04 сентября 2020 г.
Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев 216 №-лĕ Указ çине алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕпе чирлесси чакса пынине кура Роспотребнадзорпа килĕшсе чару мерисене пăрахăçламалли 3-мĕш тапхăр çине куçнă. Çак тапхăрта обществăлла апатлану предприятийĕсен мĕн пур формисем — ресторансем, кафесем, столовăйсем, закусочнăйсем, барсем ĕçлеме тытăнаççĕ. Анчах унăн етỹçисен правилăсене пăхăнса ĕçлемелли деклараци çине алă пусмалла. Пĕр залта пĕтĕмĕшле çынсен хисепĕ 50 çынтан иртмелле мар (апат-çимĕç учрежденийĕн персоналĕпе пĕрле). Уйрăм указпа апатлану предприятийĕсенче кальян туртма чарнă. Çак тапхăртах шкулсем, колледжсем, аслă шкулсем, хушма пĕлỹ паракан учрежденисем ĕçе тытăнаççĕ. Çавăн пекех вулавăшсенчи вулав тата компьютер зонисем, ЗАГСсем халăха йышăнма пуçлаççĕ.