11 сентября 2020 г.
Вăхăт кĕр еннелле сулăнчĕ. Çанталăк самаях сулхăнлатрĕ. Трак ен уй-хирĕсенче те вырма ĕçĕсем финишалла çывхараççĕ. Иртнĕ ытларикун пирĕн тăрăхри чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри — тулли мар яваплă "Таябинка" Агрофирма" общество вырма ĕçĕсене вĕçлерĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе юнкун вара ĕç çине вĕçленĕ ятпа хуçалăхри ĕçченсем кĕрекене пухăнчĕç. Хастарсене саламлама ятарласа район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов килчĕ. Иртнĕ кунсенче райхаçат корреспонденчĕ Ю. Борисов обществăра пулчĕ, унăн ертỹçипе А. Поповпа курнăçрĕ. Корр.: Алексей Юрьевич, çак эрнере эсир вырма ĕçĕсене вĕçлерĕр. Хĕрỹ ĕç тапхăрĕ хыçа юлчĕ темелле. Мĕн пур тырă кĕлетре ĕнтĕ. Кăçалхи ĕç çине вĕçленĕ ятпа сире саламламалли кăна юлать. Трак енте акса-туса илекен тĕш тырăсен мĕн пур лаптăкăн 30 процентне эсир пурнăçлатăр-çке. А. П.: Тавтапуç. Кăçалхи вырмана палăртнă тапхăрта вĕçлерĕмĕр, çакăнта обществăри кашни ĕçченĕн сумлă тỹпи курăнать. Çанталăкĕ те юлашки тапхăрта ăшă та хĕвеллĕ кунсемпе савăнтарчĕ. Паян коллективра 60 çын ытла вăй хурать. Вĕсенчен пĕрне ырласа теприне хурлаймăн. Пирĕн мĕн пурĕ 6149 гектар çĕр. Вĕсенчен 5216-шне пĕрчĕллĕ культурăсем йышăнчĕç. Кăçал çуртрисене — 3186, кĕрхисене 2030 гектар çитĕнтернĕ. Çуркунне 1400 гектар çинче пысăк элита шутланакан çурхи тулă акса хăвартăмăр. Вăл кашни гектартан 45 центнер тухрĕ. Вырмана 9 комбайн хутшăнчĕ. Кăçал кĕлете 22150 тонна таса та типĕ тырă кĕчĕ. Иртнĕ çул 13 пин ытларах тонна çеç пулнăччĕ. Мĕн пур кĕлетсем уй-хир пуянлăхĕпе тулса ларчĕç. Кăçал çуркунне, пысăк тухăç пуласса кĕтнĕ пекех, 32 м сарлакăш, 65 м тăршшĕ ангар хута ятăмăр. Питех те кирлĕ пулчĕ вăл пире. Тата эпир горчицăпа, тминпа ĕçлетпĕр, вĕсене ют çĕршывсене ăсатма чылай хатĕрлесе хутăмăр. Эпир районта вăрлăхпа ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх пулнă май çак ĕç çине чылай тимлĕх уйăратпăр. Паян хуçалăхсене çитес çул акма пысăк элита сортсем сĕнетпĕр. Анчахрах хамăр та Чулхулапа Чĕмпĕр облаçĕсенчен тĕш тырăн пысăк элита сорчĕсене туянтăмăр. Пирĕн ырă йăла пур: эпир вăрлăха кĕркуннех тасатса ака стандартне лартатпăр. Паян ял хуçалăхĕнче патшалăх пулăшăвĕсĕр, хальхи вăхăт ыйтакан техникăсăр май çук. Тавах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаева. Çуркунне РФ Ял хуçалăх министерствин канашлăвĕнче аграрисене туяннă çĕнĕ техникăшăн 40 процентне каялла тавăрса пама пулнине пĕлтерчĕç. Олег Алексеевич та пире çакăнпа туллин усă курма сĕнчĕ. Кăçал эпир хамăрăн машинăпа трактор паркне тырă пухса кĕртмелли “ACROS-585” комбайнпа, урапаллă икĕ тракторпа, ЧДА-5М агрегатпа, БДП-6 дисклă сỹрепе, CELLI ENERGY 400 культиваторпа, УАЗ 220695-04 автомобильпе, вăрлăх им-çамламалли ПСК-15 агрегатпа, DLAgro манипуляторпа, НЕФАЗ 8560 прицеппа, хăй тĕллĕн çỹрекен ТУМАН-3 опрыскиватель-разбрасывательпе пуянлатрăмăр. Урăхла каласан, 34 млн тенкĕлĕх çĕнĕ техникăпа оборудовани туяннă. Сăмах май, пирĕн общество юлашки пилĕк çулта 100 млн ытла тенкĕлĕх çĕнĕ техникăллă пулчĕ. Халĕ ĕç кунĕнче кашни ĕçченпех раципе çыхăнма пултаратпăр. Çакă питех те меллĕ. Кунсăр пуçне мĕн пур техника çине паянхи вăхăт ыйтакан навигатор вырнаçтарнă. Вăл хăш уйра, мĕн тунине пĕлме май парать. Тата пысăк техника çинче автопилот та пур. “Уй-хир карапĕсенчен” чи кивви "ДОН-1500" шутланать. Ăна кăçалхи ĕç çине Карай тăрăхĕн каччи, пирĕн патăрта пĕрремĕш çул тăрăшакан Г. Фомин хатĕрлерĕ. Вырма умĕн хайхискерне "енчен те эсĕ кăçалхи вырмара çак комбайнпа 1500 тонна тырă тĕшĕлесе илетĕн пулсан, çитес çул сана çĕнĕ “уй-хир карапĕ” парнелемелле пулать” тенĕччĕ. Мĕн тетĕр, Геннадий хăйĕн сăмахне тытрĕ. Халĕ çĕнĕ уй-хир карапĕ туянас ыйту пирки шутлатпăр. Пирĕн патăрта ĕç вăйĕ улшăнса тăрасси çук тесен те йăнăш мар пулĕ. Ĕç укçи вăхăтра тỹлетпĕр тата вăл, ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлаштарсан, самаях пысăк. Дисциплинăна пăсакансем, ĕçе сăлтавсăр тухманнисем çук. Вĕсенчен кашниех хăй ĕçĕнче чăн-чăн профессионал. Хушнă ĕçе вăхăтра, тивĕçлипе, юратса пурнăçлаççĕ. Кăçал коллектива икĕ трактористпа пĕр водитель илтĕмĕр. Хĕрỹ тапхăрта ĕç кунĕ 6 сехетре пуçланать те таврана каç сĕмĕ çапичченех тăсăлать вăл. Ĕçченсене кунне виçĕ хут тỹлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр. Корр.: Алексей Юрьевич, çапах та паян уй-хир паттăрĕсен ячĕсене асăнмасăр май çук пулас. А. П.: Кăçалхи вырмара ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ О. Васильев, Э. Федоров, С. Филиппов, И. Петров, С. Михайлов, В. Филиппов, В. Иванов, И. Яковлев, Г. Фомин хăйсене шанса панă комбайнсене аван ĕçлеттерчĕç. "Уй-хир карапĕсем" патĕнчен тырă турттарнă çĕрте А. Филиппов, Д. Данилов, С. Александров (КамАЗ), В. Владимиров, В. Васильев, В. Арефьев, Г. Кольцов (Т-150К), В. Владимиров, П. Воронин (ЗИЛ), В. Григорьев, В. Петров (ГАЗ), пуянлăха кĕлетсене кĕртнĕ çĕрте В. Григорьев, Н. Васильев палăрчĕç. Ю. Федоров вырăнсене вĕри апат илсе тухрĕ, О. Кольцов уй-хире топливо турттарчĕ. О. Данилова, Т. Яковлева, Н. Михайлова поварсем тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. О. Здрок склад заведующийĕ, КЗСра тăрăшнă А. Васильев, С. Александров, Ю. Михайлов, А. Петров, В. Иванов, В. Романов, Ю. Шурешкин, ĕç çинче хăрушсăрлăхшăн яваплă пулнă А. Захаров хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçларĕç. Мĕн пур ĕçсене обществăн тĕп агрономĕ, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Е. Николаева йĕркелесе пычĕ. Корр.: Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса унăн никĕсне паянах хывса хăваратăр пулĕ? А. П.: Çапла, агротехникăлла кĕске срокра 2509 гектар çине кĕрхи культурăсене варăнтарса хăвартăмăр. Кĕрхи культурăсен усси пысăк. Кăçал вĕсем гектартан 51 центнер тухăç пачĕç. Кĕрхи культурăсене акассине икĕ сменăпа йĕркелерĕмĕр. Агрегатсене Ю. Васильевпа В. Романов, С. Семеновпа Д. Никитин ĕçлеттерчĕç. О. Чернов çĕр хатĕрлесе тăчĕ. Механизаторсем сивĕсем çитиччен мĕн пур лаптăк çинче кĕрхи çĕртме туса хăварма пăхаççĕ. Корр.: Эсир Трак енре “иккĕмĕш çăкăр” çитĕнтерекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Çулленех çĕр улми чылай лаптăк çинче туса илетĕр, сутса тупăшлă пулатăр. А. П.: Тĕрĕсех пулĕ. Кăçал “иккĕмĕш çăкăр” 202 гектар çинче япăх мар çитĕнчĕ. Механизаторсем хăйсене шанса панă “уй-хир карапĕсене” çуса тасатса хĕл каçма упраса лартма хатĕрлесе çитерчĕç. Кăштах каннă, сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн çанталăкĕ аван тăрсан паян-ыран çĕр улми кăларма тухатпăр. Эпир "ред леди", "саньява", "эволюшен" сортсене вăрлăхлăх лартса хăвартăмăр. Вĕсем аван çитĕнчĕç. "Беттина", "гала", "ред Скарлетт" гектартан 200 центнер ытла тухăç парасса шантараççĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" хĕл каçма хуратпăр, çуркунне енне сутатпăр. Корр.: Алексей Юрьевич, калаçушăн тав. А. П.: Хăвăра тавтапуç.