28 августа 2020 г.
Вăхăт пĕр шелсĕр малалла васкать. Унăн хăйĕн чуппи. Акă, сисмерĕмĕр те, тăван район хаçачĕ тухма пуçланăранпа кăçалхи пуш уйăхĕнче 85 çул çитрĕ. Район тантăшĕ вăл “Ял пурнăçĕ”. Чылайранпа çыхăну тытатăп эпĕ район хыпарçипе. Çырăнса та илетĕп, унта лайăх çынсем пирки, пирĕн пурнăçа малалла кайма чăрмантаракан кăлтăксем çинчен çырсах тăратăп. Тен, çавăнпах пулĕ мана район хаçачĕн кăçалхи юбилейне йыхравларĕç те. Çавăншăн туллин савăнтăм. Çав самантсем паян кун та асăмран тухмаççĕ. Савăк уяв хамăр тăрăхра коронавирус инфекцийĕ анлăн сарăличчен пулса иртрĕ. Районти Культура çуртне ман пек çыравçăсем, “Ял пурнăçĕн” тусĕсем, Шупашкар хăнисем чылаййăн пухăннăччĕ. Çав мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хутшăнни, тухса калаçни, пире саламлани унăн пĕлтерĕшне татах ỹстерчĕ. Унта мана та сăмах пачĕç. Кирек праçник те парнесемсĕр мар ĕнтĕ. Пире, аксакалсене, райхаçат редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшнă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Прокопьев “Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедине” парса чыс турĕ. Редакци вара кун кĕнеки çырма блокнот тата Тав çырăвĕ пачĕ. Райхаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ю. Борисов алă пуснăскер çине çапла çырнă: “Хисеплĕ Алевтина Петровна! Сире район хыпарçипе тачă çыхăну тытнăшăн, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн хуйхи-суйхипе пĕрле пулнăшăн тата унăн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 85 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал сунатпăр”. Республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа ĕлĕкех çыхăну тытнă эпĕ. Çавăнпа хаçат тусĕсем йышлă манăн. Туçи Чуракассинче çуралса ỹснĕ Г. Павлов “Ял пурнăçне” те, “Çĕрпỹ хыпарçине” те вун-вун статья çырса тăчĕ, çав хушăрах Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналпа та çыхăну татмарĕ. Геннадий Павловичпа пĕр хутчен çеç мар тĕл пулса калаçнă, тĕрлĕ ыйтусене хускатнă. Вăл кун-çулĕн пысăк пайĕнче яваплă ĕçсенче тăрăшрĕ: Çĕрпỹ райĕçтăвком председателĕн çумĕ пулчĕ, Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче преподавательте тăрăшрĕ. Рабочи тата обществăлла корреспондентсен республикăри вун-вун канашлăвне йыхравланă мана. 1958 çулта Шупашкарти çавăн йышши канашлăва чĕннине, унта сăмах панине паян кун та манаймастăп. Эпĕ ун чухне 21 çулхи хĕр ача. Пысăк, хура чечеклĕ шаль тутăра хул пуççи урлă уртса сцена çине тухнăччĕ. Каярах канашлура каланă манăн сăмахсене “Çамрăк коммунист”, “Молодой коммунист” хаçатсем пичетленĕччĕ. Çав çулхи март уйăхĕнче “Советская Чувашия” хаçатра ман пирки “Доярка — активный корреспондент” материал тухнăччĕ. Пичетленнĕ материалсем мана мĕн чухлĕ савăнăç кỹмен пулĕ? 1966 çултанпа “Ял пурнăçĕ” хаçатпа çыхăнусем çирĕпленчĕç. Çавна май район хыпарçинче критикăлла статьясем те сахал мар кун çути курчĕç манăн. Вĕсен хăшĕн-пĕрин ячĕсене çеç илсе парам: “Ах, ку сыснасене”, “Килеççĕ-ши, килмеççĕ-ши?”, “Ăçта-ши эсир, хура çỹçсем?”, “Ăçта-ши эсир, кукаçи урхамахĕсем?” “Мăн Çавал каççи хăçан юсанĕ-ши?”... “Качакисем купăста çиеççĕ, сурăхĕсем шăтарасла пăхса тăраççĕ, яла кĕме çул çук. Вутă-шанкă, кăмрăк илсе килме пĕр енчен Мăн Çавал çавăрать, тепĕр енчен Кĕçĕн Шетмĕ юхтарать, М. Федоровăн “Арçури” баллади аса килет. Ĕлĕкрех “Мир” колхоза ертсе пынă Н. Григорьев çапла каланăччĕ: “Мĕнле ытарлă çырма пĕлнĕ эсĕ, Алевтина Петровна!”. Райхаçатăн юбилейĕнче Г. Тусли журналист калани асран каймасть: “Çырăр хаçата, çывăрмасăр, кĕçĕрех хут илсе алла ручка-кăранташ тытăр”. Шел, сывлăхĕсем япăхран уявра паллă çыравçă Н. Ершов-Янгер пулаймарĕ. Именкассинчен К. Шачкин та килеймерĕ. В. Рудникова та курăнмарĕ. Праçникре пирĕнтен уйрăлса кайнă Н. Матвеев-Ункая, М. Тимофеев-Шетмĕ Михалине аса илтĕмĕр. Мана хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнăшăн хăй вăхăтĕнче РФ обществăлла корреспондентсен Союзне илчĕç. Шупашкара ятарласа кайса ЧР журналистсен Союзĕн правлени председателĕнчен В. Комиссаровран удостоверени илсе килтĕм. Пĕр хушă “Хресчен сасси” хаçатпа, Чăваш наци радиовĕпе туслă çыхăну тытрăм. Хаçатăн, радиовăн кашни кабинетне кĕрсе куртăм, журналистсемпе паллашрăм. В. Станьял çыравçăпа, Кăмакал каччипе Л. Алексеев журналистпа курнăçни паян кун та асран тухмасть. Хаçат тусĕ пулни маншăн пурнăçри чи пысăк телей, савăнăç. “Эсĕ чăвашла питĕ таса калаçатăн тата çыратăн”, — тетчĕ мана И. Прокопьев тĕп редактор. Хăвăн ĕçне çапла хакласан епле савăнмăн?
А. Тимофеева.