04 сентября 2020 г.
Театр — кулăш та, куççуль те, вăл чăн-чăн пурнăç...
Красноармейски районĕ, Трак ен тăрăхĕ, кунран-кун хитреленсе те çĕнелсе пырать. Район центрĕнче вырнаçнă культура çурчĕ хăйĕн илемĕпе те капмарлăхĕпе аякранах çынсене хăйĕн патне туртать. Паянхи кун унта наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Халĕ кунта ачасене те, аслисене те аталанма та, юрлама та, ташлама та, халăх театрĕнче выляма та условисем аванланаççĕ. Сăмах май, шăпах паянхи калаçăва эпĕ Красноармейски районĕн тĕп культура çурчĕ çумĕнче ĕçлекен халăх театрĕн ертỹçипе пуçлатăп. К.И. Васильевăна районта кăна мар, республикăра та, Чăваш Ен тулашĕнче те питĕ лайăх пĕлеççĕ. Клавдия Ильинична — ĕç ветеранĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ. Пултаруллă ентеш сăвăсем те шăрçалать, вăл “Чее хĕвел”, “Тăван тавралăх”, “Шан, ĕнен, юрат”, “Тавах сана, ман ирĕк шухăш” кĕнекесем кăларнă. Унăн хайлавĕсем, статйисем “Хыпар”, “Чăваш хĕрарăмĕ”, “Ял пурнăçĕ” хаçатсенче, “Тăван Атăл” журналта пичетленсех тăраççĕ. Красноармейски районĕнчи тĕп культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ 1967 çулта йĕркеленсе кайнă. Паллах, пуçласанах вăл драма кружокĕ кăна пулнă, каярах “Халăх театрĕ” ята илнĕ, чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, пултарулăх ĕçĕнче çитĕнỹсем тунăшăн Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн хисеплĕ ятне панă. Хăй вăхăтĕнче ăна Юрий Данилов, Надежда Николаева та ертсе пынă. Мĕнпе сывлать хальхи театр, малашнехи мĕнле тĕллевсемпе пурăнать вăл — çак тата ытти ыйтусем çине хурав тупас тесе кунта çур ĕмĕр ытла вăй хуракан режиссер шухăшĕсемпе кăмăлпах паллашрăм эпĕ.
— Клавдия Ильинична, мĕн вăл Сирĕншĕн театр?
— Театр вăл — кулăш та, куççуль те, вăл — чăн-чăн пурнăç. Чĕртсе ăш пил çын чĕринче, Сиплетпĕр тунсăх чирĕнчен. Е драма, сценка е камит-и — Куракансем кĕтеççĕ питĕ, — теççĕ Красноармейски районĕн тĕп культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн артисчĕсем.
— Эсир Канаш районĕнче çуралса ỹснĕ. Шăпа Сире Трак тăрăхне мĕнлерех илсе çитернĕ?
— Чăнах та, шăпа мана илемлĕ вырăна, Шетмĕпе Çавал юхан шывĕсем юхса выртакан Трак тăрăхне илсе çитерчĕ. Кунта çуралса ỹснĕ мăшăрăмпа çемье çавăрсан Красноармейскине куçса килтĕмĕр.
— Эсир — çап-çамрăк илĕртỹллĕ пике, ĕç кĕнекин пĕрремĕш страницине тин кăна çырма пуçланăскер. Сире театрта выляма халăха пуçтарма, тĕрлĕ çынсемпе ĕçлеме йывăр пулнă пулĕ?
— 1967 çулта эпĕ Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи театр уйрăмне вĕренсе пĕтертĕм. Каярахпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ пухрăм. Трак тăрăхне килсессĕнех театр çинчен асра та пулман, коллектив та çукчĕ, кружок та ĕçлеместчĕ. Паллах, çак ĕçе пуçарса яма çăмăлах пулмарĕ. Тахçан маларах пулнă тетчĕç-ха ăна. Унта вăй хунă çынни урăх çĕре ĕçлеме куçнă терĕç. Çапла 1967 — 1978 çулсенче театр коллективĕсемпе ĕçлекен методистра тăрăшрăм. Хам юратнă ĕçе, хам юратнă вĕренĕве аталантарас тесе эпĕ драма кружокĕ йĕркелесе ятăм. Унăн ĕçне хам юратакан спектакльпе пуçларăм. Ф.П. Павлов çырнă “Ялта” драма мана тахçанах килĕшетчĕ. Эпĕ ăна яланах тĕлĕнмелле юратса пăхаттăм. Ача чухнех, тахçан, ялти кружоксенче вылянă чухне Йăскар рольне те выляма лекнĕччĕ. Çавна кура эпĕ кунта килсен çавăнтан мана питĕ килĕшнĕ драмăпа ĕçлеме пуçларăм. Пултаруллă çынсене хам тавралла пуçтартăм. Чăн та, питĕ выляс текен çынсем те тупăнчĕç. Çак спектакльпе, “Ялта” пьесăпа, нумай çĕре çỹресе çынсене кăтартса савăнтартăмăр. 1977 çулта Элĕк районĕнче иртекен фестивале кайни те куç умĕнчех. Геннадий Пласкинăн “Пĕр çемьере” спектакле халăх умне кăларса 1-мĕш вырăн илме пултартăмăр. Шăп çавăн чухне мероприятие Г. Пласкин хăй те пынă. Фестиваль вĕçленсен Геннадий Александрович: “Эпĕ тĕлĕнсе кайрăм, — терĕ. — Пĕчĕк пьесăран çакăн пек пысăк та хитре спектакль йĕркелесе çитернĕ эсир. Тавах сире!” — тени пире татах та хăпартлантарса ячĕ. Çапла пуçланса кайрĕ те ĕнтĕ пирĕн чăн-чăн театр пурнăçĕ.
— “Халăх театрĕ” ята илме театрăн пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕпе çирĕппĕн те пархатарлăн утмалла. Мĕнле спектакльпе Эсир жюрисен чун-чĕрине тыткăнларăр?
— Театр йĕркеленнĕренпех эпир республикăри ытти районсене те, ун тулашĕнчи тăрăхсене те çитсе килетпĕр. Темиçе хут та Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчи К.В. Иванов çуралса ỹснĕ Слакпуç ялĕнче, Миякки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче тĕрлĕ спектакльсемпе пултăмăр. Çĕрпỹ, Вăрмар, Канаш, Йĕпреç, Муркаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Вăрнар, Çĕмĕрле, Шупашкар тата ытти районсенче те залра ларакансене комедисемпе култартăмăр та, савăнтартăмăр та, драмăсемпе хурлантартăмăр... Пире тăрăшса ĕçленине кура “Халăх театрĕ” ятне парассипе сăмах тапратрĕç. 2000 çулта кунта комисси килчĕ, жюри членĕсем тĕплĕн пăхса тухса пирĕн ĕçе хакларĕç. Çапларах пирĕн коллектив Ф. Павловăн “Ялта” драмипе “Халăх театрĕ” ята хỹтĕлерĕ.
— Эсир ертсе пыракан театрăн репертуарĕ питĕ анлă та пуян. Çулсеренех çĕнĕ спектакльсемпе халăха савăнтаратăр. Сирĕн коллектива ытларах мĕн çывăх?
— Эпир куракансен умне тĕрлĕ спектакльсемпе тухма тăрăшатпăр. Çавăнпа та пирĕн репертуарта камитсем те, драмăсем те, пьесăсем те пур. Г. Красновăн “Ир такăнсан — каçчен”, “Хăмла”, А. Чебановăн “Вĕлтрен кайăкĕ”, “Тарçă”, А. Никитина-Суханăн “Вĕрентеççĕ арăмсем”, А. Зайцевăн “Хĕрарăмсем”, Юхма Мишшин “Уйăх тулнă каç” (“Вăрçă суранĕ”), Тихăн Петĕрккин “Çĕрлехи çиçĕм”, “Ничава Хĕветĕрĕ”, П. Осиповăн “Ылханлă йăх”, “Икĕ каччăн пĕр шухăш”, Н. Сидоровăн “Шупашкарти савни”, “Шăматкун каçхине”, “Юрату — шỹт мар”, “Çеçке çурчĕ юрату”, Мунча Мишшин “Кăмака çинче ларса качча каяймăн” тата ытти спектакльсемпе те халăха савăнтаратпăр. Вĕсен хушшинче пире пултаруллă драматургăн — Н. Сидоровăн — камичĕсем килĕшеççĕ. Кашни спектакль — камит-и вăл е драма — хăйне май чуна çывăх. Пирĕн артистсем каланă тăрăх, кашни спектакль, кашни роль, кашни сăнар чунра савăнăç, тарăн йĕр хăвараççĕ. Чăн та, пултаруллă артистсем. Кашни спектакльте хăйĕн ĕмĕр вăхăчĕпе çыхăннă япаласемпе усă куратпăр: декорацисем те, çав вăхăтри костюмсем те, япаласем те, чашăк-тирĕксем те... Костюмсене хамăрах хатĕрлетпĕр, çĕлетпĕр. Кашни спектакльтех унăн шухăшĕсене уçса паракан юрă-кĕвĕсемпе усă курма тăрăшатпăр. Спектаклĕн мĕнле пуçланмаллине, вĕçленмеллине шута илсе, мĕнле сăнара уçса памаллине шута илсе янăракан юрăсемпе туслă эпир. Кĕввисем, чăнах та, хăш чухне çав спектакльсенче чуна тивмелле те питĕ илемлĕ, вырнаçуллă кĕрсе юлаççĕ. Кайран спектакль вĕçленсен: “Ах, çак юрăсене ăçтан тупнă эсир? Пире те парăр-ха”, — ыйтаççĕ куракансем. Сцена çине тухма эпир пĕрле хатĕрленни мана питĕ савăнтарать. Театрта вылякансене чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Пирĕн репертуарта чун-чĕре витĕр аланса тухакан, чĕре варринче тăрса юлакан спектакльсем те пур. Уйрăмах вĕсенчен Ф. Павловăн “Ялта”, В. Синичкинăн “Салтак амăшĕ”, М. Михайлован “Шăпа”, Юхма Мишшин “Уйăх тулнă каç” палăртмалла.
— Театрта выляма, сцена çине тухса хăйсен пултарулăхĕпе халăха паллаштарма ытларах камсем çỹреççĕ? Çамрăксем пур-и?
— Вылякансем хушшинче тĕлĕнмелле пултаруллă çынсем пур. Кунта çỹрекенсем хăйсемех юрлама та, ташлама та, купăс калама та, култарма та пултараççĕ. Вĕсем спектакльсене хăйсен витĕр кăларса, сцена çинче пурăнса выляççĕ: Геннадий Сергеев, Галина Михайлова, Наталья Соколова, Алина Иванова, Ирина Соколова, Надежда Филиппова, Надеждăпа Алексей Николаевсем, Людмила Игнатьева, Юрий Филиппов, Геннадий Яковлев, Николай Артемьев, Людмила Архипова, Вера Петрова, Раиса Степанова, Ирина Павлова, Виссарион Чернов, Анастасия Козлова, Людмила Маркова, Анна Игнатьева, Ольга Терентьева, Юрий Терентьев, Максим Терентьев, Ардальон Алексеев, Дмитрий Леонтьев, Виктор Николаев, Кирилл Захаров тата ыттисем те.
— Театр хăйĕн чаршавне пĕрремĕш хут çĕкленĕренпе, куракансене хăйĕн алăкне уçса зала кĕртнĕренпе пĕр сиктермесĕр тенĕ пек çỹрекенсем те пур, паллах?
— Паллах, чылайăн вĕсем: Геннадий Сергеевич Сергеев, Галина Евлупьевна Михайлова, Алина Александровна Иванова, Ирина Аркадьевна Павлова, Вера Николаевна Петрова, Раиса Андреевна Степанова, Юрий Тимофеевич Филиппов. Çапах та чи аслине Г. Сергеева палăртас килет. 1975 çулта Красноармейски районне куçса килнĕ милици майорĕ 1976 çултан пуçласа паянхи кунччен те сцена çинче вылять. Тавах Турра! Унпа эпĕ мĕнле тĕл пулса калаçнă хыççăнах килĕшрĕ вăл: “Унччен те эпĕ спектакльсенче вылянă çын”, — терĕ. — “Манăн çав тери выляс килет. Эпĕ сирĕн пата çỹреме пуçлатăп”, — тенине паянхи кун та астăватăп.
— Клавдия Ильинична, Сирĕн педагогика стажĕ чылай çулпа танлашать... Эсир шкулта ачасене пĕрремĕш сас палли çырма, шутлама, вулама, сăвăсене илемлĕн калама вĕрентнине пĕлетĕп. Апла пулсан, шкул ачисене те театра явăçтаратăр?
— Эпĕ ачасемпе 36 çул шкулта ĕçлерĕм. Кĕçĕн класри ачасене çеç мар, аслă классене те вĕрентрĕм. Çавăнпа та эпĕ вĕсемпе туслашма тăрăшаттăм. Паянхи кун та эпир пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура тăратпăр. Районти культура çуртĕнче 2013 çултан пуçласа “Хунав” ача-пăча пултарулăх коллективĕ — халăх театрĕн спутникĕ ĕçлет. Унта Денис Александров, Диана Андреева, Константин Афанасьев, Августина Борисова, Валерий Горбунов, Никита Гурьев, Ангелина Данилова, Анастасия Ефимова, Кирилл Захаров, Даниил Иванов, Елизавета Кириллова, Анастасия Козлова, Дмитрий Леонтьев, Валерия Матвеева, Екатерина Сергеева, Диана Степанова, Даниил Филиппов, Максим Янковский пултаруллă та хастар шкул ачисем çỹреççĕ.
— Районта та, республикăра та, Чăваш Ен тулашĕнче те тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Клавдия Ильинична, Эсир ертсе пыракан театр пĕрре мар малти вырăнсем йышăнать. Вăрттăнлăхĕ мĕнре пытанать-ши?
— Чи аслă мероприяти пирĕншĕн — драма коллективĕсен “Мухтав ахрăмĕ” республика шайĕнчи фестиваль. Сцена çине Юхма Мишшин “Уйăх тулнă каç”, “Салтак амăшĕ” спектакльсемпе тухрăмăр. Республика шайĕнче иртнĕ Аслă Çĕнтерĕве халалланă агитбригадăсен “Сталинградская битва — наша Победа” фестиваль-конкурсĕнчен Дипломсемпе таврăнтăмăр, лауреат пултăмăр. “Всегда театр”, “Çирĕп пирĕн çунатсем!”, “Несĕлсен сăвапĕ”, “Родники России” тата ытти фестиваль-конкурссенче хутшăнса çĕнтерỹçĕ, лауреат ячĕсене тивĕçрĕмĕр. Пирĕн театрăн чылай Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем упранаççĕ — асăнса пĕтереес те çук. Театра питĕ пултаруллă ял артисчĕсем çỹренине тепĕр хут палăртса хăварас килет манăн. Хăйсен ролĕсене чунĕ витĕр кăларса выляççĕ, сцена çинче пурăнаççĕ тейĕн вĕсем. Акă, “Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан” номинацие Л. Архипова, И. Павлова, А. Игнатьева, “Арçын рольне чи лайăх вылякан” номинацие Н. Артемьев çĕнсе илчĕç. “Çирĕп пирĕн çунатсем!” фестивальте “Художественное слово” номинацире Г. Сергеев 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ача-пăчан “Хунав” уйрăмне республика шайĕнче иртнĕ “Юмах çăлкуçĕ” фестивальте “Лучший юношеский театральный коллектив” номинацире III степеньлĕ, “Лучший молодежный спектакль” номинацире I степеньлĕ Дипломсемпе чысланă. Аня Игнатьева “Раççей Чăваш пики-2019” конкурсра “Çивĕч ăс-тăнлă пике” номинацире çĕнтерчĕ. Халăх театрĕ çумĕнчи ачасен студийĕ республикăри ачасемпе çамрăксен “Мельпомена асамĕ” фестиваль-конкурсра та темиçе хут пĕрремĕш степень лауреачĕн ятне илнĕ, çавăн пекех вăл “АВАНсценăра”, “Юмах çăлкуçĕ” фестивальте малти вырăнсене тухнă. Диана Степановăна “Лучший исполнитель женской эпизодической роли (девичий состав)” номинацире I степеньлĕ, Кирилл Захарова “Лучший исполнитель мужской эпизодической роли (юношеский состав)” номинацире III степеньлĕ, Даниил Иванова “Лучший исполнитель мужской роли (юношеский состав)” III степеньлĕ Дипломсемпе чысланă. Дмитрий Леонтьев та “Всегда театр” конкурсра “Лучший исполнитель мужской роли” номинацире çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçнĕ. СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ конкурсра Анастасия Козлова, Анна Игнатьева, Кирилл Захаров çулсеренех малти вырăнсем йышăнаççĕ. Эпир пуçарса янипе 1941 — 1945 çç. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине асра тытас тĕллевпе тата Совет халăхĕ фашизма çĕнтерни 75 çул çитнине палăртса Трак районĕнче “Аслă Çĕнтерĕве — тайма пуç!” пысăк пĕлтерĕшлĕ театр, музыкăпа поэтика марафонĕ иртрĕ. Унта Красноармейски районĕнчи клуб учрежденийĕсен драма коллективĕсем питĕ тăрăшса палăрчĕç. Кăçал та, акă, мероприятисене хутшăнма тăрăшрăмăр. Карантина пула вĕсем дистанци мелĕпе иртрĕç пулсан та, пирĕн коллектив асĕнче юлчĕç вĕсем. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă “Салют Победы” фестиваль-конкурсра “Театрализованное представление” номинацире II степеньлĕ лауреат пулса тăтăмăр. “Хунав” ушкăнпа “АВАНсценăра” Л. Толстой çырнă “Виçĕ упа” юмахĕпе палăртăмăр. К. Тукайăкĕн “Сталинград — икçĕр кун та икçĕр каç — нихăçан асран тухмасть” музыкăпа илемлĕх композицине Анна Игнатьева чуна тивмелле илсе çитерчĕ. Чăваш автономи облаçне йĕркелени 100 çул çитнине халалланă “С чего начинается Родина?” фестивале нумаях пулмасть Г.С. Сергеев милици майорĕ, халăх театрĕн артисчĕ пирки ỹкернĕ видеоролике ярса патăмăр. Çапларах пурăнать пирĕн театр. Малашнехи тĕллевсем питĕ пысăк пирĕн.
— Сăмаха вĕçленĕ май, Клавдия Ильинична, театр тусĕсене, куракансене, хаçат вулакансене мĕн сунатăр?
— Малашлăхра эпир театрăн пултаруллă та тĕлĕнтермĕш артисчĕсене, хисеплĕ те сумлă, пархатарлă ентеш-кураканăмăрсене, республикăри пур районсенчи тата ун тулашĕнчи театра юратакансене пĕтĕм чĕререн ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, чунра хаваслăх, çитĕнỹсем тата вăрăм кун-çул сунатпăр.
Т. Филиппова калаçнă.