11 сентября 2020 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин видеоконференци мелĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу, тĕпрен илсен, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсем тавра пынă. Калаçăва Олег Николаев коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру пирки каласа кăтарт-нинчен пуçланă. "Чи кăткăс вăхăтра чирлисене сиплеме нормăпа па- лăртнинчен виçĕ хут ытларах вырăн хатĕрлерĕмĕр. Халĕ лару-тăру йĕркене кĕрсе пырать. Çав вăхăтрах коронавирус сывлăх сыхлавĕнчи çитменлĕхсене те кăтартса пачĕ. Республикăра инфекци больници çук тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене сиплекен больница питĕ кивĕ", — пĕлтернĕ вăл. Сăмах май, çĕршыв ертỹçинчен инфекци больницин строительстви тата клиника больницин реконструкцийĕ енĕпе пулăшма ыйтнă. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кăткăс вăхăтра та республикăра промышленность, строительство, халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисен ĕçĕ чарăнса ларман. Анчах хăш-пĕр отраслĕн: вак суту-илỹ, тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсен, çурт-йĕр строительствин — кăтартăвĕсем чакнă. Çапах промышленность производствин калăпăшĕ пĕлтĕрхин 98 проценчĕ шайĕнче сыхласа хăварма май килнĕ. "Паллах, экономикăри лару-тăрăва çăмăллатма сирĕн татăклă йышăнусем нумай пулăшрĕç. Уйрăмах пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ предприятисемшĕн çав мерăсем вырăнлă пулчĕç. Çынсем те палăртнă пулăшу мерисемпе туллин усă курчĕç”, — тенĕ Олег Николаев. О. Николаев республикăра ял хуçалăхне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрни çинчен пĕлтернĕ. Сăмахран, отрасле пĕтĕмĕшле тата ял хуçалăх таварне туса илекенсене тĕрев пама федераци шайĕнчи пулăшу мерисем çумне регион шайĕнчисене те çирĕплетнĕ. Çавна май пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах оборудовани, техника туяннă. Ял ипотеки вăй илни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕк процентпа паракан кредит çынсене ялта тĕпленме пулăшасси куç кĕрет. Олег Николаев президента республика çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне çивĕч ыйтусене те хускатнă. Тĕслĕхрен, Шăмăршăри шыв управне чылай çул хута ярайманни. “Ăна 2010-2015 çулсенче "Таса шыв" программăпа килĕшỹллĕн туса лартнă. Анчах паянхи кунччен те унпа усă курмаççĕ. Çак объекта ĕçе кĕртсен 60 пин ытла ял çыннине, çавăн пекех кỹршĕри Тутар Республикинче пурăнакансене те таса шывпа тивĕçтерме май килĕччĕ”, — тенĕ Олег Алексеевич объекта хута яма пулăшу ыйтса. Олег Николаев Шупашкар çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕччине те пĕлтернĕ. Ăна татса пама виççĕмĕш транспорт çурма ункине тумаллине палăртнă. “Халĕ эпир проектпа смета документацийĕпе ĕçлетпĕр. Эсир пирĕн пуçарăва ырласа РФ Транспорт министерствине объектăн пĕрремĕш тапхăрĕпе ĕçлеме пуçлама хушу парсан тĕп хулашăн питĕ аван пулĕччĕ”, — тенĕ республика ертỹçи. Пандеми кăларса тăратнă кăткăслăх — ĕçсĕррисен шучĕ ỹсни. "Коронавирус инфекцийĕ республикăн çивĕч тепĕр ыйтăвне, официаллă майпа ĕçлеменнисен йышне, уçăмлатрĕ. Çак тапхăрта 40 пин ытла çын ĕçлев службисене пынă. Çак йышран 3700-е яхăнăшĕ кăна экономикăри йывăрлăхсене пула ĕçсĕр тăрса юлнисем. 13 пин ытла çынна ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр. Хальхи вăхăтра 16 пине яхăн ваканси пур. Ыйтăва çынсен çĕнĕ профессие вĕрентсе те, социаллă контрактсем урлă та, экономика аталанăвĕн планĕпе те, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе те татса пама тăрăшатпăр", — тенĕ вăл. Владимир Путин Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн докладне итленĕ хыççăн Чăваш Енри лару-тăрăва лайăх тесе хакланă. “Уйрăмах мана мĕн савăнтарчĕ-ха? Сирĕн, çĕршыври вăтам кăтартусемпе танлаштарсан, тухтăрсен йышĕ ытларах, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисенче иккĕмĕш сменăпа вĕренекен сахалрах, шкулчченхи вĕрентỹ учрежденийĕ нумайрах. Ĕçсĕрлĕх пирки каласан... Вăл, шел те, Раççейри вăтам кăтартуран кăшт пысăкрах. Статистика сирĕн патра кăна мар, пур çĕрте те улшăнчĕ. Кунта пысăк хăрушлăх çук. Ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелле кăна. Регионăн тепĕр çивĕч ыйтăвне, паллах, эсир хăвăр тĕллĕн татса параймастăр. Шыв объекчĕсем, гидротехника сооруженийĕсем... Ку енĕпе сирĕн çĕршыв Правительствипе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемелле. Эсир паян хускатнă ыйтусем, чăннипех те, пысăк пĕлтерĕшлĕ тата вырăнлă. Эпĕ сире пулăшма тăрăшăп. Чи кирли кунта _ наци проекчĕсене кĕме пултарни. Ку çул-йĕр инфратытăмне те, медицина учрежденийĕсен строительствине те пырса тивет. Эсир ыйтусем çырнине пĕлетĕп. Вĕсене тĕрлĕ ведомствăна, Правительствăна хушу парса ăсатăпăр. Мускаври ĕçтешсемпе пĕрле ĕçлĕр. Ăнăçу сунатăп”, — тенĕ çĕршыв Президенчĕ.