08 сентября 2020 г.
Учеба, здравствуй! Школа, здравствуй! Идем за знаниями в поход. Сегодня праздник — школьный праздник, Встречаем мы учебный год! Çакăн пек сăвăсем янăрарĕç Пĕлỹ кунĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Красноармейскинчи вăтам шкулта. Ăшă та савăк çу кунĕсем, çавăнпа пĕрлех çуллахи каникул тапхăрĕ хыçа юлчĕç. Акă, çĕнĕ 2020—2021 вĕренỹ çулĕ çывхарса çитрĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа Красноармейскинчи вăтам шкулта савăк линейка пулса иртрĕ. Кăçал кунта парта хушшине 373 ача ларать, вĕсенчен 30-шĕ пирвайхи хут шкул урати урлă каçать. Савăк, кăмăла çĕклекен кĕвĕсем янăраççĕ. Кашнийĕнех кăмăлĕсем çĕкленỹллĕ. Мĕншĕн тесен вĕренекенсем те, учительсем те пĕр-пĕринпе чылай хушă тĕл пулман-çке. Шкул директорĕ С. Гаврилова ашшĕ-амăшĕсене, пирвайхи хут парта хушшине ларакансене, кăçал шкултан вĕренсе тухакансене ăнăçу, ырăлăхпа ăш пиллĕх сунчĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав янăраса каять. Пĕрремĕшсемпе вун пĕр-мĕшсем классене саланаççĕ. Асăнупа мухтав çулталăкĕ пынă май класс ертỹçисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа, Чăваш Енре Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне аса илсе Паттăрлăх урокĕсем ирттерчĕç.
А. Правдина.