АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Красноармейскинче — республика пĕлтерĕшлĕ канашлу

25 августа 2020 г.

Красноармейскинче — республика пĕлтерĕшлĕ канашлу

Иртнĕ кĕçнерникун Красноармейски райповĕн никĕсĕ çинче Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе республика пĕлтерĕшлĕ семинар-канашлу иртрĕ. Ăна ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, Чăвашпотребсоюзăн канашĕ тата ЧР Журналистсен союзĕ пĕр пулса йĕркелерĕç. Кăçал вăл юбилейлă — шучĕпе 20-мĕш пулчĕ. Семинар-канашлăва РФ VII созыври Патшалăх Думин депутачĕ Л. Черкесов, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ М. Анисимов, Роскомнадзорăн Чăваш Енти Управленийĕн ертỹçи, РФ çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен сферинчи тĕрĕслевĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ, РФ иккĕмĕш класлă патшалăх канашçи Т. Евдокимова, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, РФ Центросоюз канашĕн членĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Павлов, Шупашкарти кооператив университечĕн ректорĕ В. Андреев, ЧР журналистсен Союзĕн председателĕ В. Комиссаров, РФ Центросоюзăн Канашĕн председателĕн информаци политики енĕпе ĕçлекен канашçи, информаципе коммуникацисен Центрĕн директорĕ, “Центросоюзăн Издательство çурчĕ” ООО директорĕ Г. Лашманова, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хутшăнчĕç. Трак ене респуликăри район-хула хаçачĕсен, телевиденипе радио журналисчĕсем килсе çитрĕç. “Красноармейскинчи çăкăр завочĕ” ОООра вĕсене Чăваш потребсоюз правленийĕн председателĕ Л. Абрамова, Центросоюзăн информаципе коммуникаци центрĕн пуçлăхĕ Г. Лашманова, Красноармейски райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов кĕтсе илчĕç. Чăваш тумлĕ хĕр хăнасене кăпăшка çăкăрпа тăвар сĕнчĕ. Людмила Леонидовна калем хуçисене Трак çĕрĕ çинче курма хавассине палăртрĕ, семинар-канашлăвăн тĕллевĕпе паллаштарчĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Александр Николаевич журналистсене кĕс-кен Трак тăрăхĕн историйĕпе паллаштарчĕ, юлашки вăхăтра район центрĕнче тата ял тăрăхĕсенче юсав тата тирпей-илем енĕпе туса ирттерекен ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартрĕ. Роза Александровна массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене ăшшăн саламланă май кĕскен райпон кăçалхи çичĕ уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Паян районта ваккăн суту-илỹ тăвакан предприятисем — 64, вĕсенчен самообслуживани йĕркипе ĕçлекеннисем — 23, обществăлла апатлану предприятийĕсем 8 шутланаççĕ, сĕт йышăнмалли пунктсем — 20. Ваккăн сутмалли тата обществăлла апатланăвăн тавар çаврăнăшĕ çак тапхăрта 263250 пин тенкĕпе танлашнă, тавар продукцийĕн калăпăшĕ 19860 пин тенке çитнĕ. Хатĕрлев ĕçĕнчи тавар çаврăнăш 29877 пин тенкĕ пулнă. Малалла семинар-канашлăва хутшăнакансем “Красноармейски çăкăр завочĕ” ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Унăн директорĕ Е. Сидорова цехсем тăрăх илсе çỹрерĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра кунта çăкăрпа булка изделийĕсене 257,9 тонна, кондитер япалисене — 61,4, макарон — 4,8, çурма фабрикатсене 11,5 тонна туса кăларнă. Елена Юрьевна хăйсен предприятийĕ пирки туллин каласа пама тăрăшрĕ. Çăкăр заводне 1987 çулта хута янă. Унăн хăвачĕ пысăк пулнă, талăкра 20 тоннăна яхăн çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерсе кăлармалла пулнă. Анчах ун чухлĕ продукци Трак тăрăхĕнче пурăнакансене кирлĕ пулман. Каярах кунта кондитер цехĕ хута кайнă. Халĕ кунта туса кăларакан тортсене, пирожнăйсене халăх тулли кăмăлпа туянать. Паян çăкăр заводĕнче 36 çын вăй хурать. Ĕçченсенчен 90 проценчĕ — хĕрарăмсем. Вĕсенчен кашниех хăйсен умĕнчи тĕллевсене пурнăçлассишĕн тимлет. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Халĕ предприятире 30 ытла продукци туса кăлараççĕ. Юлашки вăхăтра Красноармейскисен çăкăрĕ çĕршывĕпех чапа тухрĕ. Иртнĕ çул Калуга облаçĕнче “Çăкăр, эсĕ — тĕнче” ятлă потребкооперацин Пĕтĕм тĕнчери форумĕ пулса иртнĕ. Унта “Раççейĕн чи лайăх çăкăрĕ-2019” Пĕтĕм Раççейри Х конкурсăн финалисчĕсене чысланă. Ун чухне тупăшăва Раççейĕн 27 регионĕнчи продукци туса кăларакан 68 предприятин 280 çăкăрпа çăкăр-булка тĕсне кăтартнă пулнă. Конкурса пирĕн районти çăкăр комбиначĕ те хăйĕн продукцине тăратнă. Тупăшура пирĕн “витязь” çăкăр çĕнтерсе 1 степеньлĕ Кубок çĕнсе илнĕ. Кăçал Чăваш потребсоюз йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă професси ăсталăхĕсен “Чи лайăх çăкăр-булка изделийĕ” конкурсĕнче пирĕн “цивильный” çăкăрĕ каллех пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунта тăрăшакансем хăйсен продукцийĕн куравне йĕркеленĕ. Журналистсем тутлă та кăпăшка çăкăр-булкăна, пылак премĕксене кăмăллăн тутанса пăхрĕç. Паян Красноармейскисен продукцийĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара, Çĕрпỹ, Куславкка районĕсене (кунти 21 лавккана), хамăр района саланать. Кĕçех çăкăр турттаракан 4-мĕш автомашина туянма пăхаççĕ. Унтан çул сĕт йышăнакан пункта выртрĕ. Кăçалхи 7 уйăхра райпо ял халăхĕнчен, хресченпе фермер хуçалăхĕсенчен 764 тонна сĕт пухнă. Ăна 3 автомашинăпа пункта турттараççĕ, 1 литрне 15 тенкĕ те 50 пуспа йышăнаççĕ. Мĕн пур продукци лаборатори витĕр тухать. Ăна 3 тата 5 тонна кĕрекен сивĕтекен аппарата (охладителе) яраççĕ. Каярах ăна А. Низов предприниматель илсе каять. Пире, хаçатра вăй хуракансене, райцентрти 2-мĕш номерлĕ апат-çимĕç лавккинче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кунта ăшă, таса, çутă. Сентресем тĕрлĕ апат-çимĕç таварĕпе авăнса тăраççĕ тейĕн. “Эпир хамăр райпон продукцине вырăн пама тăрăшатпăр, — тет И. Тихонова заведующи. — Кăмакаран халь çеç тухнă çăкăр ирхине 7, унтан 16 сехетре килет. Вăл çийĕнчех сутăнса пĕтет. Тăварланă пулли те, тĕтĕмлени те хамăрăн. Халăхран заказсем те йышăнатпăр”. Упири лавкка (вăл “Акконд” фирмăн магазинĕ шутланать)-йышăнупа хатĕрлев пунктне Р. Афанасьева ертсе пыма тытăнсан ĕç-пуç лайăх енне улшăннă. Юнашар уйрăм çыннăн “Комок” лавкки пулсан та, çын татăлмасть суту-илỹ çуртĕнчен. Уйăхри тĕллевсем те тăтăшах пурнăçланаççĕ, тавар çаврăнăшĕ те ỹссе пырать. Роза Васильевна çулла ирхине 4-5 сехетрех ĕçе тытăнать, халăхран сĕт, тĕрлĕрен пахча çимĕç (сухан, ыхра), эмел курăкĕсем, кивĕ хут йышăнать. Вĕсемшĕн çынсене арбуз-дыня, ытти тавар сĕнеççĕ. Эпир кунта пулнă чухне ял çыннисене кăвакал чĕпписем сутакан автолавкка ларатчĕ. “Эпир кăçалхи çичĕ уйăхра ял çыннисене Чăвашпотребсоюзăн предпринимателĕсем урлă 11 пин кăвакал, чăх-чĕп сутрăмăр”, — тет Р. Николаева. Ун хыççăн журналистсем строительство керамикин “КЕТРА” заводĕнче пулса курчĕç, райцентрти 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне чĕрĕ чечексем хучĕç, райпо территорийĕнче вырнаçнă хатĕрлев кантурĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Нумаях пулмасть кунта 1900 пин тенкĕпе паянхи вăхăт ыйтакан ятарлă автолавкка туяннă. Унта сивĕтмелли камера вырнаçтарнăран халĕ пĕчĕк ялсене те пельмень, мороженăй, аш-пăш, кăлпасси сутма илсе каяççĕ. Вăл çирĕп графикпа ĕçлет. Райпора кран-манипулятор туяннă, автопогрузчик пур. Çакă йывăр япаласене тиесе пушатассине чылай çăмăллатма май панă. Халăха тырă, комбикорм, тюкланă, рулонлă паха утă сĕнеççĕ. Кăçал çуркунне 57 тонна пулăх тăварĕсем сутнă. Журналистсем обществăлла апатлану предприятийĕн апат-çимĕçне астивнĕ хыççăн район администрацийĕнче йĕркеленĕ “Çавра сĕтел” хушшинчи уçă калаçăва пухăнчĕç. Унта В. Павлов пысăк сăмах каларĕ, Чăвашпотребсоюзăн кăçалхи çичĕ уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕр пулса ĕçлени пысăк çимĕç кỹнине палăртрĕ. Канашлура çавăн пекех Л. Черкесов, М. Анисимов, Т. Евдокимова, В. Андреев, В. Комиссаров, Г. Лашманова, А. Кузнецов сăмах илчĕç. Юлашкинчен чи пултаруллă, потребкоопераци ыйтăвĕсене çутатакан журналистсем парнесене тивĕçрĕç.

Г. Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика