01 сентября 2020 г.
Хула варринче ỹсекен парк паян каç еннелле хăйĕн ăшă сывлăшне киле васкакан çынсем çине сарчĕ. Пурте çу кунĕсем çывхарнине туйрĕç. Ĕç хыççăн ывăнни те иртсе кайрĕ, иртен-çỹренсен кăмăлĕ уçăлчĕ. Саксем уçăлма тухнă çынсемпе тулчĕç. Паркра унтан-кунтан тĕрлĕ сасăсем илтĕнчĕç: такам кулса ярать, аякрах та мар çамрăк çынсем пухăнса юрă юрлаççĕ, ачасем ашшĕ-амăшĕ тавра чупса выляççĕ. Парк чĕрĕлчĕ тейĕн. Йывăçсем çинче кайăк йăвисем кăвакарчăнсене, çерçисене пуçтараççĕ. Йĕри-тавра кускалани, шавлани, чĕвĕлтетни илтĕнет. Акă пĕр кайăк турат çинчен вĕçсе анчĕ. Сак айĕнче хĕвел çаврăнăш тĕшши курнă иккен вăл. Васкаса сиксе пычĕ те хăвăрттăн йывăç патне пытанчĕ. Сак çинче хĕр ларнине курах кайрĕ. Чиперкке кайăка сисмен, куççуль шăлас тесе сăмса тутрине илме аллине сумккăна чикнĕ самантра çерçи пăр! туса сывлăша çĕкленчĕ. “Эх, кайăка та хăратрăм иккен, паянхи кун ăнăçусăр пулчĕ вара”, — шутларĕ çирĕм çулхи хĕр. Куçĕсене алăпах шăлса илчĕ. “Килелле каймалла, кунта ларнипе мĕн усси”, — терĕ те ура çине тăчĕ. Йывăр шухăшсем хăвăрт утма памарĕç хỹхĕм хĕре. Паркран тухсан вăл паянхи куна тепĕр хут аса илчĕ те пулăмсене ăшра тишкерме пуçларĕ… Экзаменсене университетра парса пĕтернĕ ятпа Маша паянхи куна тус-хĕрĕсемпе ирттерес тенĕччĕ, анчах та шăнкăрав плансене улăштарчĕ. Машăн ирех университета кайма тиврĕ. Пĕр документ çинче ал пусманни сиксе тухнă иккен. Хĕр тусĕсене пĕлтерчĕ те килĕнчен тухса кайрĕ. Университетра Машăн нумайлăха тытăнса тăма тиврĕ. Кĕтесси те, пулăшасси те пулчĕ, мĕншĕн тесен вĕренỹ çулĕ вĕçĕ аслă шкулта ĕçлекенсене нумай ĕçпе тиет. Хĕр ача вара ĕçрен хăрамасть, ырă кăмăллă, çавăнпа та пулăшу ыйтакансене яланах алă тăсса пама хатĕр. Стена çинчи сехет йĕпписем иккĕ çитнине кăтартаççĕ. Маша вăхăт иртнине те сисмерĕ. Телефон çине юлташĕсенчен килнĕ СМС-хыпар çеç ăна паян тус-тантăшĕсемпе тĕл пуласси çинчен аса илтерчĕ. Вĕсем аякра мар, кафере кĕтсе лараççĕ иккен. Хĕр хуравлас тесе телефон илчĕ çеç, университетра ĕçлекен ăна чĕнсе илчĕ те киле кайма ирĕк пачĕ. Маша юлташĕсем патне чупрĕ. Унăн кăмăлĕ питĕ лайăхчĕ, вăл паян хĕрсемпе залив тăрăх уçăлса çỹрес, ĕçсемпе вĕренỹрен канас ĕмĕтпеччĕ, мĕншĕн тесен çулталăк тăршшĕпех тăрăшса вĕренчĕ. Кафе патне çитсен пике чарăнса тăчĕ. Унăн хăйне кĕтсе тăракан хĕрсем патне систермесĕр пырса пурне те ăнсăртран савăнтарас килчĕ, çавăнпа та вăл пỹлĕме шăппăн кĕчĕ, куçĕсемпе кирлĕ сĕтеле тупрĕ те, тĕршĕнсе, чечексем ларакан стена хĕррипе кирлĕ вырăна пырса тăчĕ. Тантăшĕсенчен ăна никам та курмарĕ. Вăл юлташĕсене хыттăн сывлăх сунасшăнччĕ, анчах ăна темĕскер чарчĕ. Маша итлесе тăчĕ. Калаçăва Саша пуçларĕ: “Хĕрсем, пирĕн Машенька ытлашши иртĕнсе каймарĕ-ши? — терĕ вăл йĕкĕлтесе. — Унăн вĕренỹ паллисем те лайăх, преподавательсем те юратаççĕ ăна. Ман шутпа, вăл йăпăлтатма пĕлет!” — терĕ те кулса ячĕ. Ольга, ахăртнех, хирĕçлесшĕнччĕ пулас, анчах нимĕн те калама ĕлкĕреймерĕ, мĕншĕн тесен Саша куçĕсене çỹлелле çĕклесе йăл кулса малалла калаçрĕ. “Анчах унăн каччăсемпе пачах ăнмасть. Эсир ăна пирĕн Ванечка килĕшнине пĕлетĕр-и? Çапла, çапла, шăпах çавă! — терĕ вăл мăшкăласа. — Анчах лекмест-ха ăна, эпĕ Ваньăна хамăн турăм, — ахăлтатса кулчĕ хĕр. — Мĕншĕн-ха пĕтĕм лайăххи ăна çеç лекмелле!” — шанăçлăн пăхса илчĕ вăл хăйне итлекенсене, унтан пукан хыçĕ çине кăмăллăнах таянчĕ. Маша çакна илтсен юпа пек хытса тăчĕ. Малтан унăн тантăшĕсем çине кăшкăрас килчĕ. Анчах вăл хăйне чарса Сашăн калаçăвне малалла итлесе тăчĕ. Хĕрĕн чи шаннă тусĕн кашни сăмахĕ, хусканăвĕ Машăн чунне асап кỹчĕ. Пĕтĕм ăш-чиккинче кỹренỹ, намăслăх тата йывăр туйăмсен хутăшĕ çунма пуçларĕ. Вăл хăйĕн чи лайăх тусĕ ăна çеç шанса панă тĕп вăрттăнлăха ытти çынсене ним намăса пĕлмесĕр каласа панине ăнланма пултараймарĕ. Ытти хĕрсен куçĕ умĕнче çав тери намăссăррăн сỹтсе явни, килĕшекен çынна туртса илни, унăн чи ачаш туйăмĕсене вăрлани Машăна хĕвеллĕ кун аçа çапнă пекех туйăнчĕ. Унăн пит çăмартийĕсем тăрăх вĕри куççуль юхса анчĕ. Сасартăк пĕр хĕр-тантăш мĕлке çине тинкерсе пăхрĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Унта вăл Машăна курчĕ. Ытти хĕрсем йĕри-тавра пăхса илчĕç те пурте самантлăха шăпланчĕç. Маша хăвăрт çаврăнчĕ те каферен чупса тухрĕ. Тантăшĕсем ăна чĕнчĕç, анчах вăл никама та илтмерĕ, тĕрĕсрех каласан, унăн никама та курас та, илтес те килмерĕ. Хĕрĕн пĕр-пĕр кĕтесе тĕршĕнсе йĕрес килчĕ. Вăл çав тери хыпăннипе çынсене те, машинăсене те асăрхамарĕ. Урисем ыратма пуçласан çеç чарăнчĕ Маша. Вăл çĕр çине кукленсе ларчĕ те куçĕсене аллисемпе хупларĕ. Пăшăрханса ỹкнĕ иртен-çỹрен Маша патне пычĕ те пулăшу сĕнчĕ. Анчах хĕр ура çине тăчĕ, çынсене тав турĕ те урам тăрăх малалла утрĕ. Çав вăхăтран икĕ сехет иртрĕ. Каçалапа çеç, çĕр çинчен сивĕ сывлăш çĕкленнипе, хĕр çан-çурăмĕ çỹçеннине туйса илчĕ. Вăл йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те хăйĕн юратнă паркне çитнине курчĕ. …Çакна аса илсен Машăн пыр тĕпĕнче чăмак ларнăн туйăнчĕ, вăл капланса килнĕ туйăма аран-аран тытса чарчĕ. Çул урлă каçсан хĕр йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Пысăк хула шавлани, çынсем иртсе çỹрени, çул тăрăх машинăсем чупни — тинех ăна чăннипех тăна кĕртрĕç. Вăл çийĕнчи тумтирĕн кĕсйине хыпашларĕ те унта хăнăхнă телефон алла лекменнипе хумханса кайрĕ. Сумккине те уçса пăхрĕ, унта та тупаймарĕ. Çак самантра тарăхса кайрĕ. “Эх, пуçтарусăр çын!” — тесе хăйне айăпларĕ. “Ăçта çухатнине те астумастăп. Тен, ỹкерсе хăвартăм”, — шухăшларĕ те куçĕсемпе çĕр çинче телефон шырама пуçларĕ, анчах ăна тек курасса шанмасăр пуçне усса килелле утрĕ. Пỹрте кĕрсессĕнех ун патне Катерина аппăшĕ васкаса пычĕ. Вăл шăнкăрав çине хирĕç хуравламаншăн ăна ỹпкелерĕ, анчах сăнне курсассăн тем пулнине туйса илчĕ. Катя йăмăкне ыталарĕ те пỹлĕме çавăтса кĕчĕ. Кăшт вăхăт иртсен хĕрсем сĕтел хушшинче вĕри кофе ĕçсе ларчĕç. Маша хăйĕн аппăшне çав кун мĕн пулса иртни çинчен каласа пачĕ те кăштах лăпланчĕ. Çывăх çынпа чун-чĕререн калаçни ăна пулăшаканччĕ. Хĕрсен лăпкă калаçăвне юнашар пỹлĕмри аппăшĕн телефонĕн шăнкăравĕ татрĕ. Катерина хуравларĕ те йăмăкĕ патне савăнăçлăн пычĕ, ăна ыталаса илсе, йăл кулса каларĕ: “Пĕтĕмпех начар мар, йăмăкăм! Тупăннă сан телефону, çухатуçă!” Ирхине аппăшĕ хулпуççинчен силленипе вăранчĕ Маша. Катерина ĕçе хыпăннипе йăмăкĕн пилĕк сехетре тĕп суту-илỹ çурчĕ патне телефона илме каймалли çинчен васкасах пĕлтерчĕ. Маша тăна кĕме те ĕлкĕреймерĕ, Катя пỹртрен тухса кайрĕ. “Телефона кам парĕ-ши? Мĕнле палласа илĕп-ши эпĕ ăна?” — шухăша путрĕ хĕр. “Темех мар, вырăнта ăнкарăп”, — тесе пит çума утрĕ. Маша кунĕпе хăйне тĕрлĕ ĕçпе кỹлчĕ. Килте тирпейлерĕ, савăт-сапана çуса тасатрĕ, кĕнеке вуларĕ. Унăн ĕнер мĕн пулса иртни çинчен шухăшлас килмерĕ. Алли айĕнче телефон çуккишĕн хĕр савăнчĕ. Тантăшĕсем ун патне çыратчĕç те, шăнкăравлатчĕç те пулĕ, анчах вăл вĕсене итлесшĕн те пулмарĕ. Виçĕ сехет çитрĕ. Тĕп суту-илỹ патне çитме чылай вăхăт кирлĕ, çавăнпа хĕр маларах пуçтарăнма пуçларĕ. Урама тухсан вăл пăшăрханса ỹкрĕ: эрнекун каçалапа çул çинче машинăсем пухăнса капланаççĕ, чылай кĕтсе тăрасси те пулать. Маша хăвăрт автобус çине ларчĕ те тĕлпулăва васкарĕ. Тепĕр сехетрен вăл кирлĕ чарăнăва çитрĕ те суту-илỹ центрĕ патнелле чупрĕ. Алăри сехет йĕпписем пиллĕк иртни вун пилĕк минут кăтартаççĕ. “Кая юлмарăм-ши...” — шухăшларĕ хĕр центр алăкĕ патнелле чупса пынăçемĕн. Маша тăпах чарăнса тăчĕ, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ те хăй патне пĕр çỹллĕ каччă çывхарнине курчĕ. Вăл хĕр патне çирĕппĕн утса пычĕ, сывлăх сунчĕ. — Эсир телефон илме килнĕ чипер хĕр-и? — йăл кулса, куçран тимлĕн пăхса ыйтрĕ каччă. Маша пăлханса кайса хурав пачĕ. Каччă кĕсйинчен телефон туртса кăларчĕ, пикене тăсса пачĕ. Маша çак çамрăк çын çине пăхса илчĕ... Сасартăк унăн чĕри савăнăçпа, çав вăхăтрах хумханупа тулчĕ. Умра тăракан каччăна вăл ĕмĕр тăршшĕпех пĕлнĕ тейĕн, унăн кулли, куçĕсем, калаçăвĕ — пурте çав тери çывăх туйăнчĕç… Икĕ çамрăк алăран-алла тытăнса юратнă парк еннелле утрĕç… Анчах ку — урăх пулăм.
Татьяна Луч.