28 августа 2020 г.
Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă, вуннăмĕш ача пулнă. Поэт каланă тăрăх, ашшĕ граждан, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи витĕр утса тухнă, виçĕ пиччĕшĕ йывăр пурнăçпа, чир-чĕрпе ачаллах вилнĕ, амăшĕ те нумаях пурăнайман. “Çапах та эп телейлĕ, — тет сăвăç, — эпĕ килте усал сăмах каланине те илтмен, çити-çитми пурăннă пулин те — пире юратса пăхса ỹстернĕ”. (Надежда Ильина ỸỸ Петĕр Яккусен. Кĕмĕл кимĕ. Ỹ 7-8 стр.). 1967 çулта Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт унтах учительте ĕçлет. 1968-1970 çулсенче çар ретĕнче тăрать. Петр Яковлев 1970 çулта “Çарти хастарлăхшăн” медале тивĕçнĕ. 1975 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать. 1975—1978 çулсенче ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлет. “Чăваш чĕлхине тĕпчесе нумай статья пичетлет, ун чухне Бакура тухса тăракан “Советская тюркология” журнал ăна наукăра пысăк шанчăк паракан фонолог тесе хаклать” (Н. Ильина ỸỸ Петĕр Яккусен. Кĕмĕл кимĕ. Ỹ 4 стр.). 1978—1979 çулсенче Красноармейски районĕнчи Кушкăри 8 çул вĕренмелли шкулта, 1979—1983 çулсенче Элĕк районне кĕрекен Мартынкассинчи 8 çул вĕренмелли шкулта директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. Ялти шкулсенче вĕрентекен пулнă хыççăн 1984 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне таврăнать, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче ĕçлеме тытăнать, аспирантурăра пĕлỹ пухать, студентсене вĕрентет. 1989 çулта Ĕпхỹ хулинче “Чăваш чĕлхинчи сăмах пусăмĕ” темăпа кандидат диссертацине хỹтĕлет. Мускавра доцент ятне илет. 1995 çулта унăн “Чăваш фонетики” вĕренỹ кĕнеки пичетленсе тухнă. Кунта вăл чĕлхе пĕлĕвĕн çитĕнĕвĕсене шута илсе тата тăван чĕлхе йĕркин хăйне евĕрлĕхне асра тытса хăш-пĕр пулăмсене урăхла ăнлантарнă, уйрăмах консонантизм, сингармонизм, пусăм çинчен каланă шухăшсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вун çичĕ çула яхăн студентсене фонологи вĕрентет. (Унăн лекцийĕсене студентсем кăмăлласах çỹретчĕç, вĕсем вăл нихăçан та сасă хăпартса калаçнине илтмен). 2010 çул — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчи культура факультечĕн деканĕ. “Петĕр Яккусен чăваш поэзине сулмаклăн, çамрăк чухне вĕренмелле çырнă сăввисене пичетлеме васкамасăр, тỹрех хăйне кăна тивĕçлĕ саслăн, тытса чарайми кĕрсе кайнă. Яков Ухсай, Хĕветĕр Уяр, Георгий Ефимов, Александр Артемьев, Василий Алентей тата ытти сумлă çыравçăсем ăна литература çулне уçса паракансем пулнă. Икĕ кĕнеке кăларсассăнах Петĕр Яккусене 1986 çулта СССР писателĕсен Союзне пĕр саслăн йышăнаççĕ” (Н. Ильина, 6 стр.). “Паянхи литературăра Петĕр Яккусен сасси хăйне уйрăммăн, сумлăн янăрать. Унăн поэзийĕнче çут çанталăк, çуралнă кил, тăван халăх пысăк вырăн йышăнаççĕ. Тарăн философиллĕ сăввисем шухăша яраççĕ. Чи кирли — таса чунпа, алăпа та, пуçа усмасăр пурăнма хавхалантараççĕ, — тет поэт пирки Галина Матвеева. — Республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ тесе çырнипе питĕ килĕшес килет. Поэтăн кирек хăш сăввине вулас пулсан та çакна тỹрех асăрхатăн, унăн “тĕнчи асамат кĕперĕ пек: ытарса та пĕтерейми, хăваласа та çитейми. Тĕрĕссипе вăл сăвă çырмасть, сăввисем хăйсем çырăнни тỹрех палăрать” (Н. Ильина, 7 стр.). 2017 çулта Раççей Федерацийĕнче пурăнакан халăхсен хальхи вăхăтри поэзийĕн анталогийĕ тухнă. Пирĕн çĕр-шывра пурăнакан 57 чĕлхепе çырнă хайлавсене кĕртнĕ унта, сăввисене вырăсла куçарнă. Çак анталогие Петĕр Яккусен сăввисем те кĕнĕ (пĕтĕмпе пилĕк чăваш поэчĕ). Паллă чĕлхеçĕ, поэт, вĕрентекен çеç мар пирĕн ентеш, вăл паллă куçаруçă та. Чăвашла куçарнă кĕнекисем: Евангелие от Луки — Лука пĕлтернĕ Ырă хыпар (Мускав, 1999); Четвероевангелие (Мускав, 2001); Библия для детей-Ача-пăча Библийĕ (Мускав, 2005); Новый Завет — çĕнĕ Халал (Мускав, 2009); Троесловие (Сань-цзы-цзин, Мускав, 2012). 2015 çулта чăваш халăх культурине, чĕлхине, литературине упрас, аталантарас ĕçре ырми-канми вăй хунăшăн Петр Яковлевич Яковлева Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Поэтăн сăвă кĕнекисем: “Кумаляк”, “Тăм тăвайкки вăййисем”, “Уй варринче”, “Юман чĕлхи”, “Çавра кỹлĕ”, “Кĕмĕл кимĕ”.
С. Назарова.