28 августа 2020 г.
Иртнĕ ытларикун ял хуçалăх производствин ветеранне, ЧАССР тава тивĕçлĕ зоотехникне, “Ĕçри хастарлăхшăн”, “Ĕç ветеранĕ” медальсен, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерне, Красноармейскинче пурăнакан Николай Петрова чысларĕç. Сăлтавĕ те пулчĕ: Николай Петрович 80 çул тултарчĕ. Çавна май райцентрти Петровсен Туслăх урамĕнчи хăтлă кил-çуртне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Н. Петров 1940 çулхи августăн 24-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ăвăспỹрт Кипеч ялĕнче çуралнă. Вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Шкул сакки çинче ларнă чухне ăна ял хуçалăхне татах та аталантарас шухăш канăç паман. Çавна май вăл 1957 çулта Чăваш ял хуçалăх институчĕн (халĕ аграри университечĕ-авт.) зооинженери факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкултан “питĕ лайăх” паллăпа вĕренсе тухнă. Алла диплом илсен Н. Петров Чăваш ял хуçалăх институчĕн вĕрентỹ хуçалăхĕнче ăратлăха лайăхлатас енĕпе ĕçлекен аслă зоотехникра, аслă наука сотрудникĕнче_лаборатори пуçлăхĕнче вăй хунă. Пĕр тапхăр вăл комсомол органĕсенче тăрăшнă. 1968 çулта Н. Петрова пирĕн района куçараççĕ. Районăн тĕп зоотехникĕ пулса тăрать. Вăл тимленипех района хура-ула ăратлă тына пăрусем, “пысăк шурă эстонски” ăратлă сыснасем кỹрсе килме пултарнă. Пирĕн район выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе икĕ хут Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтернĕ. Ăнăçу чуна парса ĕçленинчен килнĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Икĕ çул хушши Н. Петров ЧР Ял хуçалăх министерствинче тимленĕ. Анчах ял хуçалăхĕн активлă йĕркелỹçине хамăр района каялла чĕнсе илнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕнче тар тăкать. 40 çула яхăн ял хуçалăхĕн çăмăл мар лавне туртнă вăл. Вĕсем мăшăрĕпе, Людмила Андреевнăпа, вăл сыватмăш ĕçченĕ пулнă, икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Алешăпа Саша профессийĕпе инженерстроитель. Ултă мăнук ватăсен. Николай Петровича юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн ертỹçи С. Григорьева ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Ăна çавăн пекех Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ А. Самылкин ăшă сăмахсем çитерчĕ. Александр Петрович юбиляра Канашăн Хисеп хутне тата ЧР Ял хуçалăх министерстви ячĕпе С. Артамонов министр алă пуснă Хисеп грамотине, парнесем пачĕ. Николай Петровича çавăн пекех иртнĕ вăхăтри ĕç-хĕлне палăртса “Чăвашхлебопродукт” ОООн генеральнăй директорĕ Ю. Степанов, Красноармейски ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Э. Ермаков, хаçат журналисчĕ Ю. Борисов, пĕрле вăй хунă Л. Журавлев, А. Скворцов, Н. Семенов, В. Серафимов, В. Павлов, П. Тимофеев, И. Артемьев, И. Емельянов, В. Волков, В. Никифоров, ыттисем саламларĕç, парнесем кỹчĕç. “Хĕрĕх çул ытла пурăнатăп Красноармейскинче. Трак çĕрĕ тулли ăраскал парнелерĕ мана. Кунта манăн туссем, юлташсем, ĕçтешсем. Мухтанмасăр каласан, ял хуçалăх управленийĕнче эп пĕлмен тата туман ĕç те пулман темелле. Ĕçе юратни малта тăнă. Çавă мĕн пур ĕмĕте пурнăçлама май панă та, — терĕ юлашкинчен уява килнĕ юлташсене тав сăмахĕ каласа Н. Петров. — Сывлăхпа пурăнăр”.
С. Самисонов.