АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ

04 сентября 2020 г.

Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ

Иртнĕ ытларикун, Раççейри пекех, Трак енри шкулсенче те пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлỹ кунĕнче районĕпе 1900 ытла вĕренекен, çав шутра 128-шĕ пирвайхи хут, парта хушшине ларчĕç. Паянхи вăхăт ыйтнине кура савăнăçлă линейкăсене кĕске форматпа йĕркелерĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Трак вăтам шкулĕнче савăнăçлă линейкăна кăçал пуçласа шкула килекенсене тата ку вĕренỹ çулĕнче шкулпа сывпуллашакансене халалларĕç. Параппансен хаваслă сасси янăраса каять. Уява шкулти “Яковлев хунавĕсен” тата “Раççейри вĕренекенсен юхăмĕн” ялавĕсене илсе кĕреççĕ. Раççей гимнĕ мăнаçлăн янăранă май вĕренỹре тата общество ĕçĕнче хастар вĕренекенсен ушкăнĕ çĕршыв ялавне çĕклет. Кăçал Трак шкулĕнче 68-ăн пирвайхи хут парта хушшине лараççĕ. Вĕсен кашнин аллинче чĕрĕ чечексем. Пĕрремĕш классене Л. Голубева, Н. Данилова тата В. Киргизова пĕлỹ парĕç. — Паян — чăн-чăн уяв, Пĕлỹ кунĕ, — терĕ шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ И. Федорова. — Кăçал пирĕншĕн тата тепĕр пысăк праçник, Трак шкулне никĕсленĕренпе 130 çул çитет. Эпир ачасене шкулта лайăх вĕренме условисем туса парас тĕллевпе уйрăм ĕç турăмăр. Шкулта иртнĕ çул 7 млн, кăçал 14 млн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Ку ĕçе çитес çул тата малалла тăсма палăртатпăр. 2020-2021 вĕренỹ çулĕнче парта хушшине пирвайхи хут ларакансене мĕн пур лайăххине сунса чун-чĕререн саламлатăп. Вĕсене пĕлỹ керменĕнче çĕнĕлĕхсемпе пуян, кăсăк та илĕртỹллĕ пурнăç кĕтĕ. Вун пĕр-мĕшсем вара пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленеççĕ. Ăнăçу сире! Пĕрремĕшсем сăвăсем вуласа саламлаççĕ. Аслисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Хумхануллă самант çывхарать. Вун пĕрмĕ-шĕнчи Дмитрий Филипповпа пĕрремĕшĕнчи София Гордеева йăс шăнкăрав янратаççĕ. Пĕрремĕшсем хăйсен вĕрентекенĕсем ертсе пынипе Паттăрлăх урокне кĕрсе лараççĕ. Параппанçăсен ушкăнĕ райцентрти 1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне чĕрĕ чечексем хучĕ.

Г. Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика