08 сентября 2020 г.
(В. Энжей çуралнăранпа 100 çул тултарнă май)
Ум сăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чылай-чылай пăркăчларĕ, хуçрĕ пирĕн халăха. Çавах та эпир çĕнтертĕмĕр, хапсăнчăк та ирсĕр, пỹтсĕр те хăрушă нимĕç эшкерне тĕпрен çапса аркатрăмăр. Тĕрĕсрех каласан, унăн тымарне тĕппипех кăкларăмăр. Çав тери пысăк, нихăçан сĕвĕрĕлми çухату тỹсрĕ манăн нумай нациллĕ, тус-тăванлă халăх. Вăрçă хирĕнче эпир çав тери ĕçчен, тăрăшуллă, пултаруллă тата талантлă ентешсене çухатрăмăр. Кăçал Тăван çĕршыва куçсен шăрçисене сыхланă евĕр, сывлăха, вăй-хала, çамрăклăха шеллемесĕр упранă тата чун-чĕре ăшшипе патриотла кăмăл-туйăмпа хỹтĕленĕ тата нимĕç эшкерне çапса аркатнăранпа 75 çул тултарнине чыслăн та ятлă-сумлăн уявларăмăр. Чăнах та, вăрçă хирĕнче çав тери пултаруллă, ыранхи шухăш-ĕмĕтлĕ, талантлă çыравçăсене çухатрăмăр. Трак ен, вăл пĕр чăмăра пухса, çыхăнтарса, хавхалантарса тăракан 89 ялтан сăвă-калав тата шỹтпе кулăш лаççинче хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрнă тата иксĕлми пултарулăхпа, вучах евĕр çунса тăракан çирĕп утăмпа ярса пусакан патвар тăватă ентеше кĕтсе илеймерĕ. Çав пĕчĕк йышра Марк Сергеевич Терентьев-Аттай (17. 04. 1905—1942, Çĕньял Упи), Илья Тихонович Соловьев-Супенькке Илли (2. 08. 1906—19. 08. 1943, Çĕньял Шетмĕ), Василий Никитич Никитин-Васькин (22. 02. 1917 — çу уйăхĕ, 1942, Шывпуç) тата Варфоломей Арсентьевич Арсентьев-Вархуш Энжей (25. 07. 1920—1941, Еншик) çыравçăсен ят-хушамачĕ тата вĕсен пултарулăхĕ вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕр манăçсăр, пирĕн чĕресенче упранать, вĕсен çамрăклăхри тата вăй питти тапхăрти поэзипе проза, сатирăпа кулăш лаççинчи таланчĕ халăх хушшинче сĕвĕрĕлмест, вуланать, хавхалантарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыв ирĕк-лĕхĕшĕн пуçĕсене хунă ентеш-çыравçăсем яланах сумлă хисепре, вĕсен çуралнă кунĕсене тата çавра цифрăсене тус-тăванла пухăнса, шăкăл-шăкăл калаçса тата аса илсе палăртасси çирĕп йăлара пирĕн. Ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче уйрăмах районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх (правлени председателĕ И. Прокопьев-Чураль) тата ЧНКан районти уйрăмĕ (председателĕ Зинаида Михайлова) творчествăлла пуçарулăхпа ĕçлеççĕ, хăйсен тавра Трак тăрăхĕнчи çыравçăсене тата актива таччăн явăçтараççĕ. Сăмах май, çулленех юбилярсене — çыравçăсене, композиторсене, ỹнерçĕсене тата юрăçсемпе артистсене манмасăр “Янкас вулавĕсен” конференцине йĕркелесси çирĕп йăлана кĕчĕ тата вĕсен паллă кунĕсем пирки ятарлă статьясем е кăларăмсем кун çути кураççĕ район хыпарçинче. Ку тĕлĕшпе Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕпе ЧНКан районти уйрăмĕн канашĕ ятарлă ĕç планĕ çрĕплетеççĕ тата черетлĕ çулталăкри вулавăн яваплă çыннисене е доклачĕсене палăртаççĕ. Асăнма кăмăллă: районти тĕп библиотека тытăмĕ те (краеведени уйрăмĕ, заведующийĕ Светлана Гурьева) çỹлерех асăннă правленипе тата ЧНК уйрăмĕпе çума-çумăн тăрса ĕçлет. Тата çакна каласшăн: вырăнсенче, сăмахран, Трак тăрăхĕнчи паллă çынсене, çав шутра çыравçăсене те, аса илсе Асăну хăмисене вырнаçтарасси, астăвăм каçĕсене йĕркелесси йăлара пирĕн. Хăйсен сумлă ентешне çыравçăсем, вĕренекенсем тата ял-йыш сума сăваççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. ÇĔрпỸре Çунат сарнă Вăхăчĕ хăй сиккипе хăвăрт васкать. Ĕнерхи, виçĕм кунхи вăхăт тĕлĕкри пек кăна. Ăçта васкатăн, вăхăт? Чарăн-ха кăштах, сывлăш çавăр. Çук, çав. Вăхăт вара асаилỹсен саманчĕсемпе çыхăннă. Кашни самант, шухăша каятăн та ырă тĕл пулупа, асра юлакан сехетпе, манăçми минутпа ырă йĕр хăварать. Маншăн асра юлакан самант хамăн ентешпе, РФ çыравçăсен Союзĕн членĕпе (1994), Кĕрекаçра çуралса ỹснĕ Филипп Андреев çыравçăпа (1. 09. 1919—5.10.2014) çыхăннă. Унпа пĕрле пĕчĕк Услантăр юхан шывĕ хĕрринчи ялти тĕп килте Трак тăрăхĕнчи çыравçăсем тавра сыпăнтаратпăр сăмахăма. — Пĕлетĕр-и, — хăмăр куçĕсемпе шăтарасла пăхать ентешĕмĕр. — Вархуш Энжее пĕлместĕр вĕт-ха хальлĕхе. Пĕлместĕр... — Тĕрĕсех. Пĕлместĕп. Кам-ши вăл? — ыйтуллăн пăхрăм çыравçăна. — Уçăмлăхне пĕлтер эппин. Сумлă вĕрентекен, çыравçă, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕччен тăватă кĕнеке кун çути кăтартнăскер, çав шутра уйрăмах “Чĕмпĕр çути” (1980) хăйĕн çывăх тус-юлташĕ тавра калаçăва сыпăнтарчĕ. — Варфоломей Арсеньевич Арсентьев (Энжей) манран пĕр çул кĕçĕнрех, 1920 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере — иккĕмĕш, тепри — Катя, кĕçĕнни Дмитрий ятлă. Чи асли Елизавета, хăйсен ялне, Еншике, качча тухнă. Лизăн ачисенчен пĕри, чăн та, поэт, Энжей пекех пулса тухнă. Юрий Петров-Вирьял пирки сăмах пырать, — аса илнĕччĕ Ф. Андреев. — Унпа епле çывăхланни çинче те чарăнам. Вархуш Энжей 1927 çулта Еншикри шкулта пĕлỹ пухнă. Вăл виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех Апполон Федоров вĕрентекенĕн литература кружокне çỹренĕ. Алăпа çырса “Калта” журнал калăпланă сăвă-калав тусĕсем. Вархушăн туртăм вăйĕ сăвă çырас енне туртăннă çав. 1935 çулта, акă, районти “Колхозник” хаçатра В. Арсентьев хушаматпа пуçласа сăвă йĕркисем вырăн тупаççĕ. Еншик шкулĕн тăватă класĕ хыççăн Супар шкулне çул такăрлать. Ун хыççăн учитель пулас ĕмĕт-шухăшпа Çĕрпỹри педучилищĕне вĕренме кĕрет. — Тĕрлĕ районсенчи шкулсенчен çичĕ çул вĕренсе тухнă çамрăксем 1936 çулхи кĕркунне Çĕрпỹри педагогика училищине пухăннă. Экзаменсене ăнăçлă тытнисен йышĕнче Варфоломей та пур. Ку пирĕншĕн телей пулчĕ-тĕр: унпа пĕр ушкăнах лекнĕ эпĕ. Хамăр тата литературăпа кăсăкланнине пĕр-пĕрне систертĕмĕр, — аса илнĕччĕ Кĕрекаç çыравçи. — Сăвăсем çырсан пĕрле ларса вулаттăмăр. Çĕрпỹре пĕлỹ илнĕ тапхăртах Вархуш Энжей пуçарнипе “Çулăм” ятлă журнал кăларма тытăннă. Çулăм чĕреллĕ çамрăксем ытларах пулччăр тесе ятне те çапла хунă ĕнтĕ. Вархуш Энжейпа пĕрле вĕреннĕ, пĕрле ларса сăвăсем çырнă, Çĕрпỹ паркĕнче уçăлса çỹренĕ самантсене Ф. Андреев район хаçачĕн 1991 çулхи 65-мĕш номерĕнчи “Ĕмĕр манми янташăм” статьяра тĕплĕн те уçăмлăн çырать. — Çапла виççĕн утатпăр паркри çулпа. Энжей, эпĕ тата хамăрпа пĕрле вĕренекен хĕр — Маруççа, Куславкка районĕнчи Криуш ялĕнчен. Пĕрин хыççăн тепри сăвăсем вулатпăр: Вун çиччĕре чĕре таппи Çурта пек хĕршĕн çунтарать... Эпĕ каларăм кăна, такам çырнă сăвва аса илсе. — Эй, мĕн çын çырнисемпе лăпланатпăр, хамăр шăрçалар, — тет Энжей. — Пĕлетĕр-и, Маруççа, мĕнле çырăнать сăвă? Акă, эпĕ пĕр йĕрке калатăп, тепĕр йĕркине Хелкей калать (ун чухне манăн хушма ят çаплаччĕ). Çỹçỹ санăн сарă пурçăн Кăтралатчĕ çил ăна. Шăнкăр шыв пек сассу уçă, ÇыравÇăсен хакĔ Хаклă сăвăç-ентешĕмĕрĕн кун-çулĕ çав тери кĕске пулчĕ çав. Унăн творчествăри пултарулăхне Трак ен çыравçисем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем манăçа хăвармаççĕ, сăввисене вулаççĕ, халăх умне кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, 1975 çулхи “Тăван Атăл” журналăн 7-мĕш номерĕнче В. Энжейăн çулĕ-йĕрĕ çинчен “Юрă пуçламăшĕ” статья кун çути курнă. Унăн авторĕ — М. Юрьев-Нямань журналист (10.10. 1910 — 7. 05. 1980). 1990 çулхи августăн 25-мĕшĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçатăн 102-мĕш номерĕнче Именкассинчи К. Шачкин çыравçă-тĕпчевçĕн (2. 01. 1934) В. Энжей çуралнăранпа 70 çул çитнине халалласа “Çăлтăрсен йышĕнче” статья сăн ỹкерчĕкпех пичетленнĕ. 1995 çулхи утă уйăхĕнче райхаçатра Шетмĕ Михали поэт-çыравçă (29. 06. 1933 — 31. 01. 2020) В. Энжей çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май “Вăхăтсăр сỹннĕ талант” тĕпчев ĕçĕпе савăнтарнă. В. Энжей салтак-çыравçăн пултарулăхĕ тавра çыхăнтарса Еншик Чуллă тăрăхне аван пĕлекен В. Данилов-Тавкил журналист-тĕпчевçĕ (24. 02. 1957) çемье архивĕпе усă курса райхаçатра статьясем вырăн пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вархуш Энжей псевдонимĕ мĕнле ят-пулăмпа çыхăннă-ха? Кун пирки çакна каламалла. Ял çывăхĕнчи тарăнах мар варти Енше ятлă çăл куçпа туслă пулнă, сиплĕ шыв патне унта çỹренĕ Вархуш. Мĕншĕн-ха Энше? Яла никĕслекен арçыннăн савни ячĕ вăл. Еншикре çуралса ỹснĕ, çав тери пултаруллă та талантлă сăвăçăмăрăн, паттăр салтакăн ячĕ вилĕмсĕр, чĕрĕ. Ф. Андреевпа К. Шачкин çыравçăсем туллин хак панă евĕр: “Çĕршывĕпе паллă поэт пулатчĕ вăл. Çăлтăрсен йышăнчеччĕ”. Хамăн историллĕ очерка В. Энжейăн пĕр сăввинчи йĕркесемпе вĕçлесшĕн: Юрлас килет телейлĕ пурнăçра, Ир те, каç та ывăнма пĕлмесĕр... Тыткăнларĕ вăл мана... Çапла сăвă йĕркелерĕмĕр, — çырать Ф. Андреев асăннă статьяра. — Çĕрпĕве Валерий Чкалов килсе кайнă хыççăн та пĕр каçхине Энжей мана çак паттăр çинчен çырнă сăввине вуласа пачĕ. Сăвăсемсĕр пуçне Вархуш Энжей калавсем те çырнă, вырăсларан чăвашла куçарас çĕре те тỹпе хывнă. Сăмахран, вăл К. Чуковскин “Доктор Айболит” кĕнекине куçарнă, ăна Куçма Чулкаçăн ĕç сĕтелне çитернĕ. Шел, темĕн сăлтава пула вулакан патне çитеймен çав куçару ĕçĕ. В. Энжей 1937 çулта литература ĕçне çанă тавăрсах кỹлĕнет. Вăл тăван чĕлхене юратса унăн ани çине тĕшĕллĕ, тутă вăрлăх акма ĕмĕтленет. Таланчĕ пурри шалти чун-чĕрери пултарулăха татах аталантарма, вăй хума хистет ăна. Уйрăмах сăвă-калав ытамне парăннисем хăйсен хайлавĕсене, тĕрĕссипе ал çырăвĕсене, “Çулăм” журналта кун çути кăтартассишĕн çине тăнă. Тăван чĕлхен вăрттăнлăхне шалти туйăмпа хакласа йышăнни хăйĕн тутă çимĕçне кỹнех çав. “Çулăм” кружокра В. Энжей евĕрех тепĕр çичĕ автор та тупăшнă, çавах та çулăм чĕрелли Вархушах пулнă ĕнтĕ. 1938 çулхи çуркунне Çĕрпỹри çулăмçăсен, литература пĕрлешĕвĕн йышĕнче Шупашкарти писательсен пĕр ушкăнĕ пулса курнă. Çав йыша Я. Ухсай, А. Эсхель, И. Ивник, И. Тукташ, Уйăп Мишши, К. Чулкаç тата И. Малкай кĕнĕ. Чăваш çыравçисен ĕçĕ-хĕлĕ пирки С. Ялавин тухса калаçнă. Хăнасем умĕнче хастар Вархуш сăвă хыççăн сăвă каланă. Анчах та 1937 çул тăван литературăн тĕшĕллĕ ани умне тăнисене, алла çурла тытнисене çăмăлах килмен çав. Хаçат-журналсенче “халăх тăшманĕсем” тесе хăш-пĕр писательсемпе поэтсене арестлени çинчен час-часах хыпарланă. Асăрханулăха, тимлĕхе ỹстерме тивнĕ вара... В. Энжей “Çамрăк большевик”, “Чăваш коммуни” хаçатсенче хăйĕн сăввисене тăтăшах пичетлет. Тата “Тăван Атăл”, “Ялав”, “Хатĕр пул” журналсенче те вырăн панă ăна. Унăн шалти, поэзи лаççинчи кăмăл туртăмĕ туслăхпа юратура, тăван çут çанталăкпа тата патриотла туйăмпа Тăван çĕршыва юратнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, “Вĕçленмен юрăсем”, “Сарă хĕр”, “Салтака каятпăр”, “Вăйă картинче”, “Юрлас килет ман аслă çĕршывра” тата ыттисем те çакна çирĕплетеççĕ. Ентешĕмĕр 1939 çулта çулла алла диплом илсен учитель профессийĕпе Çĕньял Упири, Еншик Чуллăри шкулсенче тăрăшнă. Кĕркунне, тĕрĕсрех каласан, 1941 çулта, чỹк уйăхĕнче, В. Энжей Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Шел, вăрçă тухнă çулах, çирĕм урлă каçнă каччă Тăван çĕршыва хỹтĕлесе паттăррăн пуçне хунă.
Г. Ефимов-Тусли.