийĕ туса хучĕç, унăн йышне çирĕплетрĕç. Унта çавăн пекех район парламентĕнче "Единая Россия" политика партийĕнчен суйланнă депутатсен ушкăнне çирĕплетрĕç. Лару ĕçне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн консультанчĕ А. Юрков хутшăнчĕ. Г. Борзин.