18 сентября 2020 г.
Район администрацийĕн тытăмĕн ертỹçисен канашлăвĕнче “Ачасен ячĕпе, ачалăхшăн” ыр кăмăллăх марафонĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кăçал марафонăн пухмачне 118110 тенкĕ пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов унта хутшăннă мĕн пур çынсемпе организацисене ăшшăн тав тунă. Александр Николаевич çак укçапа ача-инвалидсемпе сусăр пепкесем валли занятисем йĕркелеме ятарлă оборудовани туянма сĕннĕ. Марафона район администрацийĕпе ял тăрăхĕсем, вĕренỹ организацийĕсем, “МФЦ” АУ, райпо, “Нива”, “Досаево”, “Красное Сормово”, “Караево”, “ВОЛИТ” ял хуçалăх предприятийĕсем хутшăннă.