04 сентября 2020 г.
Чăваш Енри Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин “Халăха социаллă пулăшу паракан “Красноармейский” центрĕ” бюджет учрежденийĕ йăлана кĕнĕ “Сентябрĕн 1-мĕшĕ — кашни вĕренекене” акцин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ун вăхăтĕнче Трак енри 28 çемье (55 ача) Пĕлỹ кунне хатĕрленсе пурлăх енчен пулăшу (канцтоварсем тата атă-пушмак, кĕпе-йĕм) илнĕ. Акă, пирĕн центрăн васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн ĕçченĕсем Трак енри тăхăр ял тăрăхне çитнĕ, шкул çулĕнчи 55 ачана шкул хатĕр-хĕтĕрĕпе (тетрадьсемпе, дневниксемпе, кăранташсемпе, акварель сăррисемпе, тĕрлĕ-тĕслĕ хутсемпе тата ыт. те) тивĕçтернĕ. Социаллă пулăшу ыйтакан çемьесенчи ачасем вара кирлĕ атă-пушмак, кĕпе-йĕм илнĕ. Пепкесен ашшĕ-амăшĕ çак пулăшупа питех те кăмăллă юлнă. Çакă пĕтĕмпех спонсорсен пулăшăвĕпе — РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн районти уйрăмĕн, Заволжски ЛПУМГ-тулли мар яваплă “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн коллективĕсем, СССПК “Тусай”, хамăрăн Центрăн сотрудникĕсем, А. Гаврилов, В. Степанов, С. Ильина натариус — пулса иртнĕ. “Халăха социаллă пулăшу паракан “Красноармейский” центрĕ” БУ çын хуйхи-суйхине аван чухлакан спонсорсене ыр кăмăллăх акцине хутшăннăшăн чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу, ырлăх-пурлăх сунать.