01 сентября 2020 г.
Красноармейски ялĕ кунран-кун ỹссе, çĕнелсе, хитреленсе, капăрланса пырать. Кунта çĕнĕ объектсем ĕçе кĕреççĕ, капмар çуртсем çĕкленеççĕ. Çакă вара вĕсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ çĕрте уйрăм йывăрлăх кăларса тăратать. “Сенкер çулăмпа” чылай усă курнăран тăрпара газ пусăмĕ чакать. Çакна шута илсе, “Яллă территорисенче инфратытăм туса хурас тата ăна малалла аталантарас” çумпрограммăпа, “Яллă территорисене комплекслă аталантарас” мунициаллă программăпа килĕшỹллĕн Красноармейски ялĕнче газпа тивĕçтерес тытăма реконструкцилеме тытăннă, газ пăрăхĕн иккĕмĕш линине хураççĕ. Çакă вăл салан малашнехи ỹсĕмĕнче питех те кирлĕ, мĕншĕн тесен обществăлла тата нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă парса тăнă çĕрте автономлă мел çине куçма пăхаççĕ-çке. Газ пăрăхĕ хывма “ПромТехСтройСервис” ООО подрялă организаци хăй çине илнĕ. Строительсем мĕн пур ĕçе сивĕсем çитиччен пурнăçлама пăхаççĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 12,3 млн тенкĕ уйăрса панă.