01 сентября 2020 г.
Иртнĕ кĕçнерникун йăлана кĕнĕ йĕркепе районти педагогсен августри конференцийĕ пулчĕ. Вăл “Ачана воспитани парасси тата аталантарасси — нацин стратегиллĕ тĕллевĕ” темăпа иртрĕ. Красноармейски вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче 12 дискусси лапамĕ ĕçлерĕ. Кăçал, пурте пĕлекен сăлтава пула, конференцин пленарлă ларăвĕн форматне кĕскетрĕç, район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче йĕркеленĕскере шкул директорĕсемпе вĕсен вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕсем кăна хутшăнчĕç. Вĕренỹ ĕçченĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, унăн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн ертỹçи С. Григорьева, шкулсенче вăй хуракансен профсоюз тытăмĕн председателĕ С. Суховетрюк килнĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă май, Александр Николаевич педагогсене кашни кунхи сумлă ĕçшĕн, профессионализмшăн ăшшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕ. Вăл вĕ-рентỹ тытăмне аталантарни социаллă пурнăçпа экономика политикин приоритетлă енĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Çулленех район бюджечĕн тăкаксен пысăк пайĕ вĕрентỹ тытăмĕ çине каять. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртме вара тивĕçлĕ условисем туса памалла. Кăçал Трак вăтам шкулне, “Колосок” ача садне, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн спорт залне юсама 29,6 млн тенкĕ уйăрнă. Трак енри шкулсене çĕнĕ 2020 — 2021 вĕренỹ çулне хатĕрлеме район бюджетĕнчен 20 млн тенкĕ янă. Конференцинче С. Григорьева “Ачана воспитани парасси тата аталантарасси — нацин стратегиллĕ тĕллевĕ” темăпа тухса калаçрĕ. Унпа тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр. “Учитель профессийĕ — çĕр çинче чи кирлĕ, чыслă та пархатарлă ĕç, — терĕ Светлана Анатольевна. — Иртнĕ вĕренỹ çулĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăчĕ. Пандемие пула ытларах вăхăта инçет (дистанци) мелпе ĕçлеме тиврĕ. Çак учительсемшĕн кăна мар, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк чăрмав кăларса тăратрĕ. Çак йывăр тапхăра ăнăçлă чăтса ирттертĕмĕр. Хамăр умри тĕллевсене пурнăçларăмăр”. Доклад тарăн, тĕрлĕ енлĕ пулчĕ, унта 2019 — 2020 вĕренỹ çулĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕм-летрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Мероприятинче чи лайăх вĕрентекенсене наградăсемпе чысларĕç. Конференци вĕçленчĕ. Туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă. Умра вара çĕнĕ ĕç — педагогсем вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн каçалăка тăраççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ сире пултарулăх ĕçĕнче хавхаланупа савăнăç кỹтĕр, пултаруллă та талантлă ачасем парнелетĕр, ырă пурнăç кỹтĕр!
Г. Борзин.