АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял старости

28 августа 2020 г.

Сăмахăм Карай ял тăрăхне кĕрекен Сурăмхĕрринчи Г. Антонов староста çинчен. Геннадий Маркович ĕмĕрĕн ытларах пайне техникăна панă. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкарти пĕр организацире водительте тăрăшнă. Канăçсăр, ларма-тăма пĕлменскер пĕр самант та пушă лармасть. Икĕ çул хушши Карайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул вĕренекенĕсене автобуспа турттарнă. Халĕ “Караево” ОООра хуралçăра тимлет. Çемьеллĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ, мăнукĕсем те пур. Килĕштерсе пурăнакан мăшăрĕпе, Валентинăпа, ялта çук хитре те капмар çурт çĕклесе лартрĕç. Хальхи вăхăтра Г. Антонов хăй пурăнакан ялти “Шоссе”, “Çаран”, “Юханшыв” урамĕсен старости. Арçын халăхпа пĕр чĕлхе тупнине асăрханă ку урамрисем. Калама кăна çăмăл — ял старости. Яваплăхĕ вара темĕн чухлех. Çак пархатарлă ĕçе вăл чун ыйтнипе пурнăçлать. Акă, иртнĕ кунсенче яла шывпа тивĕçтерекен башня юрăхсăра тухрĕ. Геннадий Маркович ку ыйтăва çийĕнчех татса пама васкарĕ. Староста пуçарнипе, халăхпа канашласа, вĕсен шухăшне ыйтса пĕлсе юсав валли укçа-тенкĕ пуçтарнă. Шыв насусне Шупашакар хулинчен Н. Егоровпа кайса илсе килнĕ. Электрооборудование вырнаçтарма Вл. Федоров пысăк пулăшу панă. Пĕр арçын та пăхса тăмарĕ çак ĕçре. Ял халăхне шывпа тивĕçтерме пултарчĕç маттурсем! Çавăн пекех кунта пурăнакансем пăснă вите кирпĕчĕнчен çĕр метра яхăн çул сарса тухрĕç. Палăртнă ĕçсенче чылай пултаруллă, хастар çынсем активлă хутшăнчĕç. “Халăхпа килĕштерсе ĕçлесен пĕтĕмпех пулать. Вăхăт çук темелле мар, ăна тĕрĕс уйăрма пĕлмелле”, — тет Г. Антонов. Эпир, вырăнти халăх, Геннадий Марковича хисеплесе вăл мĕн хушнине, палăртса каланине яланах пурнăçлама тăрăшатпăр тата ытти нумай ĕçсене хутшăнатпăр. Эпир ăна ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунатпăр. Ял халăхĕ ăна ырă ĕçсемшĕн тав сăмахĕ калать.

О. Сергеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика