01 сентября 2020 г.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов Красноармейски ялĕнче строительство тата юсав ĕçĕсем епле пынипе интересленнĕ. Вăл çавăн пекех Красноармейскинчи газ участокĕн, ПЧ-32 коллективĕсемпе, ЗЛПУМГри служба ертỹçисемпе, “Автошвейпред”, “Эвапласт” ООО ĕçченĕсемпе, Именкасси, Вăрманкас, Анат Типçырма, Нимĕчкасси, Алманч ялĕсен çыннисемпе тĕл пулнă. Район центрĕнчи Механизаторсен урамĕнчи тĕп стадионта искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйĕ пулмалла. Вăл “ЧР физкультурăпа спорта аталантарасси” патшалăх программипе, “Физкультурăпа спорта аталантарасси” çумпрограммăпа пулса пырать. Çавна валли Чăваш Ен бюджетĕнчен 29759637, вырăнти бюджетран 2239973 тенкĕ уйăрнă. Объектра çак ĕçсене тума пăхса хăварнă: çумăр шывĕсене юхтарса яма çĕнĕ тытăм; 100х60м калăпăшлă искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйĕ; çĕнĕ виткĕчлĕ чупу çулĕсем — 400мх2, 130мх6; тăршшĕне сикмелли 2 сектор; мечĕк тата снаряд ывăтмалли 2 сектор тата ыт. те. Халĕ унта хĕрсех ĕçсем пыраççĕ. “2-мĕш №-лĕ продмаг” хыçĕнче райадминистраци ĕçченĕсем велопарковка туса лартнă, тенкелсем вырнаçтарнă. Г. Степанов урамĕнче тротуар сарас ĕç пырать, кунта автопарковкăна анлăлатаççĕ.