АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маруç аппа

28 августа 2020 г.

100 кил ытларах тăван ялăмра. Ĕлĕкрех вăл Мамçа, Турхан Упи тесе çырăннă историе. Паянхи саманара Пайсупин ятпа сывлăш çавăрать. Ятлă-сумлă хĕрарăмсемпе пуян тăван кĕтесĕм. Çамрăклăхне, сывлăхне шеллемесĕр çан-çурăмне ĕçре пиçĕхтернисен йышĕнче Мария Александрова та пур. Ялта ватти-вĕтти хисеплесе “Маруç аппа” тет ăна. Аттесĕр ачалăх Чỹрече каррине сирчĕ Маруç аппа. Тин кăна çывăрма выртнăччĕ пек... Акă кăвак çутă та килет. Çĕнĕ куна алă тытмалла. Çын кун-çулĕ те çавнашкал — ватлăх енне сулăнсан ĕмĕр пушшех хăвăрт иртет. Кунпа çĕр сиккипе малалла шăваççĕ. — Эх, ăçта-ши çунатлă çамрăклăх... Ватлăх çине тăрсах васкатать. Çурла уйăхĕнче 82 çул тултаратăп вĕт. Шăм-шак сурать пулин те пурăнатăп-ха, — аллинчи туйине урипе шуçтарса вырăн çине вырнаçрĕ ватă. _ Кинпе ывăлăм паçăрах ура çинче иккен... Сăмах май, Володя ывăлĕпе Ирина кинĕ чун хастарлăхĕпе амăшне хывнă тейĕн. Лара-тăра пĕлмеççĕ вĕсем. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпе выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли. Ана-çаранĕ те хĕсĕк мар. Çуллахи тапхăрта тиев йывăртарах килет çав. Ирпе-ирех ĕнисене сумалла, айне тасатмалла... Ирина кил-çуртра ăшталанать. Володьăн вара, газ уçлакан станцире тăрăшнă май, ĕçе васкамалла. Юрать-ха çăмăл автомашина пур. Вăл вăхăта перекетлеме май парать. Ачисене пăхса савăнать Маруç аппа. Мăнукĕсем те телей кỹреççĕ. — Мăнукĕсем йышлă манăн. Пиллĕкĕшĕ _ Вовăн ачисем. Пысăк йышпа пурăнатпăр. Хĕпĕртетĕп куншăн. Ача-пăча ашшĕ-амăшĕн ытамĕнче ỹсни, вăй илни çав тери паха. Эпир атте ăшшине, ытамне туймарăмăр, — хăй сисмесĕрех ассăн сывларĕ Мария Ивановна. — Пире анне хăрах çунат айĕнче пăхса ỹстерчĕ. Калаçăвне тăруках несĕлсем патне çавăрчĕ Маруç аппа. — Асаттене Турхан Упире Александр Владимиров ятпа пĕлнĕ. Конюхра ĕçленĕ вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче колхоз тилхепине тытнă. Асанне — Тарье. Икĕ ывăл çуратнă вĕсем. Атте, Йăван, 1915 çулта кун çути курнă. Анне 1914 çулта çуралнă. Пилĕк ачаран тăваттăмĕш пулнă вăл, пилĕк-çурăмне хуçалăхра авнă. Ял каччипе хĕр-упраçĕ пĕр-пĕрне килĕштернĕ, куç хывнă. 1937 çулта çемье çавăрнă. “Йăвана эпĕ питĕ юратнă. Пур-çук çурмалла пулнă пирĕн. Алă çĕклеме мар, сивĕ куçпа пăхман”, — пĕрех май аса илетчĕ анне. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче нимĕç эшкерĕ Тăван çĕршыв çине тискеррĕн тапăнать. Пысăках мар Пайсупина та хăрушă хыпар хуплать. Александр Владимиров икĕ ывăлне фронта ăсатать. Кĕçĕнни — 1941 çулхи юпа уйăхĕнче, асли 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. — “Эх, шеремет вăрçи, патвар икĕ ывăлăма çăтрĕ. Мана хуçса хăварчĕ”, — куляннипе куç лакăмĕнче вĕри тумламсем капланатчĕç асаттен, — аса илет Маруç аппа. — Анне те хаклă мăшăрне мĕн çĕре кĕричченех асра тытрĕ. 82 çул пурăнчĕ вăл. Амăшĕ каланă тăрăх, Иван Александров Сталинград çывăхĕнче пуçне хунă. Бомба “çумăрĕ” айне лекнĕ. — Эпĕ пиллĕке çитсен асатте пире урăх вырăна уйăрса кăларчĕ. Аннепе иккĕшĕ çине тăнипе тепĕр урамра çурт лартрĕç. Ачалăха ăçтан манăн-ха? Вун пĕр-вун иккĕрех ĕç куршанак пек çыпçăннă пирĕн çумма. Матьшу, Шурвар, Хура çăл пуссисенче пĕчĕк пилĕк-çурăма авса тырă вырнă. 15-16 çулсенче лаша кỹлсе çĕмел, çĕр улми турттарнă...Çамрăк кĕлетке вăй-халран аптраман. Пĕррехинче, Матьшу пуссинчен çĕр улми турттарнă чухне, урапа кустăрми арканса кайрĕ. Тулли лава пушатса урапана хам вăйпах юсама хатĕрччĕ. Асатте пулăшăвĕ вăхăтра çитрĕ çав... Анне те аллинчен тилхепе вĕçертмен. Вăрман турттарнă, вутă-шанкă хатĕрленĕ. Тус-тантăша — Тамара Николаевăна, Римма Афанасьевăна халĕ те чĕрере упратăп. Колхоз ĕçĕнче вĕсемпе çума-çумăн кар! тăнă, урамра вăйă картине пухăннă, — тет Маруç аппа. Вун улттăра — ĕне сума Кил-çуртра арçын алли çукки чылай чăрмав кỹнĕ. Пĕр-пĕччен Аннан ăçта каймалла? Йывăрлăхра пĕр тăвансем манман, сулăнăкра хăварман. Тăватă хĕрпе пĕр ывăлтан чи кĕçĕнни Алексей Петров аппăшне хĕрхеннĕ, пуртă-пăчкă, çава ĕçлеттермелле чухне кирек хăш вăхăтра та пулăшма, хута кĕме хатĕр тăнă. Тавах, фронтран чĕрĕ-сывă таврăннă вăл. Хуняшшĕ те кинне йывăрлăхра пăрахман. Маруç аппа та, Люççа йăмăкĕ те мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ. Пĕррехинче вĕсен килне ялти ферма заведующийĕ Мефодий Сергеев çитнĕ. “Анна, пире ĕне сăвакан кирлĕ. Паян-ыранах татса памалла ку ыйтăва. Маруçпа калаçса пăхар мар-и? Санăн хĕрỹ чĕрĕ. Пултарас пек туйăнать”, — хăй шухăшне палăртнă çырма хĕрринче ларакан улăм витнĕ йывăç çурта каç пулттипе çитсе кĕнĕ арçын. Килĕшнĕ Маруç. Икĕ аллине усман, турткалашман. Килте выльăх усрани унăн чĕлхине ăнланма, чун-чĕре хĕлĕхĕ витĕр сăрăхтарма пулăшнă та хĕр-упраçа. Йывăр вăхăтра аслисен ырă тĕслĕхĕ çăлнă. Çине тăни, тимлĕхе ỹстерни ỹсĕмсен çул-йĕрне уçнă. Аслашшĕ вĕрентсе каланисене, чи аслă юлташĕн паха сĕнĕвĕсене яланах асра тытнă. — Асатте Улатимĕр Лексантрĕ çын шухăш-кăмăлне чун-чĕре ăшшипе туйнă. Вăрçăра пĕр сас-хурасăр çухалнă ывăлне, аттене, мĕн çĕре кĕричченех аса илетчĕ, макăратчĕ те... “Мăнукăм, Маруç, пуçна ан ус, эпĕ санпа пĕрле чухне ан макăр”, — тесе йăпататчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче “Байсубино” колхоз председателĕнче аслă пĕлỹллĕ ветеринар Николай Алексеев ĕçлерĕ. Хăй тивĕçне пĕлекен, ватă-вĕтĕпе те сăмах тупма пĕлекен çынччĕ вăл. Ĕçлемешкĕн хавхалантарма тăрăшакан çын пулнипе асрах-ха вăл, — калаçăва сыпăнтарчĕ Мария Ивановна. — Пурнăç урапи çаврăнать. Каярахпа сысна, сурăх фермисенче ырми-канми ĕçленĕ кунсемпе çĕрсем те манăçсăр çав. Ферма çулне ирхине 4-5 сехетрех тăрса такăрлатнă. Черетпе дежурствăра çĕр каçнă тата, куç хупман каçсем те — шучĕсĕр. 15 çул пĕр улшăнмасăр сыснасем пăхрăм эпĕ. Сурăх ферми те ют пулман маншăн, пилĕк çул ытла вăй хума тиврĕ унта. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче 30 çул ытла вăй хутăм. Пĕтĕ-мĕшле ĕç стажĕ — 43 çул. Сысна амисем пăхнă, çăвăрлаттарнă çĕрте Александра Прохоровăпа, Анисия Никитинăпа тата Елена Уваровăпа пĕр килти пек пурăннă, пĕр-пĕрне хисепленĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçланă. Ураран резина атă татăлман. Шăннă та, тарланă та. Халĕ, акă, ура çĕрĕн-кунĕн сурнипе асапланатăп. Алăран туя каймасть, — куляннине пытармасть ватă. Телей кỹреççĕ мăнуксем Икĕ хутлă кирпĕч çуртра пурăнаççĕ Александровсем. Маруç аппа каланă тăрăх, унăн никĕсне 2005 çулта янă. Укçа-тенкĕ пĕчĕккĕн пухса хăпартнă-тăрăланă. 2015 çулта пурăнма куçнă. Йышлă çемьере кашнин валли кĕтес пур кунта. Маруç аппан — пĕрремĕш хутра. Эпĕ пынă чухне яланхиллех хĕрỹ ĕç вĕретчĕ кил-йышра. Татуллă мăшăр кил картинче кăштăртататчĕ. — Нимĕç эшкерне çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Кăçал тата Люççа йăмăкăм çуралнăранпа 79 çул çитет. Аттерен пĕр кунрискер юлчĕ вĕт. Унăн ăшшине пачах туйса курмарĕ, — хаш! сывларĕ Маруç аппа. — Мăнуксем тавра сыпăнтарам-ха сăмахăма... Вова ывăлĕ Вăрнар тăрăхĕнчи хĕр-упраçпа Иринăпа çемье тĕвĕленĕ. Пилĕк ача çитĕнет вĕсен. Сăмах май, Маруç аппан Алина ятлă хĕр те пулнă. Кỹршĕллĕ Кивçурт Енĕше качча тухнăччĕ, икĕ ача çуратнăччĕ. Ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ çав... Мария Александровăпа сыв пуллашрăм эпĕ. Туйи çине тайăнса хуллен-хуллен те пулин мана ăсатма тухрех. — Асанне! — анатран сасă юхса хăпарчĕ. — Уçăлма тухрăн-и? — Тухрăм, тухрăм, мăнукăм, — пĕчĕкскере ытамне илчĕ асламăшĕ. — Сирĕнсĕр мана кичем.

Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика