АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ржев çĕрĕ çинче

25 сентября 2020 г.

Ржев çĕрĕ çинче

Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнă май 139-мĕш стрелоксен дивизийĕн йышĕнче Ржев çĕрĕ çинче çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Василий Михайлович Михайловпа ентешĕмĕрсене асра тытса. Хĕрсе кăварланнă, виçесĕр, пин-пин тонна тимĕр-тăмăр ишĕлчĕкĕсемпе хутшăнса пĕрле ăшаланнă, икĕ миллиона яхăн паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунисен вĕри юнĕпе шăварăннă Ржев çĕрĕ. Вăл эпир пурăнакан тата усă куракан хура çĕр пек мар, вĕтĕ-вĕтĕ пĕрчĕллĕ, кĕрен тĕслĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Вăрçă алхаснă тапхăртанпа 79 çул иртрĕ пулин те, юнпа шăварăннă çак çĕр тĕсне çухатман, ун çине тинкерсе пăхсан халĕ те çав хăрушă самантсем куç умне тухса тăраççĕ. Çак çĕре нимĕç çарĕсенчен ирĕке кăларнă чух паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă ентешĕмĕре, чи çывăх тăвана, хуньăма — Василий Михайлова ялан асра тытатпăр. Нумаях пулмасть Ржев хулинче çĕкленнĕ çĕнĕ палăк та çакна аса илтерет. В. Михайлов 1941 çулхи утă уйăхĕнче çемйипе, ял-йышпа сывпуллашса Кĕçĕн Шетмĕрен фронта тухса каять. Хаяр вăрçă пуçлансан чăваш çĕрĕ çинче стрелоксен 139-мĕш номерлĕ дивизийĕ чăмăртаннă. Çак йышра вăл паттăрлăх кăтартса 1942 çул пуçламăшĕнче Ржев хули çĕрĕ çинче пынă пĕр хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Ун шăпи çинчен, вилнĕ хутсăр пуçне, вăрçă чарăнмасăр нимĕн те пĕлмен. Пĕрле çара кайнă тата çапăçнă, йывăр аманса Очкасси ялне таврăннă тепĕр ентешĕм — Федор Тимофеевич Тимофеев каласа хăварнинчен çакă паллă. “1942 çул пуçламăшĕ. Пире Ржев хулине нимĕçсенчен ирĕке кăларас тĕллевпе наступление кайма хатĕрлерĕç. Эпир Ваççăпа хамăр лашасене, ут хатĕрĕсене тепĕр хут тĕрĕслесе çитернĕччĕ çеç, пирĕн çине нимĕç самолечĕсем вĕçсе килсе бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Кăнтăр кунĕ пулин те, нимĕн те курăнмасть, çĕр кисренсе кăна тăрать. Йывăçсене çулăм хыпса илчĕ. Пирĕн лашасем ниçта кайма пĕлмесĕр кайри урисем çине чĕввĕн тăрса турткалашма, кĕçенме пуçларĕç. Эпĕ, çак хăрушă тамăкра йывăр аманнăскер, тăна çухатнă. Тăна кĕрсен шурă халатлă медсестрасене куртăм. Вĕсем мана çак вилĕмрен çăлса хăварнă та. Эпĕ вĕсенчен Василий Михайлов çинчен ыйтрăм, анчах нимех те пĕлеймерĕм. Вăл çак хаяр çапăçуран çăлăнса юлайман, Ржев çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех выртса юлчĕ”, — пĕлтернĕччĕ паттăр салтак. Хăй вара яла таврăнсан йывăр сурансемпе чылай вăхăт хушши асапланнă хыççăн çĕре кĕчĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Женя хĕрĕмпе Антон кĕрỹ юнпа çăвăннă çĕр çине çитсе килчĕç. Кунта тунă сăн ỹкерчĕксем асăннă тăрăхра хаяр çапăçусем пулнине тепĕр хут çирĕплетеççĕ. Сăмахăм Ржев хулинчен 9 çухрăмра ларакан Зубцов хули çинчен. Хула çывăхĕнчи вăрманта, Ф. Тимофеев ĕнентернĕ тăрăх, Почурино ялĕ çывăхĕнче пынă хаяр çапăçусем. Асăннă ял 7 хутчен алăран алла куçнă. Юлашкинчен пирĕн мухтавлă çарсем нимĕçсене тĕпĕ-йĕрĕпе çапса аркатнă. Пирĕн салтаксем тăван çĕре ирĕке кăларассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хастар çапăçнă. Кашниех вăрçă вуттинче ăшаланнă, анчах пур пĕр парăнман. Акă, Гайкина санитар-инструктор 85 салтака вăрçă хирĕнчен илсе тухса вилĕмрен çăлса хăварнă. Тен, ентешĕмĕр Федор Тимофеев та вăл шутра? Халĕ, ав, Зубцов таврашĕнчи вăрман та çĕнĕрен хунав ярса таврана илем кỹрет. Çак вăрман уçланкинче мемориал центрне туса хунă. Унта паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунисене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытас тĕллевпе мрамор плита çине вĕсен ячĕпе хушамачĕсене çырса хунă. Асран кăлармасть Тăван çĕршывăм хăйĕн паттăрĕсене. Кунта çĕнĕ палăк-обелисксем çĕкленнĕ. Ачамсем — Женьăпа Антон çак вырăнта пуçне хунă кукашшĕн — Василий Михайловăн вил тăприне пĕрле илсе килчĕç, кукамăшĕн — Клавдия Феофановăн вил тăприпе юнашар хучĕç, чĕрĕ чечек çыххи хурса чыс турĕç. Çапла вара пирĕншĕн авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ асра юлмалли самант пулса тăчĕ. Тавах, ачамăрсене! Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнă май сенкер экрансем çинче хаяр вăрçăн историйĕпе паллаштаракан вун-вун фильм тухрĕ. Çав шутра Ржев хули çинчен каласа паракан фильм та пулчĕ. Çакă вăл паянхи çамрăк ăрушăн питех те усăллă. Ржев çĕрĕ çинче ентеш-паттăр Яков Романов пуçне хунă. Çак çĕр çинчех тепĕр ентеш — Василий Касьянов йывăр аманнă, сурансемпе фронтран киле таврăнма пултарнă. Раççей Президенчĕпе В. Путинпа Беларуç Республикин ертỹçи А. Лукашенко Ржев çĕрĕ çинче палăк уçнă чухне пысăк сăмах каларĕç, пурне те саламласа ырă сунчĕç. Паянхи çутă пурнăçшăн пуçĕсене хунă паттăрсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмра пулĕç. Г. Дубров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика