АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хапхинчен тухсан тăван чĕлхе манăçтăр-и?

28 августа 2020 г.

Паянхи кун чăвашлăха упраса хăварас тĕлĕшпе пурте йĕркеллĕ теме çук. Калăпăр, кун пирки шухăшлама инçе кайма кирлех мар. Чăваш чĕлхи ялсенче те манăçа тухса пырать. Унпа паян ватăсем кăна калаçаççĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Телее, вĕсен ачисем ашшĕ-амăшĕпе чăвашла пуплеме пултараççĕ-ха, мăнукĕсем вара — çук. Ял хапхинчен тухсан чăваш чĕлхи кирлĕ мар-ши? Эпир хăй вăхăтĕнче чăвашла вĕренес тесех тар тăкнă. Пире Карай шкулĕнче Елена Ефимовна Соловьева тата Елена Антоновна Маркова тарăн пĕлỹ панă. Пирĕн хушăран уйрăлса кайнă пулин те, тавах вĕсене чăваш чĕлхипе литературине юратма вĕрентнĕшĕн. Чунне парса ĕçлетчĕç вĕсем. Педагогика стажĕ иккĕшĕн те пысăкчĕ. Килте, Тăван çĕршывра тăван чĕлхепе калаçсан, çырсан, юрласан кăна пирĕн пата авалхи несĕлсен пилĕ çитет. “Пиллĕ çын — пин çуллăха, пилсĕрри — виçĕ çуллăха”, — тенĕ ваттисем. Район центрĕнче кăна мар, ялсенче те вырăсла калаçас туртăм вăйланса пырать юлашки вăхăтра. Ялсенчи ача сачĕсенче те вырăсла вăйăсем кăна выляттараççĕ. Район центрĕнчи шкулсене кĕрсен чылай чухне тĕлĕнсе каятăн — “те хулара, те ялта” — тесе шухăшласа илетĕн. “Мĕншĕн эсир чăвашла калаçмастăр?” — ыйтрăм пĕррехинче аслă класра вĕренекен пĕр хĕртен. “Пирĕн пурте вырăсла пуплеççĕ те çынран уйрăлаймастăн”, — пулчĕ хурав. Чылай ялти пĕлỹ çурчĕсенче те вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе перкелешмеççĕ. Çав вăхăтрах республикăра чăвашлăха упракан шкулсем пур. “Сывлăх сунатпăр”, “Ырă кун пултăр” тесе кĕтсе илни, тăван чĕлхепе чĕвĕлтетни пурин кăмăлне те çĕклет маншăн. Тепĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха. Хамăр ĕçлекен учрежденин коридорĕнче пĕр хитре хĕр пĕрчи сиккелесе çỹрет. Эпĕ çапла ыйтатăп: “Эсĕ чăвашла пĕлетĕн-и?”. Вăл: “Знаю”, “знаю”, — тет мана. Унтан чăвашла калаçма ыйтрăм. Вăл вара “уайн, тю, фри...” тесе акăлчан чĕлхипе хурав пачĕ. Эпĕ нимĕн калама аптраса тăтăм. Чăваш чĕлхи еплерех аталанса пынине хăвăрах пĕтĕмлетỹ тума пултаратăр.

М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика